Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӗвелӗ (тĕпĕ: хӗвел) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсен хыҫӗнче вара март хӗвелӗ хӑй хыҫӗнчен тӗтреллӗ, сӳнсе пыракан ҫутӑ хӑварса анни палӑрать.

закатывалось еще холодное солнце начала марта, оставляя за собою меркнущий, сумеречный свет.

Пӗрремӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Сӳнчӗ вара телейсӗр музыкҫӑн ҫурхи хӗвелӗ

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӑхӑтра ҫумӑр ҫӑвать, хӗвелӗ те вӑхӑтра ӑшӑтать.

Помоги переводом

Хурт уйӑрнӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫӑвӗпех сар хӗвелӗ те хӑйӗн ӑшшине хӗрхенмерӗ, ӑшӑ ҫумӑрӗ те хура ҫӗре ҫителӗклӗ шӑварчӗ.

Помоги переводом

Хура ҫӑкӑр хура тарпа ҫитӗнет // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11524-kh ... pa-cit-net

Ахальтен мар В.Белинский: «Юрату вӑл - пурнӑҫ поэзийӗ тата хӗвелӗ», - тенӗ.

Помоги переводом

50 кун ҫӳресе - 50 ҫул... // Виктор ДАНИЛОВ. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 9 с.

Вӑхӑт шӑвать яланах Хӑй йӗркипе малалла, Хӗвелӗ те ярӑнса Шуса анать каҫалла.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Вӑрман урлӑ сар хӗвелӗ Ҫӗкленсе тухатчӗ, Кӳлӗри шур акӑш евӗр Ярӑнса ухатчӗ.

Помоги переводом

Партизан // Степан Аслан. «Тӑван Атӑл». — 1946, 20№ — 55-63 с.

Кӗлпиккен хырӑмӗ выҫнӑ, аллисем ыратаҫҫӗ, хӗвелӗ тӳсме ҫук пӗҫертет.

Кельбиге голодна, у нее нестерпимо саднят исколотые, поцарапанные руки, вдобавок солнце палит нещадно.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫимӗк ҫуйӗ урамран Ҫӗклентерет чӗрине, Хӗвелӗ те выляса Ҫутатать ҫӳҫ пӗрчине.

Помоги переводом

Юмӑҫ патӗнче // Константин Иванов. Константин Иванов. Нарспи: поэма. — Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2000. — 165 с.

Ӑнлан эс, Пугачев хӗвелӗ Анса ларать, — тем чул кулян, — Пӗл, хӑтӑлмашкӑн ҫук ун мелӗ.

Помоги переводом

XXXV // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗвелӗ тӑчӗ пит хӗртсе: Ӳсен-тӑран ларать типсе.

Помоги переводом

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Пулман пек нимӗн те: хӗвелӗ Каллех хавассӑн йӑл кулса Сапать артаклӑн ӑшшине, Тавралӑх ырлӑхпа тулса Ярать илемлӗ ташшине.

Помоги переводом

XIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл та шутлӑ, Пулсан та аслӑ ҫут тӗнче: Хӗвелӗ, пӗлӗчӗ, ӑш ҫиле…

Помоги переводом

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Паян качча вӑл илӗртет, Сап-сар хӗвелӗ те йӑл кулчӗ, Ав, кайӑк-кӗшӗк хӗпӗртет.

Помоги переводом

II // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Сар хӗвелӗ ӑшӑтать, Ҫутӑ тӗнче савӑнать.

Помоги переводом

XV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫумӑр пулманнипе ҫул ҫинче ялан тусан мӑкӑрланчӗ, тӳперен пӗтӗм ӳсен-тӑрана ҫунтарса ярасла июль хӗвелӗ пӗҫертрӗ, часах юлан утпа пыракансен ҫурӑмӗсем йӗп-йӗпе тара ӳкрӗҫ.

Помоги переводом

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Упӑте пек ҫӑмлӑскер кӑнтӑр хӗвелӗ ӑшшинче хӗртӗнсе лара парать.

Помоги переводом

Университет юбилейӗ // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ылтӑн шалкам ҫумӑрпа касӑлса пайланнӑн — тӗтре кӗҫех шурӑ мӗлке кӗтӗвӗсене сапаланса сарӑлчӗ, йӑлтӑркка пӗлӗтсен хӑпартланӑвӗнче океан хӗвелӗ уҫӑлчӗ.

Вскорости, рассекаемый золотым ливнем, туман распался стаями белых теней, в апофеозе блистающих облаков открылось океанское солнце.

II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 285–292 с.

Хӗвелӗ вара хӗрте-ет.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Тропик хӗвелӗ шыв вӑййинче миллиард-миллиард ылтӑн атомпа хӗпӗртет-савӑнать.

Тропическое солнце миллиардами золотых атомов ликовало в игре воды.

II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней