Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтӑлса (тĕпĕ: хӑтӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр, йӗкӗт хӗскӗчӗнчен хӑтӑлса тухнипе тӳрех ӑна-тӑна кӗрсе ҫитейменскер, саланса чӑл-ханма пуҫланӑ ҫӳҫне-пуҫне, пилӗк тӗлӗнче лӳчӗркенсе хӑларнӑ-хӑмпӑлчӑланнӑ кӗпине турткаласа тирпейлерӗ те каччӑран аяккарах вашт куҫса ларчӗ:

Помоги переводом

5 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.

Бикмуш мучи, хумсен тыткӑнӗнчен хӑтӑлса, Ильсеяра типӗ ҫӗр ҫине хунӑ чухне хӗвелтухӑҫӗнче шурӑмпуҫ ҫути ӳкнӗччӗ ӗнтӗ.

Когда дед Бикмуш положил Ильсеяр на землю, на востоке уже прочертилась заря.

XIV // Василий Юдин. Гариф Губай. Бакенщик хӗрӗ. Повесть. Тутарларан В.Н. Юдин куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1962. — 204 с.

Анчах кунта хӑтӑлса тухмалли май Польша вӑрҫинче пулнӑ чухнехинчен те сахалтарах иккен.

Но тут выход был еще меньше возможен, нежели в польской войне.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Полякӑн сенкер куҫӗсем ун хыҫӗнченех йӗрлесе ҫӳренӗ, ҫав асапланса пӗтнӗ ҫамрӑк ҫынна хӑй темиҫе хут та курнӑ пек туйӑннӑ ӑна — кам пӗлет, тен вӑл вилӗмрен хӑтӑлса юлнӑ пулӗ; ӑна вӑл ҫавӑн пек ӳпкевлӗн, пӑлхавлӑ хурланупа, йӗрӗнсе, хӗрхеннӗ пек те пӑхнине палласа илнӗн туйӑннӑ.

Голубые глаза поляка преследовали его, ему казалось, что он несколько раз встречал молодого страдальца, который, может, избегнул смерти; ему казалось, что он узнает то же выражение укора, беспокойной печали и презрения, смешанного почти с сожалением.

Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.

Тавлашас тесен те — шӳтпе-мӗнпех хӑтӑлса юлаймӑп».

Если и спорить — шуточками не отделаешься».

4 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.

Мӗнле хӑтӑлса тухмалла-ши ҫав алӑсенчен, халӗ телейпе йӑлкӑшса ҫӳрекен ҫуткӑм хура питлӗ Катеринӑн; вӑл кухньӑна хӑраса кӗчӗ, анчах унӑн хура та нӳрлӗ куҫӗсенче ҫӗнтерӳллӗ шухӑлӑх ҫаплипех выляса тӑни сисӗнет!

Как вырваться из этих рук смуглолицей, сияющей от счастья Катерине, которая млеет под его плечом и входит сюда, в командирскую запретную зону, с тревогой, но и победным озорством, так и играющим в ее черных, влажных глазах.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Ҫур ҫул хушшинчех халӑха пӗтерсе лартрӗҫ вӗт, ҫак инкекрен хӑтӑлса тухассӑн туйӑнмастчӗ.

Ведь за полгода погубили народ, и не казалось, что из этой беды удастся выбраться.

Пӗрремӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Тӗрмерен хӑтӑлса тухсанах вӗсем вырӑссемпе болгар юлташӗсене Македони тӑвӗсем ҫине ертсе кайнӑ.

Вырвавшись из тюрьмы, они увели русских и их болгарских товарищей в горы Македонии.

Пӗр хуларан // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 249–269 с.

Эпир Гитлерӑн хӑйӗн ҫарне ҫав ункӑран епле майпа та пулсан хӑтӑлса тухма хушакан приказне тытса илнӗ.

Перехвачен приказ Гитлера окружённым войскам попытаться любой ценой прорвать наше кольцо.

Вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 172–187 с.

Ҫак хӗсӗнсех пыракан ҫурма ункӑран хӑтӑлса тухма та, хӗҫпӑшала та хӑтарма пулать.

Вырваться из этого сужающегося полукольца, спастись и спасти своё оружие.

Таракуль редучӗ // Михаил Рубцов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 103–115 с.

Мӗншӗн тесен, вӑйсем тан мар пулсан, тӑшман ҫыхлантаракан ҫапӑҫӑва йышӑнма куҫкӗретех усӑсӑр тата пӗртен-пӗр чакнипе ҫеҫ тӗп вӑй ҫапса салатасран хӑтӑлса резервсене сыхласа хӑварма пулать.

Надо отступать, если принять бой, навязываемый противником, заведомо невыгодно или когда отступление при соотношении сил становится единственным средством вывести авангард из-под удара и сохранить резервы.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Унӑн тухарах тӑракан, шансах кайман кӑвак куҫӗсем пӑхнинчен пирӗн юлташсенчен нихӑшӗ те, пушмакӗсене тӑхӑнса ӗлкӗреймен пирки ҫара урисене курӑк ӑшӗнче пытарма тӑрӑшса хыҫалта тӑраканнисем те, хӑтӑлса юлаймарӗҫ.

Казалось, из-под взгляда этих серых, навыкате, глаз, насмешливых и недоверчивых, не ускользнули даже те из наших товарищей, которые не успели надеть башмаки и стояли позади, стараясь спрятать босые ноги.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.

Юлашкинчен вӗсем, ҫурӑлакан снарядсенчен хӑтӑлса, вӑрман хӗррине тухрӗҫ.

Наконец, они вырвались из-под обстрела и вышли на опушку.

XXI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Гринавӑри вӑйлӑ туйӑмсенчен, кӑмӑл хусканӑвӗсенчен ерипен хӑтӑлса, тӑна кӗрсе пынӑ май, Сагайда хӑйӗн ҫӗнӗ аттисемпе вак чулсем ҫийӗн пӗр хӗрхенӳсӗр кӗмсӗртеттерсе пырать.

Сагайда постепенно приходил в себя после сильных гринавских впечатлений.

VI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Пуринчен те ытларах вӑл вырӑс чӗлхинчен хӑрать, юлташӗсем вӑрттӑн каласа панисене пула ҫеҫ иккӗ паллӑсенчен хӑтӑлса пырать.

Больше всего он боялся русского языка и почти всегда выезжал на подсказке.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вӗсенчен хӑвӑртрах хӑтӑлса, каллех сирӗн пата пырас килет, сирӗнпе пӗрле харӑссӑн утас килет…»

Хочется скорее освободиться от них и опять к вам, к вам, нога в ногу с вами…»

XXV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Хулпуҫҫийӗсем ҫине трубкӑсем ҫакнӑ минометчиксем имени патӗнчен иртсе пыраҫҫӗ, Сагайда, тамӑкран чӗррӗн хӑтӑлса юлнӑ пек, вӗсене хирӗҫ тухрӗ.

Через поместье уже шли минометчики с трубами на плечах, и Сагайда вышел им навстречу, как живой из ада.

XXX // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Ҫук, кунтан хӑтӑлса тухма ҫук, пытанни те усӑсӑр, тӑшмана хирӗҫ кӑкӑрпа тӑрас пулать.

Нет, тут разминуться негде, прятаться бессмысленно, надо стоять грудью вперед.

XXVI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Унӑн вӑррисем мӗнле ҫеҫенхирсенче тата мӗнле ҫилпе кунта вӗҫсе килсе акӑннӑ-ши, тата ҫак кунсенче вӑл вутпа тимӗртен мӗнле майпа хӑтӑлса юлма пултарнӑ-ши?

Из каких степей и какими ветрами занесены и посеяны тут ее семена и каким чудом спаслась она от огня и металла в эти дни?

XI // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Вӑл унтан хӑтӑлса тухрӗ.

Ну, выбрался!

3 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней