Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑтӑлас (тĕпĕ: хӑтӑл) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Мӗнле те пулин хӑтӑлас пулать.

— Нужно как-то выкручиваться.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Тани Юн, Иоаким Максимов-Кошкинский. Козлов, Иван Андреевич. Крымра вӑрттӑн ӗҫлени / [Тани Юн, И. Максимов-Кошкинский куҫ.]. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1954. — 352 с.

Анчах та ҫынсене хӑтӑлас тенӗ шухӑш ҫеҫ мар аптӑратать, тепӗр шухӑш та кӑкӑрӗсене пӑва-пӑва илет, вӑл шухӑш йывӑр шухӑш: ҫынсем ӳкӗнеҫҫӗ, вӗсене намӑс пек туйӑнать, вӗсен ҫиллисем каплана-каплана килеҫҫӗ.

Но за этим чувством было другое, тяжелое, сосущее и более глубокое чувство: это было чувство, как будто похожее на раскаяние, стыд и злобу.

27 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Вара вӑл тарса хӑтӑлас тесе каялла салтаксем патнелле кустара пуҫланӑ.

Пустил он лошадь назад к солдатам — думал уйти.

1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Вӗсем каланӑ: «Эсӗ, Ермак, пиртен ӑсли курӑнсах тӑрать, пиртен, ухмахсенчен, мӗн ыйтса тӑмалла. Ху пӗлнӗ ҫӗре илсе кай пире. Икӗ хут вилес ҫук, пӗр вилӗмрен хӑтӑлас ҫук», — тенӗ.

Говорят: «Видно ты, Тимофеич, умнее нашего; нас, дураков, и спрашивать нечего. Веди, куда знаешь. Двух смертей не бывать, а одной не миновать».

Ермак // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпир ҫил-тӑвӑлтан тарса хӑтӑлас ҫук, анчах хӑрушлӑхӗнчен хӑтӑлса юлма пултаратпӑр.

Нам не удастся уйти от бури, но избежать опасности мы можем.

IV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.

Ҫапах та, Халл капитан шутланӑ пек, йӑрӑмлӑ кит тӳрех кимӗ ҫинелле сиксе ӳкмерӗ, командӑн, урса кайнӑ чӗрчунтан хӑтӑлас тесе, гарпун ҫумне ҫыхнӑ лине касса татмалла пулмарӗ.

Однако вопреки опасениям капитана Халла полосатик не ринулся сразу на шлюпку, и команде не пришлось рубить привязанный к гарпуну линь, чтобы спасаться от разъяренного животного.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Наташа ҫакна сисрӗ: тетӗшӗ унӑн хӑй полицире ӗҫленӗ пирки кӑмӑлсӑр ҫӳрерӗ, анчах ҫак намӑс ӗҫрен хӑтӑлас пирки вара нимӗн те тумарӗ.

Наташа заметила, что дядя был недоволен своей полицией, но ничего не сделал, чтобы избавиться от этой позорной работы.

Ҫирӗм иккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Ҫӗре персе аннӑ Якуркка, тыткӑнран хӑтӑлас тесе, Саша айӗнче ним тума пӗлмесӗр авкаланса выртать.

Егорушка, поверженный на землю, отчаянно извивается под Сашей, тщетно стараясь избежать позорного плена.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Вӑл хут ҫине вара пур йывӑрлӑхсене те тӳссе ирттернӗ герой Матвей Герасимов, боцман Иван Васильев, тыткӑнран хӑтӑлас йӗркепе ӗҫе хутшӑнман пулин те судно ҫинче пулнӑ штурман Федор Пахановпа чирлӗ юнга Миша Суслов алӑ пуснӑ.

Их подписали герой происшествия шкипер Матвей Герасимов, боцман Иван Васильев и хотя не принимавшие участия в освобождении из плена, но бывшие на судне штурман Федор Пахомов и больной юнга Миша Суслов.

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

— Икӗ вилӗм пулас ҫук, пӗринчен хӑтӑлас ҫук.

— Двум смертям не бывать, а одной не миновать.

Тӑван ҫӗршыв чысӗ // Н. Ятманов. Дмитриев, Н. П. Тӑван ҫӗршывӑн чысӗ: халӑх геройӗсем ҫинчен ҫырнӑ калавсем / вырӑсларан Н. Ятманов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 126 с. — 37–51 с.

Паллах, лахтарьсем пирӗнтен пурпӗрех хӑтӑлас ҫук.

От нас лахтарям никак уже не оправиться.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.

Ҫил тата пӑртак вӑйлансанах пӳрт тӑррисем йӑванса каймалла, стенасем шатӑртатма тытӑнмалла, хӗрсе ҫитнӗ сывлӑш ҫунма пултаракан япаласене пурне те хыпса илмелле, ун чух вара инкекрен хӑтӑлас та ҫук.

Еще одно усилие ветра — и полетят вниз крыши, затрещат стены домов, и раскаленный воздух воспламенит все, что любит гореть, а тогда не унять беды.

8 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Ҫак хута кама памаллине пар, унсӑрӑн эпӗ унран хӑтӑлас ҫук.

Передай, я тебя прошу, а то спасу нет.

5 // Михаил Рубцов. Павленко П.А. Ҫеҫенхир хӗвелӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96 с.

Шерккей ҫак вӑрттӑнлӑха усрама тупа турӗ; каласан юрамасть имӗш, мӗн юмӑҫлани хӑватсӑр кӑна та мар, пӗтӗмпе хирӗҫ тухма пултарать; вара инкекрен хӑтӑлас вырӑнне тата пысӑк асапсем пуласса кӗтсех тӑмалла имӗш.

Ни слова, иначе все усилия, какие она приложила, пойдут насмарку, а пуще того, все может случиться наоборот, и тогда вместо спасения их постигнет страшная беда; Шерккей поклялся хранить все в тайне.

XII. Кӗтмен пӑтӑрмах // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Икӗ хутчен вилес ҫук, пӗринчен, — темле пӑркалансан та, пурпӗрех — хӑтӑлас ҫук.

— Двум смертям не бывать, а одной — как ни вертись, все равно не миновать.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Халь акӑ чунӗнчи хӑйне ҫавӑрса илнӗ усал шӑршӑ-маршӑран тарса хӑтӑлас тесе вӑл урнӑ пек аяккалла туртӑнчӗ.

От смрада души, охватившего его, он бешено рванулся.

Элекҫӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Вӑл пулман пулсан, Говэн вилӗмрен хӑтӑлас ҫукчӗ.

Не подоспей он, лежать бы Говэну в могиле.

IV. Иккӗмӗш хут // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.

Ку элес-мелес чӗрчунсене ҫиллентерсен нимӗнле этем те хӑтӑлас ҫук.

Ни одно человеческое существо не может безнаказанно раздразнить этих страшилищ.

XXXIX сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Сенкер куҫли вӑраххӑн: — Халь ӗнтӗ пурӗпӗр — икӗ вилӗм пулас ҫук, пӗринчен хӑтӑлас ҫук… — терӗ хирӗҫ.

Голубоглазый медленно ответил: — Теперь все равно — двум смертям не бывать, а одной не миновать…

XV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.

Ку ӗҫрен хӑтӑлас пулать…

Необходимо избавиться от этого дела…

1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней