Поиск
Шырав ĕçĕ:
Карчӑк икӗ сӑлтава пула пыма килӗшмерӗ: пӗрремӗшӗнчен, ӑна, сакӑр вунӑ ҫул пурӑнса та кӳршӗ яла кайнисӗр пуҫне ниҫта та тухса курманскере, инҫе ҫул хӑратрӗ, иккӗмӗшӗнчен, вӑл малтанах, вӗсен юратнӑ мӑнукӗ тӗлӗшпе кӗтмен-туман ҫӗртен чи пысӑк правасем туянакан палламан ҫынна кӗвӗҫсе тарӑхрӗ.
Паня-Ганя // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Пире илме вӗсем пӗчӗк кимӗ ячӗҫ, эпир вара пӑрахут ҫине лартӑмӑр, пӑрахучӗ Цинциннатирен килекенскер иккен, пирӗн пӗтӗмпе тӑватӑ-пилӗк миля ҫеҫ каймаллине пӗлсен, капитан тарӑхнипе кӑтӑрса кайрӗ, пире темӗн те пӗр каласа вӑрҫрӗ, антарса хӑвармастӑп тесе хӑратрӗ.
Ҫирӗм тӑваттӑмӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Вӑл ҫав улӑпа тытса, пӳскене ывӑтнӑ пекех, шыва пӑрахсан, эпӗ хӑрамарӑм… анчах вӑл мана хӑратрӗ.
XVI // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Шубин пӗрмаях ахӑлтатрӗ тата хӑратрӗ, Зоя вара шӑппӑн кӑна кулкаларӗ, кушак пек йӑпшӑнчӗ.Он всё хохотал и грозился, а Зоя только втихомолку улыбалась и пожималась, как кошечка.
XV // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Ӑна шӑрӑх хӑратрӗ, анчах эпӗ шӑрӑхран хӑрамастӑп.
II // Михаил Рубцов. Тургенев И.С. Умӗн: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 160 с.
Вӑл — ку ӗҫе халӑх сучӗ пӑхса тухассипе, халӑх сучӗ Корчагина, унӑн пуҫне ҫапса шӑтарнӑшӑн, ирӗксӗр ӗҫ памалла тӑвассипе хӑратрӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл унпа суранӗ ҫинчен астутарса мар, пачах урӑх япаласем ҫинчен калаҫма тӑрӑшрӗ пулин те, хӑйӗн куҫӗсенчен ҫав тери хытӑ пӑхнӑ пирки Базаров, чӑтӑмне ҫухатса, килтен каяссипе хӑратрӗ.
XXVII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Василиса Прокофьевна кушака хӑратрӗ те, вӑл макӑрма чарӑнмасӑрах ҫул урлӑ чупса каҫрӗ.Василиса Прокофьевна шикнула, и кот побежал через дорогу, продолжая вопить.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Вӑл хыр тӑрӑх шуса аннипе ӑна хӑратрӗ.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Пиччӗшӗ Никодим, унӑн арӑмӗ Клавдия, — йӑмӑкӗ Васенӑ чӑнах та килӗшнӗ-ши унпа е вӑл вӗсене те, ашшӗ пекех, нимӗн вырӑнне те хуман, — ку халлӗхе паллӑ мар-ха, Ксенине халӗ шӑпах ҫакӑ пуринчен ытларах пӑшӑрхантарчӗ, пӑшӑрхантарчӗ ҫеҫ мар, хӑратрӗ те.
21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Вӑл Аникее пӑшӑрхантарчӗ те, хӑратрӗ те, мӗншӗн тесен ҫав кӑмӑллӑ сӑмахсенче мӗн пытанса тӑни паллӑ мар.Она тревожила и пугала Аникея, потому что неизвестно, что за нею скрывалось.
11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Субординаци тени Пантелей Прокофьевича кун пирки шухӑшлама та хӑратрӗ, ҫавӑнпа та Григорий тӗлӗшпе хӑйӗн алли-урине ҫыхса хунӑ пек, унран темле ютшӑннӑ пек туйрӗ.
L // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Пӗртен-пӗр хура вилӗм кӑна халӗ те Прусси хирӗсенчи пекех пӗтӗм кӳлепипе йӑтӑнса тӑчӗ, хӑратрӗ, чӗрчун хавалӗпе упранма хистерӗ.
X // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вилӗм ӑна сахал хӑратрӗ.
XXIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Райком членӗ Вихляев, вӑрҫӑчченхи районти ҫар комиссарӗ пулнӑскер, халь отряд штабӗн начальникӗ, темиҫе хутчен те кашӑкӗпе алюмини тирӗке шаккакаласа хӑратрӗ:
XIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Озеров кӗтмен ҫӗртен урӑхланнинчен ытларах ӑна, вӑл Юргин патне пулӑшу яма приказ пани хӑратрӗ.
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Санӑн мала кайнӑ пулсан, асту комиссар! — хӑратрӗ Бояркин.
XVI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
— Ульяна, эсӗ луччӑ шӑплан! — юнаса хӑратрӗ ӑна Чернявкин.
II // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑл Семёнпа, Анфисӑпа калаҫрӗ, пӗчӗк хӗре алла тытса, тутисемпе кулӑшла чаплаттарса, ӑна хӑйӗн сарӑ уссипе хӑратрӗ.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Сирӗн пата тул ҫутӑлнӑ-ҫутӑлманах килетӗп тесе хӑратрӗ.
VIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.