Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑпара (тĕпĕ: хӑпар) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Вӗсем тата тепӗр ҫырма урлӑ каҫнӑ та чуллӑ ту ҫине хӑпара пуҫланӑ; тӗтӗм шӑрши кӗре пуҫланӑ, йытӑсем вӗрни илтӗннӗ.

Переехали еще речку, стали подниматься по каменной горе, запахло дымом, забрехали собаки.

1 // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Е пысӑк шыв, е вӑрман тӗлне килсе, ҫӗр ҫине анма май килменнине курсан, вӑл миххисенчен хӑйӑрне тӑкать те, ҫӑмӑлланнипе хӑмпӑ каллех ҫӳлелле хӑпара пуҫлать.

Или река или лес, то он высыпает песок из мешков, и шар становится легче и опять поднимается.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен хӑмпӑсене мӗнле туни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Миххе пӑрахсан хӑмпӑ ҫӑмӑлланать те вӑл татах ҫӳлелле хӑпара пуҫлать.

Если сбросить мешок, то шару будет легче, и он пойдет кверху.

Сывлӑш ҫинче вӗҫсе ҫӳрекен хӑмпӑсене мӗнле туни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Кӑнтӑрла иртсен, кӑшт каннӑ хыҫҫӑн, пӗчӗк ушкӑн сӗвек тӑвайккине хӑпара пуҫларӗ.

Во второй половине дня, после недолгого отдыха, маленький отряд начал подниматься по пологому склону.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Шурӑмпуҫ хӑпара пуҫласан, куҫсене чармакласа, — ҫывӑрасса райра (кайран!) ытларах ҫывӑратпӑр тесе, — дирижерсӑр оркестр пек кӑлараҫҫӗ ултӑ кӗнеке — евангели кӗнекисене.

Продрав глазенки раньше, чем можно, — в раю (ужо!) отоспятся лишек, — оркестром без дирижера шесть дорожных вынимают евангелишек.

Ултӑ манашка // Стихван Шавли. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 97–101 с.

Шерккей пӗрре крыльца пусмисене пӑхрӗ, тепре уринчи ҫӗнӗ ҫӑпатине тинкерчӗ — питех вӑтанмалла мар-ха ҫипуҫӗ; кӑптӑрт-кӑптӑрт тутарса пусма тӑрӑх хӑпара пуҫларӗ.

Шерккей попеременно смотрел то на желтые ступени крыльца, то на свои новые лапти и остался доволен — не так уж он одет, чтобы стыдиться да бояться что-то испачкать, — и проворно стал взбираться вверх.

VI. Кантюк кӗреки // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Акӑ эсӗ хӑвах курӑн: кунти атмосфера тинӗс шывӗ ҫине хытӑ пусса тӑрать пулин те, шыв кунта та пурпӗр Атлантика океанӗ ҫинчи пекех хӑпара пуҫлӗ.

И ты увидишь, что вода, несмотря на давление атмосферы на ее поверхность, начнет подниматься, как в Атлантическом океане.

XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.

Хуллен хӑпара пуҫларӗ картлашка тӑрӑх.

Медленно взбирался по ступенькам.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Ирхине, ҫутӑлнӑ чухне, Перекоп ӑнран яракан сив чирпе вӗре пуҫласан, пинсем пралук кармакӗсем урлӑ тӳрех тапӑнса кӗрсен, шуррисен хыҫӗнче, Литовски ҫурутрав ҫинче, Сиваш урлӑ каҫнӑ малтанхи колоннӑсем ҫыран ҫине хӑпара пуҫланӑ.

И когда с рассветом вскипел в безумной лихорадке Перекоп, когда прямо в лоб через заграждения ринулись тысячи, в тылу у белых, на Литовском полуострове, взбирались на берег первые колонны перешедших Сиваш.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Вӑл, пӑркаланса илчӗ те, ывӑлӗ енне аллине тӑсса: — Яра пар, Серёжа, пӗр тӑвалла хӑпара пуҫланӑ пулсан, чӑрмантармӑп, анчах эсӗ пиртен пӑрӑнса ан ҫӳре, килкеле, — терӗ.

Смущенно помявшись, он добавил, решительно протягивая сыну свою корявую руку: — Двигай, Сережа, раз уже на подъеме, тормозить не стану, только ты от нас не отсовывайся, приходи.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

— Ӑна майлӑпӑр, — терӗ Долинник, пусма тӑрӑх хӑпара пуҫласа.

Уже взбегая на ступеньки, Долинник бросил: — Это мы уладим.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.

Хӗвел хӑпара пуҫланӑ ӗнтӗ.

Уже поднималось солнце.

Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.

Эпӗ ҫӑвара кӗнӗ шыва суркаласа ҫиеле тухрӑм та алӑсене сулкаласа илтӗм, ҫав вӑхӑтрах Брутик ман пуҫ ҫине хӑпара пуҫланине сисрӗм.

Фыркая и отплевываясь, я вынырнул на поверхность, взмахнул руками и тотчас же почувствовал, как Брутик с отчаянным визгом лезет мне на голову.

Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.

— Йӗпсене хӗртӗр! — илтрӗ вӑл Ридлерӑн хаяр сассине, унтан пусма тӑрӑх йывӑррӑн хӑпара пуҫларӗ.

— Накалить иглы! — расслышал он разъяренный голос и тяжело стал подниматься по винтовой лестнице.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.

Асту сана, Лешкасри чи шухӑ ачасем тепӗр ҫыран хӗррипе манӑн чаплӑ мечӗке йӑтса хӑпара параҫҫӗ…

А по противоположному берегу поднимаются озорные ребята из Старых Дубков, в руках у одного — мой шикарный мяч…

Ҫара тихасем // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 98–104 с.

Пӗчӗк сарӑ лаша урапа туртса сӑрт ҫинелле хӑпара пуҫланине курсан та эпир нимӗн те каламарӑмӑр.

Молчали мы и тогда, когда небольшая серая лошаденка, таща за собой телегу, стала подыматься на холм.

VII сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Акӑ вӑл пичкене те кӗчӗ, чӗтрекен алла шӑршларӗ, кӗтмен ҫӗртен Таня алли ҫине хӑпарса тӑчӗ, хулпуҫҫи ҫине хӑпара пуҫларӗ.

Вот она вошла в бочку, обнюхала дрожащий кулак и, неожиданно вскочив на Танину руку, стала карабкаться на плечо.

Шурӑ йӗкехӳре // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 34–46 с.

Хӗвел хӑпара пуҫланӑ, ҫак вӑхӑтра ӗнтӗ пахчасенче тӗрлӗ тӗссем ытла та ялтӑраса тӑраҫҫӗ.

Всходило солнце, и именно в этот час пестрота красок и оттенков на огородных плантациях казалась особенно яркой.

VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Шуҫӑм хӑпара пуҫларӗ.

Забрезжил рассвет.

«Ӑҫталла ҫул тытатӑн?» // Георгий Ефимов. Сергей Алексеев. Гришатка Соколовӑн пурнӑҫӗпе вилӗмӗ: повесть. Георгий Ефимов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 83 с.

Ҫав япаласене кимӗ ҫине тиесе тата йытта лартса эпӗ карапран уйрӑлса кайрӑм, мӗншӗн тесен тинӗс шывӗ хӑпара пуҫларӗ.

Со всем этим грузом и с собакой я отчалил от корабля, так как уже начинался прилив.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Василий Хударсем. Даниэл Дефо. Робинзон Крузо тинӗс ҫулҫӳревҫин пурнӑҫӗ тата вӑл курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: роман; Василий Долгов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1970. — 5–280 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней