Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫавӑнпа вӗсен тӗсӗ те е чул тӗслӗ — хӑмӑр, е хӑйӑр тӗслӗ — сарӑ.Поэтому и окрашены они в бурый цвет скал или желтоватый цвет песка.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Унӑн хыҫӗнчи виҫӗ тӗслӗ ялавӗ, ҫаврашкасем, шлюпкӑсем, пассажирсем, ҫӗр кӑмрӑкӗн хӑмӑр тӗтӗмӗн куписем курӑнса юлчӗҫ.
XI. Гаврик // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫыран хӗрринчи хура пӑнчӑсем тата хӑмӑр кӑмрӑкӑн юлашкийӗсем ҫине сӑнаса пӑхсан, ачана кунта кӗҫӗр кимӗпе таҫтан инҫетрен ҫынсем килсе чарӑннӑ та, вут хурса апат пӗҫернӗ пек туйӑннӑ.
II. Тинӗс // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Негрсем кашни утӑмрах тӗл пулаҫҫӗ, вӗсем хура, хӑмӑр хура курӑнаканнисем те пур, мулатсем пулмалла вӗсем.Негры встречались на каждом шагу, чёрные и оливково-чёрные, — должно быть, мулаты.
Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫинҫе те тӳрӗскер, хулпуҫҫийӗсене ҫӗклерех тытса, вӑл Виктор умӗнче, халь-халь шӑхӑрса каяс ухӑ йӗппи пек, карӑнса тӑрать, тем пысӑкӑш хӑмӑр куҫӗсемпе ун ҫине, ҫилле шӑнараймасӑр, пӑхать.
17 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Ман тӗлти хӑмӑр пӗлӗт анӗ ҫине юлашки титрӑн салху сӑмахӗсем ҫырӑнаҫҫӗ: «Хресченсем, пирӗн шанчӑклӑ халӑх, хӑйсене пӳрнине турӑран илччӗр».
11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
— Тӗлӗнмелле, — терӗ вӑл, хӑмӑр куҫӗсемпе ман ҫине шӑтарас пек пӑхса.— Очень странно, — сказал он, глядя мне прямо в лицо суровыми серыми глазами, —
Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Эпӗ вӑрӑ-хурахсен бригӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ матрос пек: ҫав матросӑн чунӗ тӑвӑлпа ҫапӑҫӑва йӑлтах хӑнӑхса ҫитнӗ, ӑна типӗ ҫӗр илӗртеймест; сулхӑн ката та, лӑпкӑ хӗвел епле савӑнса ҫутатни те ӑна илӗртес ҫук: кунӗпех вӑл тинӗс хӗрринчи хӑйӑр тӑрӑх утать, хум ҫине кӗрсе пӗр евӗрлӗ саспа кӗрлекен тинӗс шавне итлет те тӗтреллӗ инҫете тинкерсе пӑхать: курӑнмӗ-ши унта ҫав кӑвак тинӗспе хӑмӑр пӗлӗт хушшинче шыв чарланӗн ҫунатти пек ҫуталакан ӗмӗтри парӑс?
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Эпӗ тӗкӗр витӗр пӑхрӑм, манӑн пит-куҫ шуралса, тӗксӗмленсе кайнӑ, ыйхӑ вӗҫнипе асапланнӑ пирки вӑл; анчах куҫ, йӗри-тавра хӑмӑр мӗлке ҫавӑрса илнӗ пулин те, мӑнаҫлӑн та шеллевсӗр ҫуталать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Акӑ ӗнтӗ, эпӗ Н крепоҫне куҫни уйӑх ҫурӑ ҫитет, Максим Максимович сунара кайнӑ… эпӗ пӗчченех чӳрече умӗнче ларатӑп; хӑмӑр пӗлӗтсем тусене аяла ҫитичченех хупласа илнӗ; хӗвел тӗтре витӗр сарӑ пӑнчӑ пек курӑнать.
Июнӗн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Виҫҫӗмӗш тӳми ҫумне йӗс вӑчӑра ҫаклатса янӑччӗ, ун ҫине икӗ хутлӑ лорнет ҫакнӑ; калама ҫук пысӑк эполечӗсене амур ҫунаттисем пек туса, ҫӳлелле тавӑрнӑ; атти чӗриклетет, сулахай аллине хӑмӑр лайковӑй перчеткипе карттусне тытнӑ, сылтӑмӗпе кӑтралатнӑ ҫӳҫ пайӑркине самантсерен тӳрлеткелесе илет.
Июнӗн 5-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Нимӗн калама пӗлмен княжнана хирӗҫ чарӑнса тӑчӗ те аллисене ҫурӑм хыҫнелле тытрӗ, пӑтранчӑк хӑмӑр куҫӗпе ун ҫинелле пӑхса, хӑрӑлтатакан ҫинҫе сассипе: — Пермете… ну, мӗн калаҫмалли пур унта!..
Майӑн 22-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Пулма та пултарать, ҫав пархатарлӑ тумпа эпӗ каснӑ-лартнӑ денди, пӗр галунӗ те ытлашши мар; хӗҫ-пӑшалӑма ытла тӗрӗлесе пӗтермен, ҫӗлӗкӗм ытла ҫӑмламас мар, ытла кӗске ҫӑмлӑ та мар; ноговицӑсемпе пушмакӑма шӑпах юрӑхлӑ тунӑ; бешметӑм шурӑ, черкескӑм йӑлтӑркка хӑмӑр.
Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Ӑҫтан лектерчӗ вӑл — баксене-и, мотора-и, бомбӑсем тултарнӑ кассетӑна-и — ӑна ӑнланаймарӗ, анчах нимӗҫ ҫавӑнтах взрывран пулнӑ хӑмӑр пӗлӗт ӑшӗнче ҫухалчӗ.
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Уншӑн кунта пурте — япаласем те, ҫынсем те тӑван пек ҫывӑх пулнӑ: кивӗ, куштӑрканӑ, вӑрҫӑ пуҫланнӑранпа тӗссӗрленнӗ сӑран реглансем, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ унтӑсем тӑхӑннӑ, хӗвелпе пиҫнӗ; сассисем ҫӗтнӗ савӑнӑҫлӑ ҫынсем — тӑван; авиаци базин сӑмсана ҫуракан вичкӗн те тутлӑрах шӑрши ҫапнӑ сывлӑш, ӑшӑтакан моторсен кӗрлевӗпе тата вӗҫсе каякан самолётсем тикӗссӗн кӗрленӗ сасӑсемпе тулнӑ сывлӑш — тӑван; ҫулланса пӗтнӗ комбинезонсем тӑхӑннӑ, ураран ӳкес пек ывӑнса ҫитнӗ техниксем; хӗвелпе бронза тӗслӗ пуличченех пиҫсе ларнӑ хаяр инструкторсем; метеорологи будкинчи хӗрлӗ питлӗ хӗрсем; команднӑй пункт ҫуртӗнчи кӑмакаран йӑсӑрланса тухакан кӑвак тӗтӗм; зуммерсем нӑйлатни тата телефонсем хыттӑн шӑнкӑртатни; фронта тухса каякансем «асӑнмалӑх» чиксе кайнипе столовӑйсенче кашӑксем ҫитменни; тӗрлӗ тӗслӗ карандашсемпе ҫырнӑ «боевой листоксем», сывлӑшра хӗрсем ҫинчен шухӑшлакан ҫамрӑк лётчиксенчен тӑрӑхласа тунӑ карикатурӑсем; вӗҫмелли уйри самолёт кустӑрмисемпе урлӑ та пирлӗ чӗркелесе пӗтернӗ, шӑнса ларнӑ хӑмӑр тӗслӗ пылчӑк; тӑварлӑрах сӑмахсемпе тата авиаци терминӗсемпе хутӑштарнӑ хаваслӑ калаҫу — ҫаксем пурте уншӑн ҫывӑх, хӑнӑхнӑ япаласем пулнӑ.
8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Кӑвак, сарӑ, хӑмӑр пижамӑсем тӑхӑннӑ аманнӑ ҫынсем ун ҫине чӳречерен пӑхса аллисемпе, туйисемпе, костылӗсемпе сулчӗҫ, ӑна ырӑ ҫул сунса, канашсем парса кӑшкӑрчӗҫ.
1 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Камах вара вӑтам пӳллӗ мар, камах сарӑ ҫӳҫлӗ те тӳрӗ сӑмсаллӑ тата хӑмӑр куҫлӑ мар!Да кто ж не среднего роста, у кого не русые волосы, не прямой нос да не карие глаза!
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Ҫуралнӑранпа 23 ҫул тултарнӑ, вӑтам пӳллӗ, сӑн-сӑпачӗ таса, сухалне хырать, куҫӗсем хӑмӑр, ҫӳҫӗсем сарӑрах, сӑмси тӳрӗ.
IX сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Аэродром ҫинче, пӗр рет лартса тухнӑ йывӑҫсем пурте пӗр харӑс ҫӳлелле ывтӑннӑ пек, пӗлӗтелле взрыв юписем ҫӗкленчӗҫ, унтан вӗсем сывлӑшрах саланчӗҫ те — ҫӗр ҫине шӑннӑ тӑпра муклашкисем кӗрлесе тӑкӑнчӗҫ; сывлӑша ыхра шӑрши калакан, куҫа ҫиекен хӑмӑр тӗслӗ тӗтӗм сарӑлчӗ.
19 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Шоферпе юнашар такам, ҫӳлӗ тӑрӑллӑ картуз тӑхӑннӑскер, пуҫне хӑмӑр ҫӑмлӑ ҫухави ӑшне пӗксе ларнӑ; хыҫалти ҫӳлӗ сак ҫинче симӗсрех кӑвак шинеллӗ, каскӑллӑ автоматчиксем сиккеленкелесе пыраҫҫӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950