Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑмине (тĕпĕ: хӑма) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Пӗрре ҫапла, сӗм тӗттӗм каҫ, ун садне иккӗн хӳме хӑмине илсе кӗрсен, Лавр вӑрӑсене пӑшалпа печӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӗсем сада ан кӗччӗр тесе, Лавр хӳме ҫийӗн йӗплӗ пӑралук карса тухрӗ, анчах ку та шанчӑклӑ пулмарӗ: тахӑш чарусӑрӗ хӳме хӑмине хӑйпӑтса кӗме ӗнкертрӗ.

Помоги переводом

XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

— Юрӗ-ҫке, юрӗ, Михал Кондратч, хӑмине парӑпӑр.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Саваласа тунӑ сар хӑмине Ывӑс туса пулать-ши?

Помоги переводом

XVIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан хапха уҫасса кӗтмерӗ, хӑмине урипе тӑрӑс? тапрӗ те, хӑма хуҫӑлса кил хушшинелле сирпӗнчӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫухха, урлӑ сак хӑмине хупсан, урисене явса ларчӗ, хӗвӗнчен ура сыппи шӑммине туртса кӑларчӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Пурӑнсан курӑпӑр! — терӗ те Ваҫухха, урлӑ сак хӑмине уҫса, пире ним уямасӑр сакайне пӑрахрӗ.

Помоги переводом

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫак вӑхӑтра путвалран урай хӑмине темле япалапа шак-шак! тутарни, Тарье: «Ан кӗнӗ пултӑр унта! Санӑн мар!» — тесе кӑшкӑрни илтӗнсе кайрӗ.

Помоги переводом

Путвалта // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Кунта, пысӑк кӑмака умне, икӗ урай хӑмине татса, путвала анса хӑпарма тӑваткӑл алӑк тунӑ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Сӑвайне ҫап та, хӑмине ҫеҫ йӗркипе хурса пыр.

Помоги переводом

Каҫма // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Энтрей хапха ай хӑмине пусма ҫумне таянтарса хучӗ, унтан, картлашка ҫине ларса, чӗлӗмне тивертсе ячӗ те, пак! пак! паклаттарса, ӗмме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Сахар кӳрши // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Анастасия Александровна класс хӑмине ҫавӑрчӗ.

Помоги переводом

Экзамен // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Коля ҫеҫ парта хушшинче кӑшт хӑпартланчӗ, хӑмине учительницӑна пачӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗрен килнӗ ача // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Катя, хайхи, задачине шутласа пӗтерсенех, хӑмине тепӗр май ҫавӑрса хучӗ.

Помоги переводом

Шкула ҫӳреме пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Хӑй ӗҫӗпе кӑмӑллӑ пулса, хӑмине чӑлха ҫыхса ларакан амӑшне кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Ҫапла каласа, Катя сумкинчен хӑмине, грифельне илсе кӑтартрӗ.

Помоги переводом

Пӗчӗк учительница // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Анук улӑмран ҫыхнӑ пуканене урлӑ сак хӑмине чышса ташлаттарать, хӑй «Тевет куҫҫи» текен сӑвва калать.

Помоги переводом

Касак Ваҫҫи // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Эппин, виҫҫӗмӗш хутӗнче пӗтӗм вӑйпа тӳнклеттермелле, тупӑк хӑмине ҫурса этем кӗлеткине ватса тухтӑр, ӑна ҫӗр ҫумне пӑталаса ларттӑр.

Значит, следующий удар должен пронзить тело и приковать его к земле…

Ҫӑва ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Шалти пӳрт алӑкӗ уҫӑ та, унта Марфа Ефимовна урай хӑмине качӑртаттарса утса ҫӳрени курӑнать.

Дверь в другую комнату была открыта, и там, скрипя половинами, тяжело расхаживала матушка Марфа Ефимовна.

Ҫӗнӗ хуҫа // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Вара яшт сиксе тӑчӗ те урай варринчи каска пукана аяккалла илсе лартрӗ, тӗпелте кусар тупса урай хӑмине уҫрӗ.

Резво вскочив, кинулся к чурбаку, стоявшему посредине избы, отодвинув его в сторону, открыл косарем доску.

Ҫӗрлехи хӑнасем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней