Поиск
Шырав ĕçĕ:
Анчах Шигалей элчӗ сӑмахне те, стрелецки голова сӑмахне те хӑлхана чикмерӗ, ҫитмӗл мӑрсана, вӑл шутра икӗ Растова, Катӑша, Карамыш ывӑлне кремль картишӗнчех ҫакса вӗлерчӗ.
13. Хусан княҫӗсем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Киле таврӑннӑ чухнех пӗр-пӗр шӑтӑка чикеленсе кай эсӗ, ҫакӑн чухлӗ халӑх каланине те хӑлхана чикменскер, — ылханчӗҫ утсем ҫинчи ватӑсем.
11. Ятсӑр кшиляр // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ман хӑлхана кӗнӗччӗ ҫав.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Кӗчӗ юрӑ сасси хӑлхана ӑнсӑртран…
Вутӑшпи // Василий Шихранов. Шихранов В. В. Асамат кӗперӗ сӳниччен: сӑвӑсем. Шупашкар: ООО «Хамӑн типографи», 2018. — 100 с. — 50 с.
Ҫывӑрса каясси ҫук-ха, хӑлхана чанк тӑратса тенӗ пек итлесе выртатӑп.
Сивве чӑтайман улӑп // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 53–56 с.
Хӑлхана ӗсӗкленӗ сасӑ пырса кӗчӗ.
III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Савӑннӑ Филипп Петрович хӑй ӗҫет, тайкаланса тула тухса кӗрет, тепрер сехетрен хӑйӑлти сасӑпа юрлани стена витӗрех хӑлхана пырса кӗрет:
II // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 73–85 с.
Ваҫлей ун сӑмаххисене хӑлхана та чикмерӗ, ценнуроз ернӗ сурӑх евӗр, ҫаврӑнакан пуҫне ҫӗрелле чикрӗ:
Анкарти виҫекенсем // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 61–66 с.
Тутӑхса кайнӑ пружинӑсем хӑлхана йӑлӑхтармалла чӗриклетрӗҫ.
IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.
Хӑлхана Санька сӑмахӗсем ҫеҫ хутран-ситрен пыра-пыра кӗчӗҫ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Хӑлхана ылханса каланӑ сӑмахсем ҫитсе кӗчӗҫ.
Кӑшланӑ ҫӗр // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 3–15 с.
Тракторист ӗҫӗ — лапра ӗҫ, тетпӗр эпир, анчах вӑл хӑлхана чикет тетӗн-и?Мы говорим, что трактористское дело — грязное дело, а оно, думаешь, послушает?
Пӗр-пӗрне ӑнлансан // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 3–23 с.
Вӑл турӑ, патша ҫинчен нумай каларӗ, мана вӑл калани ӑнланмалла пулмарӗ, тем калать, хӑлхана та кӗмест.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Чӗрене касакан сасӑ хӑлхана ҫурса кайрӗ.
Чиркӳ тума пуҫлани // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Пӗр самантлӑха мана уҫӑ, ырӑ, анчах ҫил чарӑнсан татах шӑрӑх, пӑчӑ: шӑрчӑк сасси хӑлхана йӑлӑхтарать.
Пусӑра // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Вӑл Ҫтаппан пичче ҫинчен татах калать, анчах малалла мӗн калани манӑн хӑлхана кӗмест.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Сасартӑк хӑлхана тепӗр сасӑ пырса кӗчӗ.
Кӗслеҫӗ // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Кӑшт тӑрсан, ҫынсем калаҫни хӑлхана кӗчӗ.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
«Повзводно стройсь!» тени хӑлхана пырса кӗчӗ.
V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Пилӗкшерӗн — строя! — кӑшкӑрса янӑ фельдфебель хӑлхана ҫурса.В колонну по пятеро — стройся! — оглушительно гаркнул фельдфебель.
II // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.