Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хӑймарӗ (тĕпĕ: хӑй) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Тунма-пытарма кирлӗ мар, пайтах чухне литература халӑха тӗрӗс сӑмахне калама хӑймарӗ, хурине шурӑ вырӑнне хуни те пулчӗ.

Помоги переводом

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Матӗрне чӗри лӑпланмарӗ пулин те, ятарласа тӗпчеме хӑймарӗ.

Помоги переводом

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Калама хӑймарӗ.

Помоги переводом

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ванюк булка ҫинелле ӑмсанса пӑхрӗ пулин те ҫийӗнчех илме хӑймарӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ваҫилене пӗрре мар каласа парас килчӗ унӑн, анчах та хӑймарӗ — ара, халь лару-тӑрӑва пурпӗр улӑштарма ҫук-ҫке тинех.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Санька ҫав-ҫавах хӗре тепӗр хут чӗнме хӑймарӗ.

Помоги переводом

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вӑл, хӑйне хӳтӗсӗр, ят-сумсӑр юлнӑ ача вырӑнне картса, Полинаран вӑтанма пуҫларӗ, ӑна куҫран пӑхма та, унпа выляма та хӑймарӗ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Лена стройкӑри ӗҫ пирки Василий Петровичпа ҫак самантрах калаҫса пӑхас тенӗччӗ, анчах ҫула кайма хыпалансах пуҫтарӑнакан хӗрсене чӑрмантарма хӑймарӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Ҫапах ывӑлӗпе килӗшменнине Макҫӑм уҫҫӑнах пӗлтерме хӑймарӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти ҫамрӑксем тӗлӗнесрен именнипе хӑймарӗ.

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула, мӗн пӗчӗкрен ашшӗ хушнине пӑхӑнса пурӑнма хӑнӑхнӑскер, тепӗр хут тӗпчеме хӑймарӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Мӗнле япала ку? — тӗркене тытма хӑймарӗ Кӗтерук.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӑлама хӑймарӗ.

не осмелился.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Апат ҫиме барон та ларчӗ, Хӑймарӗ хирӗҫме сӗнсен.

Помоги переводом

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ку пысӑк свитӑна курсан крепость хапхи умӗнче темиҫе мӑрсапа тӑракан Тукай пӗр вӑхӑтлӑха аптраса ӳкрӗ, вӑл хан ҫулне пӳлсе ҫул ҫине тухма та хӑймарӗ: кӗрет-ши ҫула май хан Чалӑм крепоҫне е кунта кӗмесӗрех иртсе каять-ши?

Помоги переводом

1. Ҫапӑҫу хирӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кинора выляма тивесси ҫинчен каласшӑнччӗ Эльгеев, анчах хӑймарӗ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫапах та горничнӑй тухса чӗнмесӗр ун патне кӗме хӑймарӗ студент.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Пиччӗшӗ ӑна айван-ха эс мана ун пек вӗрентме тесе-вӑрҫса тӑкасшӑнччӗ, анчах хӑймарӗ.

Помоги переводом

10. Чӗре суранӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Эльгеев ун кӑмӑлне хуҫма хӑймарӗ, пырса курма сӑмах пачӗ.

Помоги переводом

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ун пек чухне темӗскер хирӗҫ, калаҫҫӗ, анчах Эльгеев, хӑймарӗ — кулкаларӗ ҫеҫ.

Помоги переводом

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней