Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хырӑмне (тĕпĕ: хырӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Каҫсерен, унпа юнашар выртнӑ чухне, Наталья чӳрече витӗр инҫетри ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса, хырӑмне шӑлкаласа: — Турӑҫӑм, ывӑл парсамччӗ… — тесе тилмӗрсе ыйтнӑ.

Ночами, лёжа рядом с ним, она смотрела в окно на далёкие звёзды и, поглаживая живот, мысленно просила: «Господи, — сыночка бы…»

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Ҫапах та вӗсем Машка Ступа будочника, пӗтӗм хулана култарса пурӑнакан, яланах ӳсӗр ҫӳрекен ҫынна, ун патне хӗтӗртсе ячӗҫ; Ступа вара намӑса пӗлмесӗр, мӗнпур ҫын умӗнчех, хӗрарӑмсенчен те вӑтанмасӑр, хыснаран панӑ йӗмне хывса йӑтрӗ те, лутӑрканса пӗтнӗ киверне хывмасӑрах, юшкӑнлӑ Ватаракша урлӑ утса каҫрӗ, унтан, хӑйӗн эрех кӳпсе тултарнӑ хырӑмне каҫӑртса, ют ҫын патне кулӑшла, хур евӗрлӗ пускаласа пычӗ, паттӑрланас шутпа юриех хыттӑн: — Кам пулатӑн? — тесе ыйтрӗ.

Но всё-таки послали будочника Машку Ступу, городского шута и пьяницу; бесстыдно, при всех людях и не стесняясь женщин, Ступа снял казённые штаны, а измятый кивер оставил на голове, перешёл илистую Ватаракшу вброд, надул свой пьяный животище, смешным, гусиным шагом подошёл к чужому и, для храбрости, нарочито громко спросил: — Кто таков?

I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

— Ку усӑллӑ пулӗ, — калаҫу мӗнле пулассине сиссе пулас, Залкинд ӑшшӑн кулса илчӗ те, Алексей хырӑмне пӳрнипе тӗксе, пӳлӗмрен тухрӗ.

— Это полезно, — усмехнулся Залкинд, видимо представив себе предстоящий разговор, и, ткнув Алексея пальцем в живот, вышел.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.

Ҫакӑнтан лекӗ-ши е ак кунтарахран? — шухӑшларӗ вӑл, хӑй шухӑшӗпе пӗрре хырӑмне, тепре кӑкӑрне тӗллесе.

Сюда или сюда? — думал он, мысленно указывая на живот и на грудь.

4 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.

Чижик тӑрса ларать те аллисемпе хырӑмне ярса тытать.

Чижик садится и крепко прижимает руки к животу.

Картта ҫинче ҫук ял // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.

— Шуралӑн, — хуҫа хырӑмне хыҫкаласа илчӗ.

— Поседеешь, — хозяин почесал живот.

Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.

Хир сысни кайӑкҫӑ ҫине сиксе ларать те, кунӑн хырӑмне ҫурса, вӗлерсех пӑрахать, хӑй те ҫавӑнтах ӳксе вилет.

Кабан бросился на охотника, спорол его до смерти, да и сам тут же издох.

Кашкӑрпа ҫӗмӗрен // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Эпир ун тирне шӑтарса хырӑмне ҫӗленӗ чух, вӑл пӗрмай ман алла ҫуласа выртрӗ.

Пока зашивали живот и прокалывали кожу, он все лизал мне руки.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Юлташсем ман патӑма пырса ҫитсен, эпир Булькӑн пыршине хырӑмне тӗртсе кӗртсе майлаштартӑмӑр та хырӑмне ҫӗлесе лартрӑмӑр.

Когда товарищи подошли ко мне, мы вправили Бульке кишки и зашили ему живот.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Унӑн хырӑмне ҫурса янӑччӗ.

У него был распорот живот.

Булькӑпа хир сысни // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Сире пӗр-пӗр тусанлӑ лӑпӑркка сутса, треста вӑл улталать, хӑй хырӑмне те мӑнтӑркка питне-куҫне хӗрес хывать, пуласшӑн кӑвакарчӑн пек таса: «Тупата туршӑн», — текелет кӗлтуса.

Вам всуча дрянцо с пыльцой, обворовывая трест, крестит пузо и лицо, чист, как голубь: «Вот те крест».

Ханжа // Николай Евстафьев. Маяковский В.В. Пӗтӗм сасӑпа: сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 158 с. — 122–125 с.

Нимӗн те тухса тараймасть ун ҫӑварӗнчен, яшка сан хырӑмна мӗнле анать, вӗтӗ раксем те китӑн пысӑк хырӑмне ҫавӑн пек ансаттӑн анса каяҫҫӗ.

Никто не может ускользнуть из его рта, и масса рачков отправляется в обширный желудок кита так же просто, как суп в твой животик.

Улттӑмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.

Ун ҫине утланса ларнӑ Генка сулланкаласа, ун яка хырӑмне ура кӗлисемпе хӗстерсе пырать.

На спине его, небрежно покачиваясь и сжимая пятками гладкие бока, сидел Генка.

7 сыпӑк // Николай Сандров. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 2-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1956. — 400 с.

Кӗсйинче вак кӗмӗл тупкаласа, вӑл хӑех кулачӑ кайса илчӗ, антӑхас пек шултран хыпкаласа, хырӑмне тултарчӗ, лӗпех ӑшӑннӑ шыв ярса ӗҫрӗ, кантурта ҫав шыва ӑсса кӗни эрне те иртнӗччӗ пуль.

Он пошарил по карманам и купил в ближней булочной калач, набросившись на него так, будто не ел трое суток, в конторе же попил затхлой воды — наверняка налили больше недели назад.

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

— Сысна хырӑмне ыраш пӑсмӗччӗ те…

— Свиному брюху рожь бы не повредила…

XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Мӗн ӗҫлени хырӑмне тӑрантма ҫитсе пынӑ темелле.

Все, что зарабатывал, тут же и проедал.

X. Янташ // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Куҫа уҫатӑп, ҫурта ҫутатӑп, пирус туртса яратӑп, лӑпланнӑ хыҫҫӑн ҫуртана сӳнтеретӗп… каллех ҫавсемех умра: венгерец, хӗп-хӗрлӗ юн ӑшӗнче выртать, пичӗ-куҫӗ таткаланса пӗтнӗ, ӳкнӗ лаши айӗнчен тухасшӑн тӑрмашать хӑй; пӗчӗк салтак Иванчук, пуля ун хырӑмне лекнӗ пулнӑ, ҫӑмха пек хутланса выртнӑ та ман ҫине пӑхать, пуҫне пӑркаласах ӳлет, — ҫавӑнтах тата лашин пырши-пакартисем йӑтӑнса тухнӑ, тӑ ватӑ ури ҫинче упаленсе сӗтӗрӗнет, а пуҫне хӑй ҫаплах ун-кунӑн ҫавӑркалать, куҫӗсем вара… ну, турӑшӑн та, этемӗнни пекех пӑхаҫҫӗ.

Открою глаза, зажгу свечку, выкурю папироску, успокоюсь, потушу… опять потянулись: венгерец весь в крови, с разорванным лицом лезет из-под лошади, солдатик Иванчук, пуля в живот попала, скрутился калачиком, смотрит на меня, качает головой и воет; лошадь с выпученными потрохами тянется на четвереньках, а головой так и ищет туда и сюда, а глаза… ну, ей-богу же, как у человека.

Ашшӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

— Енчен, унӑн мӑн хырӑмне ӑвӑс шалча ҫапса лартсан, вара ҫав ылханлӑскер, тинех ҫӳреме пӑрахӗ.

— А вот если ей в брюхо кол осиновый загнать, она, сволочь, перестанет ходить.

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Унӑн мӑн хырӑмне ӑвӑс шалча ҫапса лартиччен ҫаплах сӗтӗрӗнсе ҫӳрӗ-ха вӑл, ҫапса пӑталаса лартсан вара — пӗтрӗ те.

И пока ей в брюхо не забьют осиновый кол, она так и будет лазить, а забьют, ну и шабаш!

Тара панӑ картишӗ // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Ытах амӑшӗ, ун хыҫҫӑн чупсан, ӑна хӑваласа ҫитеймесӗр хӑйӗн хырӑмне сиктерсех: «Кил кунта, эсрелӗ ҫури!» тесе, хытӑ янӑракан сассипе кӑшкӑрма тытӑнсан, «эсрелӗ ҫури» вара, ҫавӑн пек чух амӑшӗ патне пыма юраманнине аван тӗшмӗртет, мӗншӗн тесен, пырсанах ӑна амӑшӗ хӗнет.

Если мать и бросится за ним и, не догнав, станет кричать своим громким голосом, так кричать, что живот ее то и дело будет подпрыгивать кверху: «Ходи сюда, бисова дытына!», то «бисова дытына» понимает, что ходить не следует, потому что его побьют.

Ӑнӑҫсӑр кун // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней