Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хыпалансах (тĕпĕ: хыпалан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Лена стройкӑри ӗҫ пирки Василий Петровичпа ҫак самантрах калаҫса пӑхас тенӗччӗ, анчах ҫула кайма хыпалансах пуҫтарӑнакан хӗрсене чӑрмантарма хӑймарӗ.

Помоги переводом

VII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Хӗрача, хӑйӗн ӑстӑнне пӑхӑнмасӑр, темӗнле куҫа курӑнман вӑй вӗҫӗмсӗр хӗтӗртсе тӑнине пула, хыпалансах тӗттӗм чӑлана кӗрсе пур-ҫук япалисене чӑматана персе чикрӗ те, ытлашши сас-чӗв тӑвасран шикленсе, урама вӑрӑ пек йӑпшӑнса тухрӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Пӗрремӗш рейс ҫиччӗ ҫурӑра пулать, унччен вӑхӑт ытлашшипех-ха, ҫапах та хӗр хыпалансах утрӗ.

Помоги переводом

V // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Матви мучи хыпалансах стройкӑна тухса утрӗ, Униҫ инке ытти хӗрарӑмсемпе пӗрле уй-хир ӗҫне васкарӗ.

Помоги переводом

III // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Сысна ҫурисем нӑриклете-нӑриклете валашкари апата пӗр-пӗринпе ӑмӑртсах чаплаттарма пуҫларӗҫ, чӑххисем те хыпалансах пӗсехисене тултарчӗҫ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Лена хыпалансах вырӑн ҫинчен сиксе тӑчӗ те килкартине чупса тухрӗ.

Помоги переводом

II // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Тухтӑр нумай кӗттермерӗ, пӗчӗк чӑматанне ҫӗклесе хыпалансах тухрӗ.

Помоги переводом

I // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

Секретарь хыпалансах ман ҫырӑва машинкӑпа пичетлерӗ.

Помоги переводом

Йӑпӑлтие йӗп витмест // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 72–73 с.

Никонов ун аллинчи кӑранташне хӑвӑрт илчӗ те хут ҫине хыпалансах ҫырма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Ҫапла калаҫкаласа хыпалансах аллисене ҫурӗ.

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Вӑл вуттине хыпалансах кӑмака умне купаласа хучӗ, ҫӗтӗк сӑхманне хывса, ҫине алӑк патӗнчи пӑтара ҫакӑнса тӑракан самаях хӳхӗм пальто тӑхӑнчӗ, ҫӗлӗкне улӑштарчӗ, «эпӗ ҫил пек хӑвӑрт» терӗ те пӳртрен тухса та кайрӗ.

Помоги переводом

Кӗтмен тӗлпулу // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вӑл, сулахай аллипе вулӑран ҫатӑрласа тытса, сылтӑммипе хыпалансах ун тавра яваласа ҫыхнӑ пралука сӳтме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑрч вӗлли // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫул ҫинче самаях выҫнӑ Сахар хыпалансах вӗри яшка сыпма пуҫларӗ.

Помоги переводом

Сахар таврӑнать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Урисене ҫемҫе тапӑчкӑсем, ҫине чечеклӗ пурҫӑн халат тӑхӑннӑ хуҫа майри хыпалансах ӗҫлеме пуҫларӗ.

Помоги переводом

Петӗрпе матушка // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Акӑ, ҫине кивӗ кӗрӗк, пуҫне мулкач тирӗнчен ҫӗлетнӗ хӑлхаллӑ ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, ҫӑра сухалӗ самаях кӑвакарма пуҫланӑ ҫын, урисене аран ылмаштарса, пӗлтерӳ умне ҫитсе чарӑнчӗ, ун-кун пӑхкаласа илчӗ, кӗрӗк кӗсйинчен хыпалансах кӑмрӑк татӑкӗ туртса кӑларчӗ, иккӗмӗш ыйтӑва хура йӗрсемпе турта-турта тухрӗ, тайкаланса малалла утрӗ.

Помоги переводом

Пӗлтерӳсем // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Елюк хыпалансах патак тупрӗ, унтан, ӑсран тухнӑ ҫын пек, чӳрече кантӑкӗсене ҫапса ватрӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 137–154 с.

Хӗрарӑмсем хыпалансах кам алсиш-чӑлха, кам ҫӑм, тир, кам ҫӑматӑ параҫҫӗ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Вӑл хыпалансах ӑпӑр-тапӑрӗсене пуҫтарса чикрӗ.

Потому быстренько собрал свой немудреный скарб.

Таркӑн // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Яриле хыпалансах хӑй йӗри тавра темскер шырать иккен.

Яриле лихорадочно кружил вокруг костра, отыскивая что-то на земле.

Вӗчӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр хыпалансах шыв ӑсса килчӗ, никам сӑмах чӗнме ӗлкӗриччен картишне тухрӗ.

Девушка мигом слетала к роднику и, вылив воду в кадку, исчезла во дворе.

Ирхи калаҫу // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней