Поиск
Шырав ĕçĕ:
31. Эпӗ Израиль килӗпе тата Иуда килӗпе ҫӗнӗ халал хывас кунсем ҫитеҫҫӗ, тет Ҫӳлхуҫа, 32. ку вӑл Эпӗ вӗсен ашшӗсене алӑран ҫавӑтса Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кун вӗсемпе хывнӑ халал пек пулмӗ; Эпӗ вӗсен Патши пултӑм пулин те, вӗсем ҫав халала пӑсрӗҫ, тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ах, эсӗ Манӑн ӳкӗтсене ӑша хывас пулсассӑн! вара санӑн тӑнӑҫлӑху юханшыв пек пулӗччӗ, тӳрӗлӗхӳ тинӗс хумӗсем пек пулӗччӗ.
Ис 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Турӑ унпа калаҫса ӑна тата каланӑ: 4. Манӑн санпа хывас халалӑм — Эпӗ Хам: эсӗ тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ пулӑн; 5. ӳлӗмрен сана Аврам тесе чӗнмӗҫ, санӑн яту Авраам пулӗ, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сана тӗрлӗ халӑхсен ашшӗ тӑвӑп; 6. сана питех те, питех те ӗрчетсе ярӑп, санран халӑхсем пулса кайӗҫ, санран патшасем тухӗҫ; 7. санпа Хам хушшӑма, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусем хушшине Эпӗ йӑхран йӑха пыракан халалӑма хывӑп, Эпӗ санӑн Турру пулассине, сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусен Турри пулассине ҫирӗплетсе ӗмӗрлӗх халал хывӑп; 8. сана тата сан хыҫҫӑн килес ӑрӑвусене ҫак хӑв ҫӳрекен ҫӗре, пӗтӗм Ханаан ҫӗрне, ӗмӗрлӗхе еткерлӗхе парӑп; вӗсенӗн Турри пулӑп, тенӗ.
Пулт 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсир пысӑк та чыслӑ миссие – халӑхӑмӑрӑн культурин чи лайӑх йӑли-йӗркине сыхласа упраса малалла аталантарас, искусствӑн ҫӗнӗ произведенийӗсене хайласа обществӑра кӑмӑл-сипетӗн ҫирӗп никӗсне хывас ӗҫе – суйласа илнӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Культура ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2014) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2741252
- Акӑ кӗҫех пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ транспорт валли магистраль хывас ӗҫ пуҫланӗ.- Скоро начнутся работы по прокладке высокоскоростной магистрали.
Студотрядсен юхӑмӗ ҫӗнӗрен йӑл илет // Ирина Пушкина. «Хыпар», 2016, кӑрлач, 21; 23–24№