Поиск
Шырав ĕçĕ:
48. Эпӗ вара чӗркуҫленсе лартӑм та Ҫӳлхуҫана пуҫҫапрӑм, Ҫӳлхуҫана — хамӑн Авраам хуҫамӑн Туррине — мухтарӑм: хуҫам тӑванӗн хӗрне унӑн ывӑлӗ валли илмешкӗн Вӑл мана тӳрӗ ҫулпа илсе килчӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпӗ килнӗ ҫула Эсӗ ӑнӑҫлӑ тӑватӑн пулсассӑн, 43. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, [хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ,] шыв ӑсма тухакан пӗр хӗрне эпӗ: кӑкшӑмунтан мана кӑштах шыв ӗҫтерсемччӗ, тейӗп, 44. «хӑв та ӗҫ, эпӗ тата санӑн тӗвӳсене те ӑсса парӑп» тесе калакан хӗр манӑн хуҫамӑн ывӑлӗ валли [Хӑйӗн Исаак чури валли] Ҫӳлхуҫа тупса хунӑ хӗр пулӗ; [Эсӗ манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тунине эпӗ ҫавӑнтан пӗлӗп], терӗм.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
42. Эпӗ паян ҫӑл патне ҫитрӗм те каларӑм: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри!42. И пришел я ныне к источнику, и сказал: Господи, Боже господина моего Авраама!
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Вӑл ҫапла каланӑ: эпӗ — Авраам чури; 35. Ҫӳлхуҫа Турӑ манӑн хуҫама питех те пиллерӗ, вӑл асла тухрӗ: Ҫӳлхуҫа ӑна сурӑхсемпе вӑкӑрсем, кӗмӗлпе ылтӑн, ар чурасемпе хӗрарӑм чурасем, тӗвесемпе ашаксем пачӗ; 36. Сарра, манӑн хуҫамӑн арӑмӗ, ватӑлса ҫитсессӗн манӑн хуҫама [пӗр] ывӑл ҫуратса пачӗ, хуҫамӑм хӑйӗн мӗн пуррине пӗтӗмпех ывӑлне пачӗ; 37. хуҫамӑм мана тупа тутарса каларӗ: манӑн ывӑлӑм валли арӑм хам пурӑнакан ҫӗрти ханаансен хӗрне ан ил, 38. манӑн аттем килне, манӑн тӑванӑмсем патне кай, манӑн ывӑлӑм валли арӑм [ҫавӑнтан] илӗн, терӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Вара ҫак ҫын тайӑлса илнӗ, унтан ҫӗре ӳксе Ҫӳлхуҫана пуҫҫапнӑ та 27. каланӑ: Авраам хуҫамӑн Ҫӳлхуҫа Турри мухтавлӑ, Вӑл манӑн хуҫама Хӑйӗн ырӑлӑхӗнчен, Хӑйӗн тӳрӗлӗхӗнчен татса хӑвармарӗ!
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл ҫапла Месопотамие, Нахор хулине тухса кайнӑ; 11. хӗрарӑмсем шыв ӑсма тухнӑ вӑхӑтра, каҫалапа, вӑл тӗвисене хула тулашне, шыв пусси патне, чарса тӑратнӑ та 12. каланӑ: эй Турӑ, Авраам хуҫамӑн Турри! ҫав хӗре паян мана хирӗҫ кӑларсам, манӑн Авраам хуҫама ырӑлӑх тусам; 13. акӑ эпӗ ҫӑл патӗнче тӑратӑп, хула ҫыннисен хӗрӗсем шыв ӑсма тухаҫҫӗ; 14. эпӗ пӗр хӗрне: кӑкшӑмна тайӑлтар-ха, эпӗ шыв ӗҫем, тейӗп; вӑл [мана]: ӗҫ, эпӗ санӑн тӗвӳсене те [тӑраничченех] шӑварӑп, тейӗ.
Пулт 24 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницы:
- 1
- 2