Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вӗсене хирӗҫ темле чаплӑ хуҫа килетчӗ пулас (лаши карин ҫинчи пек капӑр, ҫуни — тимӗр, ун ҫине хаклӑ кавир сарнӑ, ҫуна тӗпне сӑсар ҫӗлӗклӗ, тилӗ тӑлӑплӑ этем упа пек сарӑлса ларнӑ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ҫӗпӗрте ҫӗртмеллеччӗ те сана — хам хуҫа мар, манран ыйтса тӑмаҫҫӗ…
XVI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хуҫа пулса пурҫӑн кӗпе парнеленӗ пулсанччӗ хуть.
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Мана Ехрем хуҫа та ӗҫтернӗ!
XII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Тем чухлӗ вӗренсен те, эпир ҫуталса ларас ҫук, эсӗ те пур пӗрех Ехрем хуҫа ывӑлне качча каяс ҫук, — терӗ.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Хуҫа аттене хӑй аллипе пӗр черкке хаклӑ эрех тултарса пачӗ, тет!
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл пӗр ярмӑрккӑра Ехрем хуҫа умӗнче кӗсле каласа мӗн пур кӗслеҫӗсене ҫӗнтернӗ.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
— Ничего, — терӗ, темшӗн пуҫне сулласа, хуҫа.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Мӗне кирлӗ мана ҫакӑ, — хуҫа пӳлӗмри хаклӑ япаласем ҫине кӑтартрӗ.
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хам килте хам хуҫа!
XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Аякран Лавр Кузьмичӑн сачӗ, тетте пек капӑр ҫурчӗ пуринчен илемлӗрех курӑнаҫҫӗ, хуҫа чунне ҫӗклентерсе яраҫҫӗ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хуҫа, ӑна асӑрхамасӑр, тӑвӑр картишне пӑхса ҫаврӑнчӗ: йӗри-тавра ҫӳллӗ хӳме, ун урлӑ хула та курӑнмасть, хӳме ҫийӗн икӗ рет йӗплӗ пӑралук карса тухнӑ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Халӗ ӗнтӗ вӑл — хӑйне евӗр пӗчӗк хуҫа.
XI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
«Кил-ҫурта ҫирӗп тытас хуҫа пулас ҫук санран, пӗрмай картинкӑсем ӳкерсе ларатӑн. Картинкӑсем ӳкернипех пурнӑҫ тӑваймӑн, ачам, тутӑ пулаймӑн. Каларӗ тейӗн. Уру ҫине ӗне пусман-ха санне», — тетчӗ ӑна ашшӗ.
II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Килти ӗҫе те тирпейлесе ҫитерейми пултӑм, — терӗ хуҫа.
XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Эпӗ — консерватор мар, асӑрхануллӑ хуҫа кӑна.
VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Ман шутпа, малашне хими пирӗн хуҫалӑхӑн пур отраслӗсенче те тӗп вырӑн йышӑнмалла, вӑл ял хуҫалӑхӗнче вӑхӑтлӑх кӑна мар, ӗмӗрлӗх хуҫа пулмалла! — тесе пӗтерчӗ хӗр хӑйӗн сӑмахне.
IV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Вӑт, шӳтлесе мар, чӑнласах кин тусанччӗ! — терӗ хуҫа майри, хӗр сӑмахне илтмӗш пулса.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Прухур — тимӗрҫӗ, пӗртен-пӗр хуҫа пек, трантас ҫине саркаланса тӑнӑ.
I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.
— Мӗн эс, хуҫа пек мар?
VI // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.