Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӗрӳ каччӑ та, туй каччисем те туй вӑхӑтӗнче хӗр капӑрлӑхӗпе усӑ курнӑ, мӑй ҫыххи ҫакнӑ, ҫурӑм ҫине вара хӗрлӗ ҫӳҫеллӗ, пуян эрешлӗ кӗрӳ тутрине хутлатса ҫакнӑ.
Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Эп чӑхӑмлама тӑтӑм, авланма ир-ха, малтан вӗренсе тухасчӗ, терӗм, анчах атте ман сӑмахсене хӑлхана та чикмерӗ, пӑтара ҫакӑнса тӑракан, офицерсем ҫыхакан пӑхӑр пряжкӑллӑ пиҫиххине хутлатса тытрӗ те ман умма сиксе пычӗ:
1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.
«Ну-ну» тенине хайхискер хӑйне хулпуҫҫирен ҫапнӑ ҫынран тата усалтарах ӗҫ кӗтнӗ пекрех, ҫав усал ӗҫрен хӳтӗленме хатӗрленнӗ пекрех каларӗ, аллисене ринг ҫине тухнӑ боксер пек хутлатса чавсисене икӗ еннелле чӑрсӑррӑн саркаларӗ.
2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.
Минтер ҫине, ура хутлатса, чей ӗҫме ларнӑ кӑначчӗ, Фарвас ашшӗ кӑнтӑрлахи апата таврӑнчӗ.
Ҫуркунне // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
— Хальлӗхе мӑшӑрах мар-ха, — кулкаларӗ Лена, вара питне-куҫне пӗчӗк тутӑрпа шӑлса типӗтсе, татман панулми пек нӑкӑ-нӑкӑ кӑкӑрне ҫемҫен сиктеркелесе сывласа, юбки аркине ая ҫавӑрса хучӗ те, урисене хутлатса, купарчи ҫине ларчӗ.
Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.
Чи малтанах вӑл, аттисене хывса, лачкам йӗпеннӗ урисене (ҫавна пула тепӗр чух радикулит хутлатса лартни те пулкалать), ура сыррисене типӗтсе илме шутларӗ (ҫиелти ҫи-пуҫне те хывнӑ пулӗччӗ те, анчах, ытарлӑ каласан, упа ямарӗ).
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Ҫамрӑк та вӑйлӑ мӑрса хӑй ҫӗҫҫи патне кармашакан Кӗрккене пӗрре тапсах чикелентерсе ячӗ, чупса пырса ун аллисене каялла хутлатса лартрӗ, пӗр-икӗ хутчен ӑна ҫӗр ҫумне ҫӗкле-ҫӗкле ҫапрӗ.
8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Мамич-Бердей мӗн тумаллине тавҫӑрса иличчен хан хӗр ача ҫине сарлака юркав ывӑтрӗ, иккӗн ӑна аллисене каялла хутлатса ҫыхса пӑрахрӗҫ.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Ярса илмелле те лӑчӑрт хутлатса лартмалла хӗрне, кӑшкӑрма пикениччен ҫӑварне хупламалла.
16. Иккӗмӗш Урасмет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Каялла таврӑннӑ чухне Тукай Иливанпа Пайкука хӑйне кура теветкел ӗҫ хушрӗ — вӗсен аллисене каялла хутлатса ҫыхнӑ княҫа сыхласа пымалла пулчӗ.
14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Тарчӗ-ҫке ялтан, сан пекех, ватӑлас енне кайсан авланма шут тытрӗ чӗмере хутлатса лартманскер!
9. Ашшӗпе ывӑлӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Килте эпӗ ӑна якатрӑм, тетрадь пек хутлатса ҫӗлерӗм, вара учительница ӑнлантарса панӑ сӑмахсене манас мар тесе, ҫав хаҫат ҫине ҫырса пыра пуҫларӑм.
Шкула Иван Яковлевич килсе кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Эпӗ, виҫӗ пӳрнене чӑмӑртаса, иккӗшне хутлатса, алла ҫамка ҫине илсе пытӑм, ун хыҫҫӑн тӳрех сылтӑм хулпусҫи ҫине султӑм.
Эпӗ шкула кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне, каснӑ пир татӑкӗсене пӗр ҫӗре хутлатса, вӑраххӑн сывласа илчӗ.
Манӑн юлташсем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Анне манӑн урана пӑхрӗ, ҫавӑркаларӗ, ура сыппине хутлатса илчӗ, вара сӑтӑркаларӗ.
Инкексем // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.
Тытса хутлатса лартсан хӑвна?
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ӑна пӑхакан пӗчӗк хӗрача урисене хутлатса кутник ҫине хӑпарса ларнӑ та хӑйӑ хыҫҫӑн хӑйӑ улӑштарать.Девчонка, приставленная следить за огнем, сидит на нарах, свернувшись калачиком.
Улахра // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тухса кайма тытӑннӑ старик ӳсӗркеленине илтсен тин тимӗрҫӗ йӳле янӑ вӑрӑм кӗпи аркине хутлатса каска пуканӗ ҫине кайса ларать.
Туптать // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Кам та пулин тапӑнас-тӑвас пулсан эпир вӗсене часах мӗн тӑватпӑр… хутлатса хуратпӑр.А ежели кто вздумает супротив нас чего, мы им дадим от ворот поворот.
Ҫӗр вӑрлани // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Илле маччаналла пӑхса малтан сылтӑм аллинчи, пӳрнисене хутлатса тухрӗ тет, унтан — сулахай аллинчине.И, глядя в потолок, Илле загнул все пальцы на правой, потом — на левой руке.
Яка Илле // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.