Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫапли ҫапла та, чун килӗштерменнине каларӗ вӗт-ха амӑшӗ хӗрне: «Эсӗ, ачам, Мерчен ывӑлӗн алтуйийӗ пуласшӑн, тем?» — чун-чӗре тӗпӗнче выртаканнине майӗпен хускатса ыйтрӗ вӑл ирхине.
Асран кайми тӑманлӑ каҫ // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.
Салтак арӑмӗ, пӑшӑлтатса: «Аҫу вилнӗ», — тени, Хурӑнкассинчи йывӑр шӑплӑха хускатса, чан ҫапнӑн янӑраса, юр йывӑрлӑхӗ айне пулнӑ улӑм тӑрӑллӑ ҫуртсем урлӑ куян пек сике-сике каҫса, часах мӗнпур киле пырса кӗрет.
Виҫҫӗмӗш сыпӑн // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Чӑваш юррисенче, ӑслӑ сӑмахӗсенче пурӑнӗ, ҫӗнӗ ӑрусене иртнӗ саманасем ҫинчен каласа ҫӳре, чӑваш халӑх пултарулӑхӗн, поэзийӗн, чӗлхин вӑйӗ ҫинчен систерсе тӑрӗ, чӗресене, ӑссене хускатса пурӑнӗ.
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Ахальтен мар ӗнтӗ А. С. Пушкин хӑйӗн юлашки сӑввисенчен пӗринче халӑх унӑн ырӑ туйӑмӗсене лирӑпа хускатса вӑратнӑшӑн ӑна манмасса шанса ҫырнӑ («И долго буду тем любезен я народу, что чувства добрые я лирой пробуждал» тенӗ вӑл).
Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.
Пӳртре ларакансем сӗрлесе илчӗҫ, тӗпсакайне антарнӑ хурт вӗллисене такам хускатса вӑратрӗ, тейӗн.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Кинне пӗр хускатса ярсан часах чараяс ҫуккине. хунямӑшӗ тахҫанах пӗлет, ҫавӑнпа вӑл хирӗҫсе-туса тӑмарӗ:
Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫак ӗҫ ҫине Анук мӗнле пӑхасси кӑна канӑҫсӑрлантарать вӗсене, апла пулин те ун ҫинчен сӑмах хускатса кӑмӑлӗсене пӑсасшӑн пулмарӗҫ.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пушар тухни ҫеҫ хускатса ыйхӑран вӑратрӗ.
XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Юра чава-чава тем вӑрӑмӑш ҫула сӗвеклетрӗҫ те гусеницӑллӑ трактора хускатса аран-аран юр шӑтӑкӗнчен кӑларчӗҫ.
Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.
Вӑл пуҫне кӑшт хускатса пит хӳтлӗхне антарчӗ те ӗҫе кӳлӗнчӗ.
Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.
— Пӗлетӗп эпӗ ку этеме, — терӗ вӑл, мана хулран ҫавӑрса тытса, — ялан тавлашу хускатса ҫӳрет вӑл.
Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.
— Эпир бригадӑпа ҫапла шутларӑмӑр, — тӗреклӗ хул-ҫурӑмне хускатса илчӗ вӑл, — ҫитес пилӗкҫуллӑха тӑватӑ ҫулта ним те мар тултарма пултаратпӑр.
38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.
Умӗнчи темӗн ҫӳллӗш хума тӗртсе, халиччен лӑпкӑн тӗлӗрсе выртакан кӳлӗ ҫийӗн шав кӑларса, таврана хускатса самаях хӑвӑрт ишме пуҫларӗ хайхи.
Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.
Вӗҫен кайӑкӗ те ҫунаттисене йывӑррӑн хускатса, элес-мелес ҫил кӑларса хӑяматалла лӑпӑстатрӗ.
Пулӑ патши // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 3–11 с.
Кӑштах чӗнмесӗр ларсан вӑл шӑплӑха хускатса ҫапла каларӗ:
XXIV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.
Вӑл Оля ҫӳҫӗ ҫемҫе пулнине, леш малта ларакан хӗр пекех кӑшт каялла чалӑштарнӑ пуҫне хускатса илнине туйрӗ…
22. Лукашев хӑйӗн тивӗҫне пурнӑҫа кӗртет // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Звягинцев хул пуҫҫийӗсене хускатса илчӗ.
21. Тайгари пикник // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Ку ыйту ытла тӳрӗ тата питӗ ӑнланмалласкер пулнине Завьялов хул пуҫҫисене хускатса кӑшт кулса та илчӗ.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Завьялов хул пуҫҫисене хускатса илчӗ.
16. Осокин // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.
Тин ҫеҫ килсе кӗни Завьялова темиҫе самант питӗнчен пӑхать, вӗсем хӑҫан та пулин тӗл пулнипе пулманнине аса илме тӑрӑшать, унтан кӑшт ҫеҫ хул пуҫҫисене хускатса илет те: — Мӗнпе усӑллӑ пулма пултаратӑп?.. — тет.
15. Эпӗ нимӗн те манмастӑп // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.