Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хурсан (тĕпĕ: хур) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катрин кайрӗ, Стомадор чавнӑ ҫӗре анчӗ, пичкесене куҫарса хурсан Галерана курчӗ; вӑл пусӑ патӗнче тӑрать, пуҫӗ аллисем ҫине ӳкнӗ, аллисем чӑнкӑ стенаран сӗвеннӗ; хыттӑн хашлатса сывлать.

Катрин ушла, а Стомадор вышел к подкопу и, отвалив бочки, увидел Галерана, стоявшего в колодце, уронив голову на руки, прижатые к отвесной стене; он глубоко вздыхал.

ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Лавккаҫӑ тӗттӗм пӳлӗме кӗчӗ те унтан таврӑннӑ чух алӑк суллинчен ҫапӑнса хӗрлӗ пӑрӑҫлӑ икӗ кӗленче, типӗтнӗ пулӑ тата тмин ҫӑкӑрӗ йӑтса килчӗ; вӗсене сӗтел ҫине хурсан стенари шкапран ҫӗҫӗ, хулӑн тӗплӗ ансӑр икӗ стакан кӑларса Ботреджа хирӗҫ вырнаҫрӗ, — пӗрремӗш сортлӑ сигара мӑкӑрлантарать, унашкаллине вӑл хӑйӗн пӗлӗшӗсенчен — контрабандистсенчен — йӳнӗпе сахал мар туяннӑ.

Лавочник пошел в темную лавку и вернулся оттуда, ударившись головой о притолоку, с двумя бутылками красной перцовки, коробкой сушеной рыбы и тминным хлебцем; затем, сложив принесенное на стол, вынул из стенного шкафчика нож, два узких стакана с толстым дном и сел против Ботреджа, дымя первосортной сигарой, каких много покупал за небольшие деньги у своих приятелей контрабандистов.

VII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Халӗ, — чека чиксе хурсан тӳрленсе ларчӗ Сногден, — эпӗ нимӗн пытармасӑр калатӑп.

— Теперь, — сказал Сногден, спрятав чек, — я буду говорить откровенно.

II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анне ятлаҫасран эпӗ ӑна пирӗн дредноут пӗрре туса хурсан, кирек хӑш вӑхӑтра та кӗпе ҫумалли кӗпер вырӑнне усӑ курма юрӑхлӑскер пулать тесе сӑмах патӑм.

Чтобы не ругалась мать, я дал ей обещание, что наш дредноут будет построен с таким расчетом, чтобы его можно было всегда использовать вместо подмостков для полоскания белья.

IV сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Пурне те хывсан, тумтире шкапа ҫакса хурсан ҫутӑ сӳнтерчӗ те самантранах тарӑн ыйха путрӗ, — ирхине алӑкран шаккасан та тӳрех вӑранаймарӗ: хуҫа хӗрарӑм канӑҫсӑрланмах пуҫларӗ, — вун пӗр сехет ӗнтӗ, унӑн кофе чейникӗ вара саккӑрмӗш хут вӗрет.

Все сняв с себя, повесив одежду в шкаф, он погасил свет и уснул так крепко, что утром не сразу очнулся на стук в дверь: хозяйка начала беспокоиться, было уже одиннадцать часов, и ее кофейник закипал восьмой раз.

III сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Енчен те эсир: «Кунта чи лайӑх юр-вартан хатӗрленӗ чи лайӑх апат-ҫимӗҫ тата чи йӳнни», — тесе ҫырса хурсан — урӑх ӗҫ.

Другое дело, если бы вы написали: «Здесь дают лучшие кушанья из самой лучшей провизии за ничтожную цену».

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анчах ҫак ӳкерчӗксемех, лӑпкӑн апатланса лармашкӑн тӑнӑҫлӑ лару-тӑру кирлине шута хурсан, тӗлли-паллисӗр сутӑнчӑклӑхӑн темӗнлерех сӗмӗпе уйрӑлса тӑраҫҫӗ.

Однако уже эти картины намечали некоторую идею, являющуюся, с точки зрения мирного расположения духа, необходимого спокойному пищеварению, бесцельным предательством.

I сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Мӗнле вара — тухса ӳкмесӗр — ӑмана ҫавӑрса хурсан, темиҫе хут шӑтарсан тата пуҫ хӗрлӗн?

— Как же не сорвется, если выползка перевернуть и проколоть несколько раз, головкой вниз.

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Енчен те ӑна темиҫе татӑка пайласан, унтан вӗсенчен иккӗшне е виҫҫӗшне вӑлта йӗппипе тирсе хурсан — вӗҫерӗнмест, лекетех!

Если его разорвать на небольшие куски, а затем два или три из них посадить на крючок, то это уже не может сорваться.

Ҫапкаланчӑкпа тӗрме пуҫлӑхӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 132–135 с.

Малтанхи слонпа вӑл ҫапларах курнӑҫрӗ: хоботне ҫӗкленӗ слон ун ҫинелле ыткӑнчӗ, Витт хобота аллипе яваласа тытрӗ, сехӗрленсе ӳкнӗ улӑп пуҫне ҫӗр ҫумне пӗксе хурсан Витт унӑн асав шӑлӗсене тӑпӑлтарса кӑларчӗ; ҫак «операци» хыҫҫӑн тискер кайӑк сехри хӑпнипе ухмаха ернӗн тарса ҫухалчӗ; Витт вара асав шӑлсене ҫӗре чиксе лартса малалла ҫул тытрӗ.

Его первая встреча со слоном произошла так: слон бросился на него, подняв хобот. Витт намотал хобот на руку, пригнул голову испуганного великана к земле и вырвал клыки; после такой операции зверь бросился бежать, а Витт, всадив клыки в землю, пошел дальше.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 119–131 с.

Шамполион курӑнми ҫӗнӗ тӑшманпа кӗрешет; тӗпчесе тӗшмӗртнине тӗпе хурсан — ҫак тӑшман патшалӑхӑн пӗтӗмпех тенӗ пек сутӑнчӑк, кахал полицийӗшӗн ют.

Шамполион боролся с новым невидимым врагом, чуждым, судя по справкам, ленивой и почти сплошь продажной государственной полиции.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.

Гарт арчине сӗтел айне шаларах чиксе хурсан Смит пукан ҫине мӑнаҫлӑн сарӑлса ларчӗ.

Затолкав сундук Гарта дальше под стол, Смит важно развалился на стуле.

Тӑватӑ гинея // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 392–397 с.

Кӗскен каласан — истори кӗнекине кирек хӑш вырӑнта сарса хурсан та…

Короче говоря, на каком месте ты ни развернешь книгу истории…»

Уы-Фью-Эой ҫул ҫӳревҫӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 377–380 с.

Портрета кӗсйине чиксе хурсан Аян ӑна пӗр вӑхӑт ал тупанӗ ҫинчилле питех те уҫӑмлӑн курчӗ.

Сунув портрет в карман, Аян продолжал еще некоторое время видеть его так же ясно, как и в руках.

IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 125–169 с.

Анчах уес чухне те, халӗ, район туса хурсан та, вырӑнти милици ку енӗпе нимӗн те тумасть иккен.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Йӑнӑш курсан, кӑранташпа паллӑ тӑвать, тетрадьне хупса хурсан, хаш! сывласа илет.

Помоги переводом

2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Трубкӑна хурсан, дежурнӑй хӑйпе дежурствӑра шутланакан тепӗр милиционера, ездовоя чӗнчӗ, хӗҫпӑшалланма хушрӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫӑварни кунӗ, арӑмӗ сӗтел ҫине пӗр ывӑс икерчӗ пырса хурсан, Антун ӑна пилӗкӗнчен ачашшӑн ыталаса тытрӗ те: — Атя, Санюк, пӗрле ларса ҫиер, праҫник ячӗпе ҫуршар стакан эрех те ӗҫер, вара катаччи чупма тухӑпӑр, тӗнчене тӗлӗнтерӗпӗр. Яснӑ? — терӗ кӑмӑллӑн.

Помоги переводом

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Адвокат сӗтел ҫине типтерлӗ чӗркенӗ хут татки хурсан ун ҫине Дарья Дмитриевна пӗр самант шикленсе пӑхса тӑчӗ.

Помоги переводом

Адвокат ӗҫе пуҫӑнать // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

— Хӑҫанччен ҫапла калаҫмасӑр пурӑнасшӑн эс? — кашӑк-чашӑка ҫуса пуҫтарса хурсан сӑмах хушрӗ арӑмӗ.

— Доколе ты будешь молчать? — сказала жена, умыв и убрав посуду.

Аня… Анечка… Анна // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 3–67 c.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней