Поиск
Шырав ĕçĕ:
21. Халӑхӑм хӗрӗн хурлӑхӗ пирки хурланатӑп эпӗ, салхуллӑ ҫӳретӗп, хӑрушлӑх ҫавӑрса илчӗ мана.21. О сокрушении дщери народа моего я сокрушаюсь, хожу мрачен, ужас объял меня.
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Инкек-синкекпе пӗрле хурлӑхӗ те ҫитет, мӗскӗн пурӑнӑҫӗ мӗскӗн ҫын чӗрине асаплантарать.19. С несчастьем пребывает и печаль, и жизнь нищего тяжела для сердца.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ывӑлӑм! вилнӗ ҫыншӑн куҫҫулӗпе макӑр, тӳсейми хурлӑх ҫитнӗ евӗр, чунтан-вартан ӗсӗкле, хӳхлев пуҫла; ӳтне чипер тирпейлесе, ӑна йӑла-йӗркепе пытар; 17. хурлӑхлӑн хӳхле, кӑмӑлупа хуҫӑлса макӑр, ҫыннине кура пӗр кун, икӗ кун кулян уншӑн, — ҫын ан сивлетӗр сана, — вара пусӑрӑн, лӑплан: 18. хурлӑха пула вилме пулать, чӗре хурлӑхӗ вӑя ӗмет.
Сир 38 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
33. Виҫеллӗ тата вӑхӑтне пӗлсе ӗҫсессӗн, эрех вӑл — чӗре савӑнӑҫӗ, чун йӑпанӑҫӗ; 34. вӑрҫнӑ-хирӗҫнӗ чухне эрех нумай ӗҫни — чун хурлӑхӗ кӑна.
Сир 31 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Усал ҫынсем ҫинчен вара шелсӗр ҫилӗ вӗҫне ҫитиччен те сирӗлмен, мӗншӗн тесессӗн Вӑл вӗсен пулас ӗҫӗсене малтанах курса тӑнӑ: 2. вӗсем, тӳрӗ ҫынсене тухса кайма ирӗк парса, вӗсене васкавлӑн кӑларса ярсассӑн ӳкӗнессе, хыҫран хӑваласа каясса малтанах курса тӑнӑ: 3. ӗнтӗ хурлӑхӗ те умӗнчех пулнӑ, тупӑксем умӗнче татӑлса макӑрнӑ, хӑйсем вара тепӗр ӑссӑр шухӑш тытнӑ, тархасласа ҫула ӑсатнисене таркӑнсене йӗрленӗ пек йӗрленӗ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Эсӗ ырӑлӑх тунӑшӑн савӑнам, хӗпӗртем: Эсӗ манӑн мӗскӗнлӗхӗме куртӑн, чунӑм хурлӑхӗ ҫинчен пӗлтӗн, 9. мана тӑшман аллине памарӑн; урана ирӗк ҫӗре тӑратрӑн.
Пс 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эсӗ Хӑвӑн чурун хурлӑхӗ ҫине хӗрхенсе пӑхсассӑн, мана аса илсессӗн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна манса каймасассӑн, Эсӗ Хӑвӑн чуруна арҫын ачаллӑ тусассӑн, эпӗ ӑна унӑн кунӗсем вӗҫленичченех Ҫӳлхуҫана [халалласа] парӑп, [вӑл эрех те, ҫиккер те ӗҫмӗ,] унӑн пуҫне нихӑҫан та ҫӳҫ илекен ҫӗҫӗ сӗртӗнмӗ.
1 Пат 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.