Поиск
Шырав ĕçĕ:
а) 1-мӗш ҫум пунктра «е ҫут ҫанталӑка промышленность каяшӗсемпе вараласран сыхлас» сӑмахсене кӑларса пӑрахас, «, е тавралӑх хутлӑхӗ ҫине япӑх витӗм кӳрессине чакарас енӗпе Федерацин »Тавралӑх хутлӑхне сыхласси ҫинчен« 2002 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнчи 7-ФЗ №-лӗ сак-кунӗн 17 статйин 4-мӗш пункчӗпе пӑхса хӑварнӑ ӗҫе е ӗҫсене пурнӑҫласан» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Раҫҫей Федерацийӗн налуксемпе тӳлевсем ҫинчен калакан саккунӗсемпе Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсене шанса панӑ налук йӗркелӗвӗн Чӑваш Республикинчи ыйтӑвӗсем ҫинчен" саккунне улшӑнуcем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
12) 84 статьян 3-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Чӑваш Республикин Финанс министерстви патшалӑхӑн шалти финанс тӗрӗслевӗ енӗпе полномочисем пурнӑҫламалли йӗркере тӗрӗслев, ревизи тата тӗпчев ирттермелли сӑлтавсене тата йӗркене, ҫав шутра вӗсене ирттерме полномочи панӑ должноҫри ҫынсен переченьне, вӗсене ирттермелли вӑхӑта, Чӑваш Республикин Финанс министерствин должноҫри ҫыннисен, тӗрӗслев объекчӗсен (вӗсен должноҫри ҫыннисен) прависемпе тивӗҫӗсене, ҫав шутра Чӑваш Республикин Финанс министерствин должноҫри ҫыннисем пурнӑҫлакан тӗрӗслевсене, ревизисене тата тӗпчевсене йӗркелӳпе техника тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермелли правасемпе тивӗҫсене палӑртни пулмалла.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
11) 83 статьян 2-мӗш пункчӗн иккӗмӗш–тӑваттӑмӗш абзацӗсене ҫакӑн пек ҫырса хурас: «Федерацин »Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен тата муниципалитет пӗрлӗхӗсен тӗрӗслевпе шутлав органӗсене йӗркелемелли тата вӗсен ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп принципӗсем ҫинчен« 2011 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнчи 6-ФЗ №-лӗ саккунӗпе тата Чӑваш Республикин »Чӑваш Республикин Тӗрӗслевпе шутлав палати ҫинчен« 2011 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 13-мӗшӗнчи 58 №-лӗ саккунӗпе килӗшӳллӗн палӑртнӑ йӗркепе вӗсем тӗрӗслев тата эксперт-тишкерӳ ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра тӗрӗслев, ревизи, тишкерӳ, тӗпчев тата мониторинг ӗҫӗсене туса ирттерет; тӗрӗслев объекчӗсене представленисем, хушусем ярса парать; Раҫҫей Федерацийӗн Бюджет кодексӗпе, Раҫҫей Федерацийӗн бюджет саккунӗсен ытти акчӗсемпе килӗшӳллӗн Раҫҫей Федерацийӗн Бюджет кодексӗпе пӑхса хӑварнӑ бюджет енӗпе ирӗксӗрлесе пурнӑҫламалли мерӑсемпе усӑ курасси ҫинчен йышӑну ҫирӗплетме полномочи панӑ Чӑваш Республикин Финанс министерствине, Чӑваш Республикин муниципалитет пӗрлӗхӗсен финанс органӗсене бюджет енӗпе ирӗксӗрлесе пурнӑҫламалли мерӑсемпе усӑ курмалли ҫинчен калакан пӗлтернисене ярса парать;»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
10) 81 статьян 3-мӗш пунктӗнче: а) виҫҫӗмӗш абзацра «Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи-тенкин тӗп администраторӗ палӑртнӑ йӗркепе хатӗрленӗ вырӑнти бюджетсен (маларах уйӑрса панӑ тӗллевпе тӳр килекеннисене) тӑкакӗсем ҫинчен калакан отчечӗпе (ӑна асӑннӑ укҫа-тенкӗ Чӑваш Республикин республика бюджетне пырса кӗнӗ кунран пуҫласа 30 календарлӑ кун иртиччен тунӑ пулсан) килӗшӳллӗн» сӑмахсене «Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи-тенкин тӗп администраторӗ палӑртнӑ йӗркепе хатӗрленӗ тата тӑратнӑ вырӑнти бюджетсен тӑкакӗсем (вӗсене укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫсем республика бюджетӗнчен уйӑрса панӑ бюджетсем хушшинчи трансфертсем шутланаҫҫӗ) ҫинчен калакан отчечӗпе (ӑна республика бюджетӗнчен маларах уйӑрса панӑ асӑннӑ укҫа-тенкӗ Чӑваш Республикин республика бюджетне пырса кӗнӗ кунран пуҫласа 30 календарлӑ кун иртиччен тунӑ пулсан) килӗшӳллӗн» сӑмахсемпе улӑштарас; ӑ) улттӑмӗш абзаца «Чӑваш Республикин Финанс министерстви» сӑмахсем хыҫҫӑн«, патшалӑхӑн бюджет тулашӗнчи территори фончӗн управлени органӗ» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
7) 43 статьян аллӑ тӑххӑрмӗш абзацне «Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи-тенкин тӗп йӗркелевҫисен» сӑмахсем хыҫҫӑн «, ҫак Саккунӑн 82 статйин пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ органсӑр пуҫне,» сӑмахсем хушса хурас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
6) 274 статьяна ҫакӑн пек ҫырса хурас: «274 статья. Чӑваш Республикин Резерв фончӗн укҫи-тенкине пухмалли йӗрке Чӑваш Республикин Резерв фондне Чӑваш Республикин республика бюджечӗн дефицитне укҫа-тенкӗпе тивӗҫтермелли ҫӑл куҫсен йышӗнче тата (е) Чӑваш Республикин республика бюджечӗн тӑкакӗсен йышӗнче кӑтартаҫҫӗ. Чӑваш Республикин Резерв фондне ҫаксен шучӗпе йӗркелеҫҫӗ: Чӑваш Республикин республика бюджечӗн налук тупӑшӗсен тата налукпа ҫыхӑнман тупӑшсен пайӗсенчен, Ҫул-йӗр фончӗн бюджечӗн укҫа-тенкине пухмалли ҫӑл куҫсем шутланакан укҫа-тенкӗсӗр пуҫне; Чӑваш Республикин республика бюджечӗн пӗрлехи счечӗ ҫинче юлнӑ, тӗллевлӗн уйӑрса пама палӑртман укҫа-тенкӗ пайӗнчен. Чӑваш Республикин Резерв фончӗн виҫине Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин черетлӗ финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗпе ҫирӗплетеҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
5) 272 статьян 3-мӗш пунктне ҫакӑн пек ҫырса хурас: «3. Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗпе е вӑл полномочи панӑ Чӑваш Республикин ӗҫ тӑвакан власть органӗпе ҫак статьян 1-мӗш пунктӗнче кӑтартнӑ юридически сӑпат хушшинче Чӑваш Республики инвестици субъекчӗн харпӑрлӑхне хутшӑнасси ҫинчен калакан килӗшӗве Чӑваш Республикин Чӑваш Республикин республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗ вӑя кӗнӗ кун хыҫҫӑн виҫӗ уйӑх хушшинче туса хатӗрлеҫҫӗ. Ҫак статьян 1-мӗш пунктӗнче кӑтартнӑ юридически сӑпатсен уйӑрса панӑ укҫа-тенкӗ шучӗпе ют ҫӗршыв валютине туянма юраманни бюджет инвестицийӗсем уйӑрса парасси ҫинчен калакан килӗшӳсене ҫирӗплетнӗ йӗркепе кӗртмелли услови шутланать, Раҫҫей Федерацийӗн валюта енӗпе йышӑннӑ саккунӗсемпе килӗшӳллӗн пысӑк технологиллӗ импорт оборудованийӗ, чӗр тавар тата комплектлакан изделисем туяннӑ (тӑратнӑ) чухне пурнӑҫлакан ӗҫсемсӗр, ҫавӑн пекех бюджет инвестицийӗсем уйӑрса панин тӗллевӗсене пурнӑҫлассипе ҫыхӑннӑ Раҫҫей Федерацийӗн Правительствин йышӑнӑвӗсемпе палӑртнӑ ӗҫсемсӗр пуҫне. Ҫак статьян 1-мӗш пунктӗнче кӑтартнӑ юридически сӑпатсене Чӑваш Республикин республика бюджечӗн укҫи-тенки шутӗнчен бюджет инвестицийӗсем уйӑрса панӑ май тунӑ договорсем тӗлӗшпе палӑртакан требованисене Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ ҫирӗплетет. Ҫирӗплетнӗ йӗркепе ҫырса хатӗрленӗ договорсем пулманни бюджет инвестицийӗсене памасӑр хӑвармалли сӑлтав пулса тӑрать.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
4) 271-1 статьяра: а) 4-мӗш пункта ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Ҫак Саккунпа килӗшӳллӗн Чӑваш Республикин иртсе пыракан финанс ҫулӗнчи тата планпа пӑхнӑ тапхӑрти республика бюджечӗ ҫинчен калакан саккунӗн планпа пӑхнӑ тапхӑра пырса тивекен положенийӗсем хӑйсен вӑйне ҫухатнӑ тесе йышӑнсан Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ ҫак пунктпа палӑртнӑ тӳлесе татмалли килӗшӳсене пӑрахӑҫа кӑларасси ҫинчен калакан йышӑнӑва тумасан та пултараҫҫӗ, енчен те асӑннӑ договорсем тӗлӗшпе вӗсене планпа пӑхнӑ тапхӑрта пурнӑҫламалли условисем палӑртакан хушма килӗшӳсем ҫирӗплетнӗ пулсан.»; ӑ) 6-мӗш пункта: «, ҫак пунктӑн иккӗмӗш абзацӗнче кӑтартнӑ тӗслӗхсӗр пуҫне» сӑмахсем хушса хурас; ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫланӑ чухне ҫак пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче асӑннӑ Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи объектсене укҫа-тенкӗ хывмалли субсидисене ҫак Саккунӑн 271 статйипе пӑхса хӑварнӑ бюджет инвестицийӗсем хывнӑ чухне Чӑваш Республикин патшалӑх заказчикӗ шутланакан Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ хӑйӗн тӗсне Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн тӗсӗпе е унӑн йӗркелӳпе право формине Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсӗпе улӑштарсан, ҫав объектсене бюджет инвестицийӗсем хывма хатӗрленни тата хывасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ маларах тунӑ патшалӑх контракчӗсене Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗ хӑйӗн тӗсне Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн тӗсӗпе, е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсӗпе улӑштармалли тата Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн патшалӑх контрактне гражданла право договорӗн тӗсӗпе улӑштармалли пайра килӗшӳ енӗсене тивӗҫлӗн улӑштарса улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн уйӑрса пама пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
3) 271 статьян 5-мӗш пунктне: а) «, ҫак пунктӑн иккӗмӗш абзацӗнче асӑннӑ тӗслӗхсӗр пуҫне» сӑмахсем хушса хурас; ӑ) ҫакӑн пек ҫырса абзац хушса хурас: «Чӑваш Республикин республика бюджетне пурнӑҫланӑ чухне ҫак пунктӑн пӗрремӗш абзацӗнче кӑтартнӑ Чӑваш Республикин патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи объектсем валли бюджет инвестицийӗсене ҫак Саккунӑн 271-1 статйипе пӑхса хӑварнӑ субсидисене илсе тӑракан Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ палӑртнӑ йӗркепе хӑйӗн тӗсне е Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ хӑйӗн йӗркелӳпе право формине Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗн тӗсӗпе улӑштарнӑ пулсан, ҫав объектсене укҫа-тенкӗ хывма субсидисем уйӑрса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗ, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ маларах тунӑ килӗшӳсене Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн тӗсне Чӑваш Республикин хысна учрежденийӗн тӗсӗпе улӑштармалли тата Чӑваш Республикин бюджет е автономлӑ учрежденийӗн, Чӑваш Республикин патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗн гражданла право договорӗн тӗсне патшалӑх контракчӗпе улӑштармалли пайра килӗшӳ енӗсене тивӗҫлӗн улӑштарса улшӑнусем кӗртнӗ хыҫҫӑн уйӑрса пама пултараҫҫӗ.»;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
2) 4 статьяра: а) ҫакӑн пек ҫырса ҫирӗм пӗрремӗш ҫӗнӗ абзац хушса хурас: «федераци патшалӑх органӗсем, федераци хысна учрежденийӗсем патшалӑх реестрӗсенче (регистрӗсенче) пур сведенисене, документсене (вӗсене йӗркелесе пырас ӗҫе патшалӑхӑн ҫак органӗсем, учрежденийӗсем туса пыраҫҫӗ) панӑшӑн, енчен те асӑннӑ документсене патшалӑх тата муниципалитет пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерекен нумай функциллӗ центр урлӑ параҫҫӗ пулсан, илекен тӳлевсене – 50 процент нормативпа;»; ӑ) ҫирӗм пӗрремӗш – ҫирӗм пиллӗкмӗш абзацсене тивӗҫлӗн ҫирӗм иккӗмӗш – ҫирӗм улттӑмӗш абзацсем тесе шутлас;
Чӑваш Республикин "Чӑваш Республикинче бюджет правин хутшӑнӑвӗсене йӗркелесси ҫинчен" саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/laws.aspx?gov_id=49&id ... BD&size=20
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинетне геосервис майӗсемпе усӑ курса кашни ял поселенийӗнче ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ ҫӗрсем мӗн чухлӗ пурри тата вӗсемпе мӗнлерех усӑ курни ҫинчен тӗрӗс, ҫӗнетнӗ сведенисем кӗртнӗ пӗрпӗтӗм информаци тытӑмне туса хурас ыйтӑва хатӗрлесе ҫитерме хушатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Пурӑнакан вырӑнта тӳлевсӗр уҫӑ спорт площадкисен тытӑмне туса хурас ӗҫе малалла тӑсӑпӑр.Будет продолжено создание сети открытых спортивных площадок по месту жительства.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Строительствӑпа юсаса ҫӗнетес ӗҫсене пурнӑҫланипе пӗрлех ял шкулӗсен инфратытӑмне модернизацилес ӗҫе – вӗсенче санитари тата гигиена требованийӗсене тивӗҫтерекен хальхи условисем туса хурас, энерги перекетлемелли технологисене ӗҫе кӗртес тӗллевпе – пуҫӑнма хушатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
Чӑваш Ен Вӗренӳ министерствине Пӗтӗм Раҫҫейри тата тӗнчери предмет олимпиадисен, ҫавӑн пекех професси ӑсталӑхӗн олимпиадисен ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсене хатӗрленӗ педагогсем валли Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн премийӗсене туса хурас енӗпе сӗнӳсем хатӗрлеме хушатӑп.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2016 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=2169792
1. Вӑхӑт нумаях та иртмен, Лисий — патшанӑн пеккунӗ тата ҫывӑх тӑванӗ, патша лартнӑ ҫын — мӗн пулса иртнине питех те кулянса чӑтса ирттернӗ хыҫҫӑн 2. сакӑрвунӑ пин ҫынна ҫити ҫуран ҫар тата пӗтӗм утлӑ ҫарне пуҫтарнӑ та Иерусалим хулине ярса илсе ӑна эллинсем пурӑнакан вырӑн туса хурас тӗллевпе иудейсене хирӗҫ тухса кайнӑ, 3. суя тӗнлисене хӑйсен йӗрӗхӗсен ҫурчӗсемшӗн налук тӳлеттернӗ пек, вӑл Турӑ Ҫурчӗ тӗлӗшӗпе те ҫавӑн пек тума, аслӑ священникӑн вырӑнне вара ҫулленех тӳлевлӗ вырӑн туса хума шутланӑ.
2 Мак 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
47. Ҫак кун вӗсем типӗ тытнӑ, ҫийӗнчи тумне ҫурса тӑкса, хуйхӑ тумтирӗ тӑхӑнса янӑ, пуҫӗ ҫине кӗл сапнӑ, 48. саккун кӗнекине уҫса хунӑ; суя тӗнлӗ ҫынсем ҫав саккун кӗнекисене тахӑҫтан та шыра-шыра тупса вӗсем ҫине хӑйсен йӗрӗхӗсен ӗренкине ӳкернӗ, — ку шӑпах ҫавӑн пек кӗнеке пулнӑ та, — 49. Массифӑна пухӑннисем хӑйсемпе пӗрле священник тумӗсене, малтан ҫуралнӑ выльӑх-чӗрлӗхе тата вуннӑмӗш пайсене илсе пынӑ; унтан хӑйсем мӗн сӑмах панине пурӑнӑҫланӑ назорейсене чӗнсе илнӗ те 50. тӳпенелле пӑхса хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: ҫакӑнпа мӗн тӑвас ӗнтӗ пирӗн, ӑна ӑҫта кайса хурас?
1 Мак 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Эпӗ ҫапла каларӑм: мӗнле-ха сана ывӑлӑм вырӑнне хурас, мӗнле-ха ӑмсануллӑ ҫӗре, нумай-нумай халӑхсен чи ытарайми еткерне, сана парас?
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эхер те Вӑл чӗрине хупса хурас пулсассӑн, Хӑйӗн сывлӑшне, пурӑнӑҫ чӗмне каялла Хӑй патне илес пулсассӑн, 15. тӗнчери пӗтӗм чун ҫавӑнтах пӗтсе ларнӑ пулӗччӗ, этем каллех тӑпра пулса тӑрӗччӗ.
Иов 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Мӗншӗн-ха пирӗн хамӑра выльӑх вырӑнне хурас, санӑн куҫу умӗнче мӑшкӑл курас?3. Зачем считаться нам за животных и быть униженными в собственных глазах ваших?
Иов 18 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Мӗншӗн-ха хамӑн ӳтӗме хамӑн шӑлӑмпах тулас, мӗншӗн-ха чунӑма ал тупанӗ ҫинех кӑларса хурас?14. Для чего мне терзать тело мое зубами моими и душу мою полагать в руку мою?
Иов 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.