Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хурама сăмах пирĕн базăра пур.
хурама (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Чупcан-чупсан, тупӑнчӗ хваттер пекки, анчах хӑрӑк хурама туратти евӗр кӑтӑркаса ҫитнӗ кинеми, кил хуҫи, ялан лӑркать:

Помоги переводом

Ирӗксӗртен хуняман асран кайми ҫырӑвӗсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Вӗҫӗнче, хурама туратти евӗр кукӑртса, алӑ пуснӑ.

Помоги переводом

7 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

— Вара, анасласа ыран та ҫумӑр ҫутарсан, — хихиклетет Ултутти, — хурама туратти пек кӑтӑркаса кайнӑ шӑмшакна самантра ирӗлтерсе ямалла чуптӑватӑп килне пырсах.

Помоги переводом

Саккӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ял ҫывӑхӗнче Куеда ландшафт заказникӗ (1993 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗнче йӗркеленӗ) пур, ытларах енӗпе унта хурӑнпа ӑвӑс ӳсеҫҫӗ, ҫавӑн пекех вӗсем хушшинче ҫӑка, кӑштӑркка хурама, шӗвӗр ҫулҫӑллӑ вӗрене тата ытти ҫулҫӑллӑ йывӑҫсем тӗл пулаҫҫӗ, ҫавӑн пекех лӑсӑллӑ хыр тата чӑрӑш вӑрманӗсем пур.

Близ села находится Куединский ландшафтный заказник (образован 18 февраля 1993 года), представленный преимущественно берёзово-осиновыми породами с участием липы, вяза шершавого, клёна остролистого и других широколиственных культур, а также хвойными сосновыми и еловыми лесами.

Ошья // Семен Говоров. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9E%D1% ... 1%8C%D1%8F

Пурӑнмаллипех «культурӑллӑ» пурӑнать Хурама Иванӗ, анчах, кахал пирки юрри-варри текен япаласем ҫук.

Помоги переводом

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

Акӑ ӗнеллӗ пулчӗ колхозник Хурама Иванӗ, сӗт-ҫу ҫителӗклӗ, мӗншӗн тесен, пӗччен пӗр ӗне сӑвать-ҫке-ха.

Помоги переводом

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

Ку хыпара илтсен нихӑҫан хӗпӗртемен хаваслӑхпа хӗпӗртесе илчӗ Хурама.

Помоги переводом

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

Хурама Иванне ӗне илмешкӗн 15 пӑт тырӑ парас, — терӗ правлени.

Помоги переводом

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

Пӗрре кравать ҫинче выртнӑ вӑхӑтра ӗне юрри-варри ҫиес килсе кайнӑ Хурама Иванӗн: сӗт, ҫу, чӑкӑт, уйран тата ытти те.

Помоги переводом

Хурама Иванӗн ӗнепе гармонӗ // Яков Шакров. «Капкӑн», 1934. — 5№ — 5 с.

— Пирӗн тӑрӑхра ун пеккисене вут-ҫулӑмпа танлаштараҫҫӗ, е пӑрчӑкан пек тесе хаклаҫҫӗ, хурама пек пиҫӗ вӑл, ыттисене те ҫапла пулма вӗрентет, — терӗ каччӑ.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Лутака хурама ҫумӗнче Стасик тӑрать.

Помоги переводом

18 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хурама кӗвенти пек авӑннӑскер.

Помоги переводом

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурнӑҫ йывӑҫҫи тесен, Самать патӗнче уйра халӗ те пӗр хурама ларать.

Помоги переводом

Хула ачи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Хурама ҫулҫи вара кушӑрканӑ ал тупанӗ пекех хытӑ.

Помоги переводом

XXXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Вӑл карта варрине тӑрса юлнӑ кивӗ хурама тункатине кӑкларӗ.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Унта сысна какайӗ, хурама кӑмпи янӑ.

Помоги переводом

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Шыв урлӑ та темиҫе хутчен чӑп-чап тутарса каҫрӗҫ, ӗшнене те ҫӑтӑр-ҫатӑр тутарса кӗчӗҫ, пӗр-пӗччен ларакан хурама тавра та икӗ-виҫӗ хут ҫаврӑнчӗҫ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тин сарӑлса ҫитнӗ хурама ҫулҫисем ҫилпе ачашшӑн вылянаҫҫӗ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Кӗтӳҫӗсем пӗр-пӗччен ларакан хурама айне ҫитрӗҫ.

Помоги переводом

XX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Пӗвӗ хурама тункати пекех.

Помоги переводом

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней