Поиск
Шырав ĕçĕ:
Эпӗ, паллах, вырнаҫса ларса каҫӑхса кайсах-савӑнсах выляятӑп, — вӑййи «хуппине ҫи» ятлӑ — чӑмӑрла пӗҫернӗ ҫӑмартасене ҫавӑрмалла, анчах, ҫавӑн пекех, мӗн каланинче пӗлтерсе ҫитерейменнин тӗшшине те ӑнкараятӑп.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ҫӑмӑллӑн тӗпренекен пушӑлӑхсем тӗл пулкалаҫҫӗ — унта лум ҫӑмарта хуппине шӑтарнӑн кӗрет, хускатма йывӑр вырӑнсем те пур — вӗсене самаях вӑй хурса чавма тивет.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Вичкӗн ҫӗҫӗпе паранкӑ хуппине тасатса пӑрахнӑ пек, ман пуҫа ку таранччен тултарнӑ мӗнпур хывӑх сирпӗнсе тухса тасалчӗ.
II сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.
Вӑл арча хуппине ҫӗклерӗ, ӑшне ҫуртапа ҫутатрӗ.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Д'Обремон мана аллӑмран тытрӗ, арча патне ҫавӑтса пычӗ, ӑна кӗмсӗртетекен пысӑк уҫӑпа уҫрӗ те хуппине ҫӗкличчен шухӑшлӑн каларӗ:
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.
Кунта хурал ҫук, — тӗплӗ сыхлавӑн ӗмӗрхи йӑнӑшӗ: горизонт таранччен пӗтӗмпех кураҫҫӗ, атӑ айӗнчи апельсин хуппине вара асӑрхамаҫҫӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Тупӑк хуппин кӗтесӗсем тӑпра айӗнчех-ха, анчах ҫакна пӑхмасӑр Суринэ мӗн пур вӑйӗпе — халиччен нихӑҫан та, маларах та, кайран та пулман хӑватпа — тупӑк хуппине сирсе ывӑтрӗ те… чӗтрекен аллисем ҫинче ҫӗкленекен Пьер Суринэн ӑсӗ-тӑнӗ, чун-чӗри кисреннипе йӑлтӑртатакан ҫутӑ куҫӗсене курчӗ.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Кӑмӑл-ӗмӗтсӗр, шухӑшсӑр тӑрать вӑл ҫаран хӗрринче; пушӑ та ҫынсӑр ҫак утрав ҫинчи пӗчӗк ҫӑтмах йышши — илемлӗскер те ӑнсӑртскер — пурнӑҫӗнче тата мӗскер пулнӑ-ши, пур-ши тесе аса илӳпе куҫҫульленчӗ; пурнӑҫ йывӑрлӑхӗпе унти ӗҫ-пуҫа, тем те пӗр ӗҫлесе-курса ҫӳренӗ чухнехи тӗттӗм тапхӑрсене ҫапла кӗтмен ҫӗртен ас тӑвӑмӗнче ҫухатнипе савӑнчӗ-киленчӗ; ҫавӑн чухне чун малтанхи хуппине сӳсе пӑрахать те — ҫунаттисемпе сулкалашса лӗпӗш хурчӗ евӗр ҫывӑрать.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Аллисене тӑса-тӑса вӑл йӗри-тавра нӳрлӗ кӗпҫесене, паразитсене, ҫулҫӑсен имшеркке хуппине, авӑнакан вак йӗпсене яра-яра тытрӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Кунта вӑл чӗрчун кайри урисем ҫине тӑрса малти ури чӗрнисемпе тополь хуппине сӳсе илнине курнӑ.
Ту арӑсланӗн йӗррипе // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Вӑл питӗрӗнсе ларнӑ портфель хуппине пикенсех уҫма тӑчӗ.Он с усилием начал было отрывать захлопнувшийся замочек портфеля.
1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Халӗ ӗнтӗ Эмиль те чӑтса тӑраймарӗ, вӑл хӑй пытанса ларнӑ арча хуппине пуҫӗпе ҫӗклесе уҫрӗ те ҫапла ыйтрӗ:Тут уж Эмиль не смог смолчать — он приоткрыл головой крышку сундука, в котором спрятался, и спросил:
Вырсарникун, июнӗн вун виҫҫӗмӗшӗнче, Эмиль виҫӗ хутчен Линӑн кайри шӑлне туртса кӑларма хӑтланчӗ, кайран хӑйӗн йӑмӑкне кӑвак сӑрӑпа сӑрласа илемлетрӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Унӑн пулемечӗсен пульлисем рыцарьсен тимӗр тумтирӗсене ҫӑмарта хуппине шӑтарнӑ пекех шӑтарса кӗнӗ пулӗччӗҫ.Его пулеметные пули пронизывали бы латы рыцарей, как яичную скорлупу.
Малтанхи танксем // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Вӗсем хулӑн тимӗр тумтире те ҫӑмарта хуппине ҫӗмӗрнӗ пекех ҫӗмӗрнӗ.
Павий патӗнчи ҫапӑҫу // В. Сергеев. Дрожжин Олег. Ухӑран — танка ҫитиччен. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 110 с.
Темиҫе утӑм тунӑ хыҫҫӑнах вӑл вӗлле патне ҫитсе тӑчӗ, каллех тавралла пӑхса илчӗ, пуҫӗ ҫине противогаз тӑхӑнчӗ те вӗлле хуппине уҫса хучӗ.
XXIII сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Манӑн кучер малтан турта хушшинчи лашан хулпуҫҫийӗнчен чӗркуҫҫипе пусса пӗкке икӗ хутчен силлесе илчӗ те, йӗнерчӗке тӳрлетрӗ, унтан каллех прешкерин чӗлпӗре айӗпе тухса ҫула май ӑна тутинчен тӗртсе хӑварчӗ те, вара кустӑрма патне пычӗ — пычӗ те, кустӑрма ҫине куҫне сиктермесӗр пӑхса, сӑхман арки айӗнчен ерипен сӑмсаран туртмалли табак коробки туртса кӑларса унӑн хуппине чӗнӗнчен тытса уҫрӗ, васкамасӑр коробка ӑшне хӑйӗн икӗ тачка пӳрнине чиксе ярса (пӳрнисем унӑн коробка ӑшне аран-аран кӗрсе вырнаҫрӗҫ), табака лутӑркарӗ-лутӑркарӗ те, малтанах сӑмсине чалӑштарса тытӑна-тытӑна шӑршларӗ; кашни шӑршламассеренех вӑл мекӗрленсе илчӗ, куҫӗсене хӗсрӗ, шывланнӑ куҫӗсене мӑч-мӑч хупса илчӗ те тарӑн шухӑша кайрӗ.
Илемлӗ Хӗҫри Касьян // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 92–112 с.
Ҫӑра часах уҫӑлмарӗ, анчах анне ӑна уҫрӗ те, самантрах арча хуппине ҫӗклерӗ.Замок поддавался туго, однако ей удалось открыть его, и она в одно мгновение откинула крышку.
IV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
Хуппине вистенӗ унне, шап-шурӑскер, сухӑрлӑскер, вӑл хӗвел ҫинче йӑлтӑртатса выртать.Белое, обнаженное от коры, смолистое дерево блестит на солнце.
IV // Василий Хударсем. Франко И.Я. Хӑй айӑплӑ: калав. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950. — 28 с. — 3–23 с.
Юлашки опыта тӑватӑп: ҫӗре колбаса татӑкне мар, хуппине ҫеҫ пӑрахатӑп та, сӑнаса тӑратӑп.Делаю последний опыт, бросаю вниз не кусочек, а только шкурку, и наблюдаю.
Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.
Хушшинчен пулкалатчӗ, эпӗ колбасан пӗр татӑкне илсе, хуппине пӳрнепе тытса тӑмаллӑх сӳсе, ҫип ҫине ҫакнӑ пек тытса тӑрсан, Ярик сӑмсине ҫӳлелле ҫӗклетчӗ, чылайччен сыхласа тӑратчӗ те, сасартӑк ҫӳлелле сикетчӗ.
Ултавлӑ колбаса // Никита Волков. Пришвин М.М. Ярик: калавсем; вырӑсларан Н. Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1939. — 16 с. — 11–16 с.