Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хупнӑ (тĕпĕ: хуп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫав вӑхӑтра нумай-нумай ҫынна айӑпсӑр-мӗнсӗрех персе вӗлернӗ, Ҫӗпӗре пуҫ янӑ, тӗрмене хупнӑ имӗш, ҫапларах калакансем те пур.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫавӑн чух ӑна, ялти учителе, халӑх тӑшманӗ тесе тӗрмене хупнӑ.

Помоги переводом

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫирӗмри йӗкӗте сакӑр ҫула тӗрмене хупнӑ.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Куҫне хупнӑ арҫын чӗнмест.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Миҫе кун ӗнтӗ салтаксем Валтиелре ним кирлӗ ӗҫ тумасӑр, ҫитерме хупнӑ ӑйӑрсем пек пурӑнаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗве хупнӑ ҫӗртен тартӑн та хӑтӑлтӑм тетӗн пулӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Леш унӑн тусне Шӑхале вӗлерсе, хӗве хупнӑ ҫӗртен тухса тарнӑ Укаслу.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӗве хупнӑ хыҫҫӑн хӗрупраҫа ӑна патакпа хӑваласан та хӳтерсе яраяс ҫук.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫыннӑн — ҫӗр шухӑш // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ҫук, алли сивӗннӗ, юлташӗ куҫне хупнӑ

Помоги переводом

Хыпарсӑр мар // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 86–93 с.

Вӗсем амӑшне хупнӑ сарай патне васкаҫҫӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Тен, ун амӑшӗпе йӑмӑкне ҫакӑнти путвала хупнӑ, анчах хӑтарма мар, пырса пӑхма та май ҫук — ҫапла шухӑшлани ӑна питӗ хуйӑха ӳкерчӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Сӑмах май, ҫулталӑк каялла Элтепер Инстаграмри (Раҫҫейре ӑна экстремистла сайт тесе йышӑннӑ) страницине те хупнӑ.

Кстати, год назад Глава Чувашии закрыл и страницу в Инстаграме (продукт компании Meta, которая признана экстремистской организацией в России»).

Элтепер айфонпа усӑ курма пӑрахнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34567.html

Ҫитет — эрех-сӑра сутакан лавккине апата хупнӑ иккен.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Нева плацдармӗнчи салтаксем блокадӑри Ленинграда хӳтӗлеме паттӑррӑн хутшӑннӑ, вӗсенчен чылайӑшӗ ҫавӑнта куҫне хупнӑ.

Солдаты Невского плацдарма участвовали в защите блокадного Ленинграда, проявляли героизм, многие из которых навечно закрыли там свои глаза.

Чӑваш салтакӗсене асӑнса Питӗрте стелла вырнаҫтарӗҫ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/34357.html

Рабочисем хушшинче агитаци тунӑшӑн ӑна каллех тӗрмене тытса хупнӑ.

Помоги переводом

Тайӑр Тимкки // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 95 с.

Арчана хупнӑ чухне алӑкӗ унчченхи пек вырӑнне лармарӗ, Маюк инке тепӗр хут уҫрӗ — пӗҫҫине шарт ҫапрӗ: арча тӑпсине хире-хире хӑпӑтнӑ, питӗрнӗ арчана тепӗр енчен уҫмалла тунӑ.

Помоги переводом

Яка пыр // Ева Лисина. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 84-85 с.

Ӑна та В. И. Ульянов ларакан тӗрменех хупнӑ.

Помоги переводом

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

1930 ҫулхи мартӑн 19-мӗшӗнче «Особая тройка» йышӑнӑвӗпе П.Нестерова 3 ҫула тӗрмене хупнӑ.

Помоги переводом

Вӗсем Сталинграда хӳтӗленӗ // Николай АЛЕКСЕЕВ. http://елчекен.рф/2023/02/10/%d0%b2e%d1% ... b5%d0%bde/

…Тӗрмен яриех уҫса пӑрахнӑ хапхинче хупнӑ ҫынсен пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнчӗ.

…В широко распахнутых воротах тюрьмы показалась первая группа заключенных.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Ку колонна тӗрмене хупнӑ юлташсене, вӗсем те Хӗрлӗ Ҫарӑн малти колоннисем хулана кӗнине курччӑр тесе, ирӗке кӑларма васкарӗ.

Колонна спешила освободить заключенных товарищей, чтобы и им выпало счастье увидеть вступление первых колонн Красной Армии в город.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней