Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӑнлавӗ таранчченех хӗп-хӗрлӗн сӑрланнӑ ӳсӗр ҫак тилӗрчӗксем Тиррея курсанах хумханса ӳкрӗҫ; аптӑравлӑ сӑнлӑ ача тарават меценат ывӑлӗ иккенне тӗшмӗртсе Франка темӗн евитлерӗҫ — лешӗ, ҫав самантра хаваслӑн эрех тултараканскер, ҫаврӑнса пӑхрӗ, куҫ хупанкисене сивлеккӗн усрӗ, хаярланчӗ те чавсисене сӗтел ҫине хучӗ.
VI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Лешӗ куҫ хупанкисене пӗлтерӗшлӗн антарса ҫӗклерӗ.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Тухтӑрӑн ҫирӗп пӑчӑртаннӑ тутинче приговор уҫӑмлӑн курӑнать, анчах вӑл — таса совеҫлӗ суеҫӗ — тӗллевне чӑтӑмлӑн та тирпейлӗн пурнӑҫлать: хыпашларӗ, шаккакаларӗ, куҫ хупанкисене тӗсерӗ, алӑ ӳтне туртса тӑсрӗ, юлашкинчен вара чирлӗ ҫыннӑн шанчӑк ҫуккине татӑклӑнах ҫирӗплетрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 305–309 с.
Тухтӑр Фергюсонӑн куҫ хупанкисене уҫрӗ, юн таппине тӗрӗслерӗ.
III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 216–225 с.
Ик ҫӗр ҫак тӑрра пурне те барк мачтин ҫӳллӗшӗнчен, куҫ хупанкисене пӗрре хускатнӑ самантрах пӑхса ҫаврӑнма пулать; ку хутлӑхра пурӑнакан кирек хӑш ҫын пекех — кирек хӑш урамӑн кирек хӑш кӗтесӗнче мӗн вырнаҫнине Ганувер малтанах сӑнласа кӑтартаять.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 161–173 с.
Робод куҫ хупанкисене ҫӗклерӗ, ҫав хушӑрах Дэзи кунта тӑни-тӑманни пирки шухӑшлама та чарӑнмарӗ, анчах хӗре тепӗр хут чӗнме именчӗ.Рабид поднял веки, продолжая думать, что Дэзи здесь, и стыдясь вновь окликнуть ее.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 114–118 с.
Анчах куҫ хупанкисене вӑйлӑ, вӗри ҫутӑ хӗрлӗ тӗтрелле сӑрхӑнать, вара Тарт куҫӗсене чӑтӑмсӑр савӑнӑҫ уҫса ячӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Хӑпартланнипе чӗтре-чӗтре Тарт куҫ хупанкисене темиҫе минут ҫӗклеймерӗ, тавралӑхӑн кӗтмен ҫӗртен уҫӑлнӑ капӑрлӑхӗ унӑн шухӑшне темӗнле майпа килсе лекнӗ юмах ҫеҫ пуласран шикленчӗ.
II. Вӑрман мӗн калать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Унтан вӑл куҫ хупанкисене уҫрӗ, Ленин пуҫӗпе ӳпле шӑтӑкӗ еннелле ҫаврӑнса выртнӑ та тимлесех ҫырать.Наконец он приоткрыл веки, Ленин лежал в шалаше головой к выходу и писал.
18 // Аркадий Малов. Казакевич Э.Г. Кӑвак тетрадь: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 158 с.
Йыш хушшине лексенех Рюлла лӑпланчӗ, именнӗ пек куҫ хупанкисене ҫӗрелле усрӗ, унччен малтан хӑй тискерле хӑтланнӑшӑн лайӑхмарланчӗ ӗнтӗ…
Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.
Вӑл куҫ хупанкисене ҫӗклерӗ те ман ҫинелле пӑхрӗ.
Бирюк // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 148–157 с.
Юлия Александровна куҫ хупанкисене усать, куҫ тӗкӗсем хушшинче темӗн йӑшӑлтатнине туять — вӗттӗн-вӗттӗн, каҫхи лӗпӗш евӗр.
Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Мана паллакан доктор-акушер Генрих Родзевич патне илсе карӗҫ, вӑл ман куҫ хупанкисене шалтан касрӗ, куҫсене ҫыхса лартнӑскер, темиҫе кун хушши эпӗ шутсӑр усал кичемлӗхпе асапланса выртрӑм.
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫывӑрса каясран хӑраса, вӑл куҫ хупанкисене аллисемпе тытса выртрӗ.
19 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
— Ну вара пуҫ та иккен! — тесе ярать Зосима тӗлӗнсе кайса, ҫав тери пысӑк, тӗссӗр куҫӗсем ҫине вӑрӑм та сарӑхнӑ куҫ хупанкисене усӑнтарса хурса.— Ну и башка! — изумлённо говорит Зосима, опуская длинные жёлтые ресницы на огромные, мутные глаза.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Вара майор шыҫнӑ куҫ хупанкисене ҫӗклерӗ:
XV // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
— Мӗн? — хуҫа хӑвӑрттӑн куҫ хупанкисене мӑчлаттарса илчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Вӑйне пусахласа, тем йывӑрӑш таякан куҫ хупанкисене аран-аран уҫма хал ҫитерчӗ те вӑл хӑй ӑҫта выртиине тӳрех тавҫӑрса та илме пултараймарӗ.Кое-как разлепив тяжелые веки, он не сразу сообразил, где находится.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Дина, Виталий ҫӑварӗнчен капла сӑмахсем шутсӑр хӑвӑрт сирпӗнсе тухнинчен тӗлӗнсе, кӑн-кан пӑхкаларӗ, йӗпе куҫ хупанкисене мӑч-мӑч Хупа-хупа илчӗ.
3 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Куҫ хупанкисене тытса тӑнипе пӳрнисем ывӑнчӗҫ.
Ҫӗнӗ ҫурт // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.