Поиск
Шырав ĕçĕ:
— Ан хумхантарӑр мана; пӗлетӗр: хумханни маншӑн сиенлӗ.
XVI сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑна шӑрпӑк панӑ тата хунар ҫутатасса кӗтнӗ самантсенчи пек хумханни манӑн сайра пулнӑ.Редко я так волновался, как в ту минуту, когда, подав ей спички, ждал света.
XVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Хыттӑн хумханни — хыҫа юлнӑ хӑрушлӑх ҫимӗҫӗ — иртсе кайрӗ, анчах тунсӑхлӑ юшкӑн куҫма е саланкӑрланма хистет.
I. Чыс тӑватӑп // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 383–426 с.
Ӗнер хумханни манӑн лару-тӑрӑва япӑхлатрӗ.
ХIII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
— Хаклӑ Георг, — хуравларӗ Вейс, — каҫарӑр та, эсир ҫав вак-тӗвекшӗн хумханни мана тӗлӗнтерет, йӑнӑша ҫавӑнтах, вырӑнтах тӳрлетме пулатчӗ, хӑлха чикки памаллаччӗ те хытӑ кӑна…
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Хумханни иртсе кайиччен каласа паратӑп, вара эпӗ мӗнле лару-тӑрӑва лекнине пӗлетӗн.Я расскажу, пока еще взволнован, чтобы ты видела, в каком я был состоянии.
IV // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Чӑн-чӑнах ҫак иккӗленӗве вӑрланипе ҫухалнӑ, шыракан япалашӑн хумханни пусарса тӑрать.Это естественное колебание было подавлено тревогой обокраденного, разыскивающего пропавшую вещь.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 233–242 с.
Каласа кӑтартнӑ май Ленур хумханни чӑнласах сисӗнет; нумай пулмасть ҫеҫ сехӗрленнин палли куҫӗсенче халӗ те упранать тейӗн.
Супӑнь ешчӗкӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 170–176 с.
Ӑна хумханни кансӗрлет, вӑл мушкине тӳрех тупаймарӗ, хаяррӑн-усаллӑн ятлаҫрӗ те — перессе кӗтсе хытса тӑчӗ.Волнение мешало ему, он не сразу отыскал мушку, злобно выругался и замер, ожидая выстрела.
III. Блемер Тарта тупать // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 91–116 с.
Ҫиелтен пӑхсан вӑл хумханни пӗртте палӑрман, мӗншӗн тесен ҫапӑҫӑвӑн чи йывӑр вӑхӑчӗсенче те вӑл хӑйне-хӑй тытма пӗлнӗ, тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен вырӑс салтакӗсен вӑйӗ ҫине ҫирӗп шаннӑ.
III сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ, Иван Яковлев. Брагин М.Г. Фельдмаршал Кутузов. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 162 с.
Унӑн урине мӗнле пӑчкӑпа татма хатӗрленни ҫинчен тата эпир ун пирки мӗн тери хумханни ҫинчен Фадеев, паллах, нимӗн те пӗлмен.О том, какой пилой ему собираются отнимать ногу, и о всех наших волнениях Фадеев, конечно, не знал.
Икӗ операци // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ку вӑл пӗрре те ҫӑмӑлттай халӑх хумханни пулмарӗ: кунта йывӑр та тӗреклӗ характерсем хумханнӑҫемӗн хумханма пикенчӗҫ, кун пек характерсем час хӗрсе ҫитмеҫҫӗ, анчах пӗр хӗрсе ҫитсен вара хӑйсен шалти ӑшшине питех те нумайччен тытса тӑраҫҫӗ.
IV // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Питӗнчен вӑл хумханни палӑрать.
Утрав ҫинче // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Кукамайпа тӗл пула-пула эпӗ ытларах та ытларах ӑнланса, унӑн чунӗнчен пит тӗлӗнсе пыраттӑм, анчах — эпӗ ӗнтӗ сисеттӗм: ҫав илемлӗ чуна юмахсем суккӑрлатса хунӑ, вӑл чӑн пурӑнӑҫра пулакан усал япаласене курма пултараймасть, вӗсене ӑнланса илме пултараймасть, эпӗ пӑшӑрханса хӑтланни, эпӗ хумханни уншӑн нимӗнех те мар.
XV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Балалайка кӗтессипе ҫурӑмне питӗ ӑста хыҫса илсе, вӑл чӗркуҫҫи ҫине ларнӑ шӑнана ывҫипе хупласа тытрӗ, ӑна икӗ пӳрнипе илсе пӑхкаларӗ, унтан пичкене пӑрахрӗ те пӗр хушӑ сӑнаса тӑчӗ: шӑни шыв ҫинче тапаланнӑ пулмалла та ӗнтӗ, вӑл шыв мӗнле хумханни ҫине пӑхса киленнӗ.
Балалайкӑллӑ Йӑкӑнат // Леонид Агаков. Троепольский, Г. Н. (1905-1995). Вунҫиччӗмӗш Прохор тата ыттисем: (агроном ҫырса пынисем). [Л. Я. Агаков куҫарнӑ]. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 132 с. — 84–108 с.
Вӑл кӑштах хумханни сисӗнет.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
— Ман шутпа, юлташсем, пуҫланакан кунӑн, тӗрӗсрех каласан, пуҫланнӑ кунӑн уйрӑмлӑхӗпе пӗлтерӗшне эсир ӑнлансах илейместӗр пек туйӑнать, — калаҫӑва хутшӑнчӗ Залкинд; вӑл хумханни провод тӑрӑх та сисӗнчӗ.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Зина хумханни ҫав тери вӑйлӑ пулнӑ, ӑна вӑл пусарайман та.Волнение Зины было так велико, что она уже не могла справиться с ним.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Алексей тилӗлле пӑркаланса, кулкаласа рабочисем пур ҫӗрте те хумханни ҫинчен каласа панӑ.Алексей с лисьими ужимочками, посмеиваясь, говорил, что рабочие волнуются везде.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Борин чӗнмерӗ, анчах вӑл хумханни паллах.
Иккӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.