Поиск
Шырав ĕçĕ:
Хумханакан партизансем хуралҫӑна пеменшӗн вӑрҫаҫҫӗ.Партизаны взволнованно шумели, ругали часового за то, что тот не стрелял.
27 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Вара куҫа ирӗке ятӑм: пиҫсе ҫитнӗ ырашӑн хумханакан уйӗсем, тӗксӗм ҫӗртме пусси, унта та кунта сухапуҫ, хресчен, тихаллӑ кӗсре, ҫухрӑм юписем; пирӗнпе хӑш ямшӑк пынине пӗлме ларкӑч ҫинелле те пӑхса илтӗм; ман питӗм ҫинчи куҫҫуль типсе те ҫитейменччӗ-ха, шухӑшӑмсем, тен, ӗмӗрлӗхех уйрӑлнӑ аннерен аякра пулчӗҫ.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унпа юнашар тата урӑх ӳкерчӗксем пур: пӗр енӗ ҫав тери ҫутӑ, тепӗр енӗ тӗксӗм — ун пеккине эпӗ Ялтӑра, хамӑр унта коммунӑпа кайсан кӑна курнӑччӗ; хумханакан тинӗс, хумсем ҫыран хӗрринчи мӑн чулсене ҫапӑнса арканаҫҫӗ, ҫӳлелле кӑпӑк пӗрхӗнет.
34 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Ҫав факелӑн тӗтӗмлӗ те хумханакан ҫуттинче Мигель пакет ҫинчи пичете хӑпӑнтарса илсе ҫакна вуланӑ:В дымном и колеблющемся свете этого факела Мигель сорвал печати с пакета и прочёл:
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Каллех ял тӑрӑх паҫӑрхи ҫулпах, шӑн кӗпесем ҫакӑнса таракан кил ҫумӗн кайнӑ, анчах халь кӗписем паллӑ пулман; унтан хайхи сарай ҫумӗн иртнӗ, ӑна халь ҫийӗ таранах юр вӗҫтерсе лартнӑ, унӑн ҫийӗнчен татти-сыпписӗр юр юхнӑ; унтан каллех ҫав хӑрушшӑн кашласа, авӑнса ларакан хӑвасем патӗнчен иртнӗ те каллех аялтан та, ҫӳлтен те хумханакан юр тинӗсне кӗрсе кайнӑ.
V // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Алтарь пусми ҫинчен Монтанелли аялалла, тинӗс пек хумханакан ҫынсем ҫине пӑхрӗ.Со ступенек престола Монтанелли взглянул вниз на море повернувшихся к нему человеческих лиц.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
— Эсир тинӗс чирӗпе асапланатӑр-и? — Хӑвӑрт ыйтрӗ Джемма пӗррехинче ашшӗ вӗсене, Артурпа иккӗшне, тинӗсе уҫӑлма илсе кайсан, Артур хумханакан тинӗс сиктернипе асапланнине аса илсе.
X // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хушӑран пӗлӗтсем сирӗлнӗ те ҫав тери шавласа хумханакан Охотск тинӗсӗн пысӑк хумӗсем курӑнса кайнӑ.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Валерий Чкалов: повесть; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 214 с.
Нимӗн те чӗнмесӗр, хуллен хумханакан шыв ҫине пӑхса, Артур унӑн сӑмахӗсене лӑпкӑн та тимлӗн итлесе тӑчӗ.Артур смотрел на водяную рябь, спокойно вслушиваясь в слова падре, и ничего не ответил.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Хумханакан туратсен кӑшт палӑракан мӗлки кӗнекесем ҫине, саваласа якатнӑ сӗтел ҫине ӳкет.Легкая тень от шевелящихся веток колыхалась на книгах, на свежевыструганных досках стола.
Юлашки салют // Михаил Рубцов. Чумаченко А.А. Уйӑх ҫынни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 116 с.
Мариам ҫине тӑрсах ҫав сӑмахсене каланӑ ҫын кӗлеткине аса илме тӑрӑшать: анчах унӑн кӗлетки хумханакан шыв ҫинчи мӗлке майлах самантрах куҫран ҫухалать.
Вуниккӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вӗсем хушшинчи мӗлкесем, хускалсан, ҫилпе хумханакан йывӑҫсем пек курӑнаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Петра урӑх вырӑнти ҫӗрсем — ылтӑн тырӑсемпе хумханакан анлӑ уйсем аса килчӗҫ, вӑл ассӑн сывласа илчӗ.Петру вспомнилась другая земля, — просторная земля золотых пашен, он вздохнул.
I сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Курӑк ҫинче йӑванса, вӑл хӑйне ҫыхнӑ кантрана пушатнӑ, унтан вӗҫерӗннӗ те хумханакан халӑх урисем хушшипе шуса тухса кайнӑ.
LXIV сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Негоро «Пилигрим» тавра хумханакан тинӗсе пӑхса илчӗ, унтан хӑйӗн лӑпкӑ та сивӗ куҫӗсемпе тӳпенелле тинкерчӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Роза Митрушкина. Жюль Верн. Вунпилӗк ҫулхи капитан. Роман. Куҫараканӗ Митрушкина Р. М. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984 ҫул, 304 с.
Анчах суккӑршӑн вӑл тӗттӗмлӗх ҫеҫ… нихҫанхи пек мар хумханакан, йӑлтӑртатакан, кӗрлесе янӑракан, халиччен туйса курман ытамсӑр тӗттӗмлӗх кӑна, ун патнелле кармашса, унӑн чунне пур енчен те сӗртӗнсе, чӗрене сывсӑррӑн таптараканскер.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
— Сергей Николаевич акӑ мӗн каларӗ: «Тӗрӗс те тӳрӗ кӑмӑлпа ҫырнӑ. Уйрӑмах витӗмлӗ», — пӗлтерчӗ вӑль хӑй патӗнче тӑракан ачасене хумханакан сасӑпа.
15 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.
Манӑн хумханакан шухӑшлӑ пуҫӑмра Грамбург хули, Король урамӗнчи ҫурт, хамӑн мӗскӗн Гретхен, манран таҫта ҫӳлте тӑракан тӗнче, питех те хӑвӑрттӑн аса килсе куҫ умӗнчи пекех иртеҫҫӗ.
XXVII сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Юрпа витӗнсе выртакан пысӑк хумсем евӗрлӗ тусен тӑррисем шурӑ кӑпӑк пек курӑнса тӑни мана тӑвӑл вӑхӑтӗнче асар-писер хумханакан тинӗс ҫийӗ пекех туйӑнать.
XVI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Олёна вакӑри хуллен кӑна хумханакан шыв ҫине урмӑшса кайнӑ куҫӗсемпе пӑхса тӑчӗ.Олена мертвыми глазами смотрела в тихо всплескивающую темную воду.
V // Леонид Агаков. Василевская В.Л. Асамат кӗперӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1945. — 200 с.