Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуларан (тĕпĕ: хула) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Роза дачӑра, хуларан тӑватӑ ҫухрӑмра пурӑнать.

Помоги переводом

Ҫулсем-йӗрсем // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 91–104 с.

Каникулта эпӗ хуларан асаннесен ялне кайрӑм.

Помоги переводом

Вӑрман тухтӑрӗ // Николай Иванов. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 86 с.

Сирӗн ҫырӑвӑра эпӗ госпитальре выртнӑ чух илсе вуланӑччӗ, анчах ун хыҫҫӑн хуларан хулана куҫса ҫӳренипе ответ ҫырма вӑхӑт тупаймарӑм.

Помоги переводом

Юрӑ та юрланӑ ун ҫинчен… // Юхма Мишши. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 45-48 с.

Ӑна колхозра ӗне сӑвакан мар, хуларан яла канма килнӗ ҫын тейӗн.

Помоги переводом

13 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Баранкуле пӗр хуларан пынӑ хамӑн юлташсемпе пӗрле киле таврӑнма хатӗрленнӗ кун ахальтен мар ӗнтӗ, сирӗнпе тӗл пулма ӗмӗтленсе складсем патне пытӑм.

Помоги переводом

Ӑшӑ шыракан арҫынпа ятсӑр хӗрарӑм // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 61-74 с.

Чирлӗ карчӑка хӗрхенсе хуларан яла куҫса килнӗ.

Помоги переводом

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

— Ҫынсем палкаҫҫӗ унта, эсӗ хуларан Белокопытовран хӑранипе тухса тарнӑ, теҫҫӗ, — калаҫма ҫаплипех чарӑнмарӗ леш вӑрттӑн хыпар пӗлтерсе тӑраканӗ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӑл ӑна, Кӗтнепеле Хырла тӑрӑхне тухса кайнӑ чухне, Улатӑрта мӗн пулнине асӑрхаса тӑма, кӗтмен инкек тупӑнсан-мӗн тусан часрах хуларан тухса, хӑйне шыраса тупса пӗлтерме хушнӑччӗ.

Помоги переводом

Шикли шикленнӗ — кӗрӗк пӗркеннӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Савантер хуларан пӑрахса кайма та тӑчӗ, анчах ӑна Сюльдяшов ямарӗ.

Помоги переводом

Ыратнӑ ҫӗре ал пырать // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Мана хуларан ултавлӑн вӑрласа илсе тухрӗҫ.

Помоги переводом

Тӑшманӑмӑн тӑшманӗ — манӑн тус // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем хуларан тухмалли ҫул ҫинче кӗпӗрленсе тӑчӗҫ.

Помоги переводом

Ахӑрсамана хыпарҫи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Эсӗ хуларан тухса каятӑн та ӗҫӗ те пӗтрӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсемпе пӗрле лапчӑк сӑмсаллӑ Белокопытов вӑйпут та, килйышӗ-мӗнӗпех, хуларан тухса тарчӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улпутсемпе сутӑҫсем Пӑкачав хуларан аякра чухне чӑтма ҫук хӑюллӑччӗ, вӗҫӗмсӗр мухтанатчӗҫ:

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Енчен те хуларан тухса каймалла пулас-тӑк, эсӗ укҫана ҫӑл.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Улатӑр хулин лапчӑк сӑмсаллӑ чалӑш ураллӑ вӑйпучӗ Белокопытов инвалидсен командин прапорщикне Сюльдяшова, Пӑкачав ӑҫтан килнине пӗлме тесе, виҫҫӗмӗш хут хуларан кӑларса ячӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Улатӑр // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вӗсем, патшана итлесе, хуларан тухса кайнӑ та ҫиччӗшӗ ҫичӗ ҫӗре саланса, халӑх хушшинче пурӑнма тытӑннӑ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кунта халӑх начар мар, Ҫавӑнпа та Шупашкар Чул хуларан хитререх Йӗри тавра сӗм вӑрман.

Помоги переводом

V. Майра Патша // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Чул хуларан пирӗн пата курттӑммӑн туянакансем килеҫҫӗ те веҫех илсе каяҫҫӗ.

Помоги переводом

«Ӳркенмен ӑста пулнӑ», — теҫҫӗ. Вӑл тем ӗҫе те пултарать // Василий Лапин. http://kanashen.ru/2023/03/17/y%d1%80%d0 ... %83%d0%bb/

— Таҫтан хуларан килнӗ тӳр пилӗксем пуль, ялта кун пеккисем курӑнсах каймастчӗҫ-ха».

Помоги переводом

Виҫеллӗ эрех // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 188–197 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней