Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хуйхӑ сăмах пирĕн базăра пур.
хуйхӑ (тĕпĕ: хуйхӑ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Кӗтмен хуйхӑ уяр аҫа пек килсе ҫапрӗ.

Помоги переводом

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Вӑл, хӑвӑр пӗлетӗр, пӗр пирӗн хуйхӑ кӑна мар.

Помоги переводом

VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ака ҫинчи ыйхӑ — авӑн ҫинчи хуйхӑ, тенӗ…

Помоги переводом

VI // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Ӑҫта эсӗ, хуйхӑ?

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Темле йывӑр хуйхӑ та иртет.

Помоги переводом

Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.

Ват пуҫа хуйхӑ, кӗлеткене асап.

Помоги переводом

Чугун ҫулӑн икӗ енӗпе // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 67–71 с.

Кайма та… кил-ҫурт сутас хуйхӑ ҫук-ха та.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 19–41 с.

Сӑмах та чӗнмест хӑй, тем пысӑк хуйхӑ пуснӑ ват ҫын пек хаш! та хаш! сывлать.

Помоги переводом

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Мӗн чухлӗ хуйхӑ, мӗн чухлӗ ырату пуҫтарӑннӑ унӑн ӑшӗнче, анчах сӑнӗнче вӑл ытлашшиех палӑрмасть.

Помоги переводом

I // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 3–19 с.

Халь ӗнтӗ ача ҫуралчӗ, амӑшӗн тепӗр хуйхӑ хутшӑнчӗ.

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Макҫӑм ҫемйине хуйхӑ пусарчӗ.

Помоги переводом

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Микула ашшӗне хуйхӑ пусарса ӳкернине сисрӗ те чӗри ыратма пуҫланипе ним калаймасӑр тӑчӗ.

Помоги переводом

XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Тен, вӑл Элекҫей ҫинчен тапратнӑ халапа илтнӗрен мар, ытла та пысӑк хуйхӑ пусарнипе кӑмӑлсӑрланнӑ тата пуҫӗнчен хӗр шухӑшӗсене йӑлтах сирнӗ?»

Помоги переводом

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытла та пысӑк хуйхӑ кансӗрленипе эпӗ сана хам мӗнле ӗҫлесе килни ҫинчен те каласа параймарӑм.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Халь вӗсене ҫак савӑнӑҫран хуйхӑ уйӑрса тӑчӗ.

Помоги переводом

I // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем хӗрне пысӑк хуйхӑ, тен, ирсӗр мӑшкӑл лекнине туйрӗҫ пулсан та, пӗр сӑмах чӗнмерӗҫ.

Помоги переводом

XXII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫавӑнтах ӑна хуйхӑ ҫавӑрса илчӗ.

Помоги переводом

XXI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хуйхӑ витӗр тухакан сасӑпа: — Айтурах, Ҫтаппан, ахалех мана йӑпатма тӑрӑшатӑн. Хӑвна ху та улталама кирлӗ мар. Тимӗр тӑлӑллӑ лаша ниепле те Энӗш шывӗ урлӑ каҫса кайма пултараймӗ. Каҫса кайма тытӑнсан та юшкӑна путӗччӗ, — терӗ те вӑл чарӑнчӗ.

Помоги переводом

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ешӗл курӑка хуйхӑ теҫҫӗ, — кичемленчӗ Ҫтаппан та.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Юлташсем, — пуҫларӗ вӑл пусӑрӑнчӑк сасӑпа, — паян пӗтӗм ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ӗҫ халӑхӗн калама та ҫук пысӑк хуйхӑ — тӗнчери пролетариатӑн аслӑ ҫулпуҫӗ Владимир Ильич Ленин вилсе кайнӑ.

Помоги переводом

Хурлӑхлӑ пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней