Поиск
Шырав ĕçĕ:
Тӳпемӗр пӗр шывсӑр, тӑп-тӑрӑ, Хрусталь пек илемлӗ инҫет.
Фронтовик сӑмахӗ // Михаил Мерчен. Чӑваш литературин антологийӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2003. [Т. 2]: Поэзи. — 2013. — 598 с. — 347 с.
Урайне элес-мелес кавир сарса пӑрахнӑ, маччаран тӑрантасӑн кайри кустӑрми пысӑкӑш хрусталь люстра ҫакӑнса тӑрать; стенасем ҫинче — кавирсем, эрешле турилккесем, хӗвелтухӑҫӗнчи хӗрарӑмсен кӗлеткисене ӳкернӗ пӑхӑр листасем, мӑйракасем.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.
Сервант пирӗнни пекрех, только вӗсен хрусталь ытларах.Сервант почти такой же, как у нас, только у них хрусталя больше.
Пӗлес килет // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/578
Унтан, чылай вӑхӑт хрусталь черккери эрех ҫине пӑхса ларнӑ хыҫҫӑн, хӑй тӗллӗн ҫапла калаҫа пуҫларӗ:
Ҫӑлӑнӑҫ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 105–115 с.
Сывлӑшӗ таса хрусталь пекех янкӑр.
Тинӗс ҫуран ҫарӗнче ҫапӑҫнӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 4–8 с.
Каччӑ тулса тӑкӑнасла кӑмӑлпа, анчах пӑртак пӑлхансарах, сывлӑш ҫавӑраймасӑр канӑҫсӑрланса, сылтӑм аллипе савнин пилӗкӗнчен ытла та асӑрхануллӑн, ҫемҫен ҫавӑрса тытрӗ, сарса янӑ тепӗр аллипе хӗрӗн сылтӑм ал лапине хрусталь савӑт-сапана сӗртӗннӗ пек ҫепӗҫҫӗн тӗкӗнтертрӗ, вара мӑшӑр, куҫӗсемпе пӗр-пӗрин чун-чӗрине сар хӗвелпе пиҫсе ирӗлнӗ пылак-пылак ҫӗр ҫырли шерпечӗлле сӑрхӑнса, ытлашши васкамасӑр, хӑй пӗлнӗ пек, асамлӑ авӑра ӳксе, йӑкӑшт та йӑкӑшт, якӑшт та якӑшт «лӗп ҫавра варкӑш» вашкӑрттарма пуҫларӗ, ҫаврӑна-ҫаврӑна, «авӑра-авӑра» кӗҫ-вӗҫ янкӑр тӳпенелле вӗҫсе ҫӗкленменни ҫеҫ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Фарфор, кӗмӗл, хрусталь, рояль, граммофон сӑмахсене асӑнни халӗ те хӑлхара янӑранӑ пек.
1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Графиньӑн пӳлӗмӗ пысӑках мар, ытлашши пукан та ҫук, анчах пурте хӑй вырӑнӗнче — чуна савӑнтарать: тӗкӗр, ун умӗнче лутра ҫемҫе пукан, кравать пуҫӗнче пӗчӗк хитре сӗтел, ун ҫинче тап-таса хрусталь ваза ларать, паян ҫеҫ татса кӗнӗ хризантема чечекӗсем тӑп-тӑрӑ шывра лараҫҫӗ, шанмаҫҫӗ, чуна килентереҫҫӗ.
7 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.
Хрусталь, ылтӑн, кӗмӗл, фарфор япаласем куҫ кӗскисенче ҫуталаҫҫӗ.Хрустальные, золотые, серебряные и фарфоровые вещи отражались в зеркалах.
XII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Ӑна хрусталь пӑкка чӗриклеттерсе хӗрарӑмӑн пиҫӗ алли уҫать, ылтӑн ярлӑклӑ виркӗс тыткӑнран акӑ ҫепӗҫлӗхпе килӗшӳ кӳрекен илӗртӳллӗ тутлӑ шӑршӑ вӗҫсе сарӑлать.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.
Хура йывӑҫран ӑсталанӑ сӗтел — питӗ чаплӑ ӗҫ, ун ҫинче бронза япаласем, тинӗс карттисем, бинокль, хрусталь юпа ҫинче сехет, стенасем ҫинче — атмосфера приборӗсем.
IX сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Лайӑх чутласа якатнӑ, ҫутӑ сапалакан сӗтел ҫинче — чӗрӗ кӗл чечексем лартнӑ тӗтӗмлӗ хрусталь ваза.На хорошо отполированном, отражающем лампы столе — дымчатая хрустальная ваза со свежими розами.
V сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.
Анчах ун патне пӗррехинче килеҫҫӗ те хыпарлаҫҫӗ: кӳршӗ хулари пуян ҫӗр улпучӗн шӑпах ҫакнашкал экземпляр хрусталь пӗчӗк арчара выртать.
VI. Фильбанк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 385–426 с.
Тӳпе хрусталь шӗвек тултарнӑ капмар шарӑн ытамлайми кӑвак ӑш-чикӗ евӗр туйӑнать.Небо казалось голубой, необъятной внутренностью огромного шара, наполненного хрустальной жидкостью.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 319–383 с.
Колоннӑсен хыҫӗнче, чие тӗслӗ хрусталь лампӑсен ҫутинче, залсем-курӑнусем тӑраҫҫӗ, перламутрпа слон шӑммин ӑшӑ шурӑлӑхнелле лампӑсем шуҫӑм пайӑркисене ывӑтаҫҫӗ.
XVIII // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Эпӗ «пӗтӗмпех пӗлнине» кӑтартас йӳтӗмпе ананаспа ыйтрӑм, анчах — шел те! — вӑл кофепе хатӗрленинчен япӑхрах-мӗн; кофеллине эпӗ Попӑн хрусталь савӑтӗнчен ас тивсе пӑхрӑм.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Шурӑ, йӑлтӑркка ҫак картлашкапа анса ҫитнӗ тӗле, капӑр курӑнусен хушшинче, манӑн кӑмӑл-туйӑм мӗн пулса иртнин капашӗ-ӗренкипе килӗшӳллӗн шайлашса ҫитрӗ те ӗнтӗ, ара ҫӳлте — хрусталь люстрӑсен сталактичӗсем, вӗсем йӑлтӑркка мрамор хушшинче чечекленнӗ тропик вӑрманӗнчен тин ҫеҫ кӳрсе килнӗн курӑнакан тӗрлӗ ӳсен-тӑрана ҫутатаҫҫӗ.
XVI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Унта — тӗтӗм тӗслӗ хрусталь тӗрев ҫинчи пӗчӗк кӗмӗл пӑлан.Там оказался маленький серебряный олень на подставке из дымчатого хрусталя.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Настурци тӗслӗ кавире сикекен ылтӑн кушаксен кӳлеписемпе капӑрлатнӑ, симӗс хрусталь люстра — кивӗ ылтӑн тӗслӗ, йӑваласа тунӑ розетка варрине ҫакса хунӑскер, пархӑт портьерӑсем, хӗрлӗ йывӑҫ сӗтел-пукан — шупка хӗрлӗ атласпа ҫапнӑскер, — ҫаксем Давенанта шутсӑр хытӑ килӗшеҫҫӗ, ҫавӑнпах унӑн шиклӗхӗ тамалчӗ.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ассӑн сывласа Кишлот тутине аялтан пӑчӑртаса тытрӗ те савӑт-сапана аппаланма пикенчӗ; Давенант вара ӑна пачах та ҫумӗччӗ те… мӗнех вара — лартӑрах хрусталь ешчӗкре капӑрланса ӗмӗрӗпех.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.