Поиск
Шырав ĕçĕ:
Лутаций Катулл хӑйӗн чаплах мар сӑмахӗнче Суллӑн мухтавлӑ ӗҫӗсене аса илтерчӗ, Африкӑра тыткӑна илнӗ Югурта ҫинчен те, Херонея патӗнче аркатнӑ Архелай ҫинчен те, инҫете хӑваласа янӑ Митридат ҫинчен те, хӑрушӑ граждан вӑрҫине пӗтерсе хуни ҫинчен те аса илтерчӗ; Суллӑн хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа пачӗ; вара сенаторсенчен ҫавӑн пек пысӑк ҫынна хӑйне тивӗҫлӗ ятпа, хӑй ертсе пынӑ Рим халӑхне тивӗҫлӗ пек хисеплесе пытарма ыйтрӗ.
VIII сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Ачасем тата мӗн чухлӗ хулӑ касма кирлине хисеплесе сӳтсе яваҫҫӗ, Костя вара хӑяккӑн выртать те Егоркӑна сӑнама пуҫлать.
Ятарласа хушнӑ ӗҫ // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Фуникулёра кӗнӗ ҫӗрти турникет, пассажирсене пӗрерӗн хисеплесе, шӑкӑлтатса тӑрать.Отсчитывая пассажиров, щелкает турникет у входа в фуникулер.
Килтен кайни // Николай Евстафьев. Дубов Н.И. Юханшыв ҫинчи ҫутӑсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 144 с.
Хӑш-пӗрне унӑн сӑмахӗ ытла илемлӗ пек илтӗнчӗ, теприсене — унӑн ырӑ шухӑшӗсем, виҫҫӗмӗшсене — унӑн политикӑллӑ идейӑсем тарӑн пулни килӗшрӗ, пӗтӗмӗшпе илсен, вӗсене пурне те хӑйсене ырласа калани, Римӑн пурне те тума пултаракан ятне хисеплесе калани пит кӑмӑла кайрӗ.
V сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Анчах Пытаракан Венера хупахне ҫӳрекен чӑрсӑр та намӑссӑр ҫынсем ӑна ырӑ кӑмӑлпа хисеплесе йышӑнни — ку хӗр ҫав усал ҫынсене хисеплеттерме пултарнине кӑтартать.
III сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Кӗрешӳн юлашки минучӗсене хисеплесе ҫынсем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса тӑчӗҫ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Консулсем оппидум площадки ҫинче курӑнсанах, курма пынисем, республикӑн аслӑ влаҫне хисеплесе, пурте пӗр харӑс ура ҫине тӑчӗҫ.
I сыпӑк // Григорий Алентей. Джованьоли, Р. Спартак: роман / вырӑсларан Г.Алендей куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 332 с. — 11–314 с.
Вӑл ҫав тери тӳрӗ иккенне кура, ӑста сунарҫӑ пулнине кура, ун ҫине хисеплесе, кӑшт шикленерех те пӑхнӑ.
Киш ҫинчен ҫӳрекен юмах // М. Волков. Лондон, Джек. Пурнӑҫа юратни: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 72 с. — 35–47 с.
Ку кӗнекене Людмила Ильинична Толстоя хисеплесе ҫыратӑп.
Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем // Иван Викторов. Толстой А.Н. Ылтӑн ҫӑраҫҫи е Буратино курнӑ тӗлӗнмелле мыскарасем: [юмах]; вырӑсларан И. Викторов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 135 с.
В. Скоттӑн кӗнекисем праҫник чухне пуян чиркӳре кӑнтӑрлахи кӗлӗ ирттернине аса илтеретчӗҫ, — пӑртак вӑрӑмрах та кичемлӗрехчӗ, анчах яланах чаплӑччӗ; маншӑн Диккенс эпӗ ӑна хисеплесе, ун умӗнче парӑнса тӑракан писатель пулса юлчӗ, — ҫав ҫын этемсене юратас питех те йывӑр искусствӑна тӗлӗнмелле аван пӗлсе ҫитнӗ.
XVI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ҫынна хисеплесе пӗчӗк пуҫӗ ҫинчен картусне хывса, вӑл тарӑн та путса кайнӑ тӗксӗм куҫӗсемпе хуҫине питрен пӑхать, хура кӗрен юнпа тулнӑ, хулӑм та хытӑ шӑрт ӳссе ларнӑ ҫаврака патӗнчен пӑхать.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Сутакан ҫын, пылак сӑмахсен шывӗ ӑшне путнӑскер, старик пит пӗлнинчен тӗлӗнсе кайнӑскер, хисеплесе ыйтать:Утопленный в реке сладких ему слов, пораженный знаниями старика, продавец уважительно спрашивает:
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Эпӗ тата ҫакна та кураттӑм: ҫӗнӗ кӗнеке мужикӑн каймасан та, вӑл ӑна хисеплесе пӑхать, кӗнеки ун аллинчен кайӑк пек вӗҫсе тухса кайма пултарнӑ пек, вӑл ӑна сыхланса сӗртӗнкелет.
XII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Матроссемпе кочегарсем ӑна хисеплесе, ун умӗнче йӑпӑлтатса хӑтланаҫҫӗ, — вӑл вӗсене шӳрпе ӑшӗнче пӗҫернӗ аша паратчӗ, ял ҫинчен ҫемьисем ҫинчен ыйтатчӗ.
V. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӑна умрӑмӑнах пит хисеплесе йышӑнчӗҫ, ун умӗнче вут умӗнчи пек авкаланаҫҫӗ, пит кӑмӑлла сӑмахсемпе калаҫаҫҫӗ.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Приказчик, чавсисене аяккисем ҫумне ҫӑт ҫыпӑҫтарса тытса, тӳп-тӳрӗ тӑрать, килнӗ ҫынна хисеплесе аллисене усса ярать.Приказчик вытягивался, плотно приложив локти к бокам, а кисти их почтительно развешивал в воздухе.
I. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӑл пурте хисеплесе юратакан этем; ун таврашра халь пур ҫынсем те лайӑх.Он — человек, которого все уважают и любят; вокруг него все прекрасные люди.
40 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Скибан хӑй те тахҫанхи шпион тата ҫынвӗлерен, ҫапла пулин те хӑйӗн ҫӗнӗ шефӗнчен тӗлӗнчӗ, ӑна хисеплесе пӑхрӗ.Скибан, сам давний шпион и убийца, с почтительным любопытством покосился на своего нового шефа.
8 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Хама кирек хӑҫан та урӑхла йышши ҫын пек кӑтартас правилӑна пӑхӑнса тата княгиньӑпа ман пек ӑслӑ ҫынсем пӗрне-пӗри яланхилле хисеплесе сума сӑвассинчен ҫӳлте тӑраҫҫӗ тесе шутласа, эпӗ акӑ мӗнле ответлерӗм: тӗлсӗр-йӗрсӗр сулланса ҫӳрессине чӑтма пултараймастӑп, уҫӑлса ҫӳреме тухас-тӑк, пӗччен ҫӳреме кӑна юрататӑп, терӗм.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Унӑн пысӑк шурӑ аллине хальчченхи пекех чунтан юратса тата хисеплесе чуптӑватӑп, анчах халь ӗнтӗ ун ҫинчен шухӑшлама, вӑл мӗн тунине тишкӗрме хӑятӑп, вара ирӗксӗрех ман пуҫа хӑратса пӑрахакан шухӑшсем пырса кӗреҫҫӗ.
XXII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.