Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хисеп сăмах пирĕн базăра пур.
хисеп (тĕпĕ: хисеп) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан педагогика ӗҫӗн ветеранне Римма Михайлована Пӗтӗм Раҫҫейри ӗҫпе вӑрҫӑ, хӗҫ пӑшаллӑ вӑйсен тата йӗрке хуралӗн органӗсен ветеранӗсен канашӗн президиумӗн хисеп грамотипе чысланӑ.

Помоги переводом

Чакаҫри ветерансен канашӗн ӗҫне пысӑк хак панӑ // Антонина ТЯМИНА. http://kanashen.ru/2023/07/28/%d1%87%d0% ... %b0%d0%ba/

Хӑйне хисеп туса килнӗ ҫынсене ветеран вӑрӑм кун-ҫул пилленӗ, пӗр-пӗринпе яланах килӗш- терсе пурӑнма каланӑ.

Помоги переводом

100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/08/04/100-c%d1%8 ... 83%d0%bda/

Пӗтӗмӗшле зачетра тата уйрӑм спорт тӗсӗсемпе малти вырӑнсене йышӑннӑ командӑсене физкультура тата спорт управленийӗн медалӗсемпе тата Хисеп грамотисемпе наградӑлӗҫ.

Команды, занявшие призовые места в общем зачете и по отдельным видам спорта, будут награждены медалями и грамотами городского Управления по физической культуре и спорту.

Уфари Физкультурник кунӗнче массӑллӑ мероприятисем иртеҫҫӗ // Ҫутӑ ҫул. https://sutasul.ru/articles/natsi-proekc ... te-3382262

Ҫак уяв Раҫҫейӗн Сывлӑш десант ҫарӗсенче хӗсметре тӑнӑ тата служба тивӗҫӗсене малалла пурнӑҫлакан хӑюллӑ та вӑйлӑ ҫынсене – Тӑван ҫӗршывӑн чӑн-чӑн «ҫунатлӑ пехотине» – хисеп тунине ӗненмелле ҫирӗплетет.

Этот праздник является данью глубокого уважения смелым и сильным людям, которые служили и продолжают служить в Воздушно-десантных войсках России – настоящей «крылатой пехоте» нашей Родины.

Олег Николаев Сывлӑш десант ҫарӗсен кунӗпе саламлани (2023) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2023/08/02/ole ... hno-desant

Ксения Андреевна хӑйне ҫакӑн пек хисеп тунӑшӑн пурне те тав туса ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Помоги переводом

«Ырлӑхра пурӑнатпӑр», — тет 90 ҫулхи Кӗҫени аппа // Алена КАЛЮКОВА. http://kasalen.ru/2023/08/07/%d1%8b%d1%8 ... %97%d2%ab/

Ҫырла ҫитӗнтерес тата унран тӗрлӗ продукци хатӗрлес енӗпе чи ӑнӑҫлӑн ӗҫлекенсене тӗрлӗ шайри Хисеп грамотисемпе тата Тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ.

Помоги переводом

Фестиваль асра юлмалла иртнӗ // Наталья КАЛАШНИКОВА. http://kanashen.ru/2023/07/14/%d1%84%d0% ... 82%d0%bde/

Людмила Витальевнӑна ӗҫри ҫитӗнӳсемшӗн чылай Хисеп хучӗпе наградӑланӑ.

Помоги переводом

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Ӑна нумай ҫул хушши тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тӗрлӗ Хисеп хучӗсем парса чысланӑ.

Помоги переводом

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Мария Ильничнӑна нумай ҫул тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн районӑн тата республикӑн Хисеп хучӗсене парса чысланӑ, ӗҫ ветеранӗ ята та тивӗҫнӗ.

Помоги переводом

Ҫемье телейӗн уҫҫи – юратупа шанчӑклӑхра // Анна МАТРОСОВА. http://kasalen.ru/2023/07/11/%d2%ab%d0%b ... %bb%d3%91/

Тав ҫырӑвӗсемпе Хисеп грамотисем тултарни.

Помоги переводом

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫӗнтерӳҫӗсене хисеп хучӗсем панӑ, ҫавӑн пекех ятарлӑ кӳлепесемпе те чысланӑ.

Победителей наградили почетными грамотами, а также фирменными статуэтками.

Етӗрне тӑрӑхӗнче шахматла выляса ӑмӑртнӑ // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/news/35361.html

Икӗ орденпа, ҫичӗ медальпе наградӑланӑ Л. Я. Агакова, Хисеп Грамотисем нумай панӑ, 1967 ҫултанпа вӑл — Ҫеҫпӗл Мишши ячӗпе хисепленекен преми лауреачӗ; 1968 ҫултанпа — Чӑваш АССР искусствисен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, 1974 ҫулта ӑна халӑх писателӗн ятне панӑ.

Помоги переводом

Умсӑмах // Паллӑ мар. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 2 с.

Комсомольски округ администрацийӗн, ытти ведомствӑсен Хисеп грамотисемпе Тав ҫырӑвӗсене тивӗҫнӗ ентешсемпе хаҫатӑн малашнехи номерӗсенче паллаштарӑпӑр.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн Хисеп грамотипе Тав ҫырӑвне ҫаксем тивӗҫ пулчӗҫ: уйрӑм предприниматель-волонтер Минфенисе Прохорова, «Изамбаевский» сӗт завочӗн бухгалтерӗ Ануш Испирян, Нӗркеҫ вӑтам шкулӗн истори учителӗ Владимир Воронов, хресченпе фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫи Ранис Сафиуллин.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

ЧР Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин Хисеп грамотипе Зуфар Амерхановпа Евгений Ефремова ҫак сферӑра чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа тӑрӑшнӑшӑн чысларӗҫ.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнчи акӑлчан чӗлхипе вӗрентекен Александр Николаева, Чӗчкен тӗп шкулӗн директор ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Гульназ Гайнулловӑна тата Тукай Мишер вӑтам шкулӗнчи кӗҫӗн классен учительне Гульназ Ямалетдиновӑна ЧР Вӗрентӳ министерствин Хисеп грамотипе, Шурут, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗсенчи кӗҫӗн классен вӗрентекенӗсене Венера Васильевӑпа Светлана Мунтайкинана, «Радуга» ача сачӗн воспитательне Ольга Григорьевӑна министерствӑн Тав ҫырӑвӗпе наградӑларӗҫ.

Помоги переводом

Вӑй хурсассӑн акара – савӑнан Акатуйра // Любовь ШУРЯШКИНА, Ангелина ИНОХОДЦЕВА. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%b2%d3%9 ... %b9%d1%80/

Авалтан пыракан йӑлана хисеп туса, Укахви амӑшӗ паян ҫапах та, ирлесе, мӑн вӑрмантан тӗрлӗ курӑк татса килчӗ: пӳсӗр курӑкӗ, ниш курӑкӗ, чикен курӑкӗ, упа мӑйри…

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Вӑл комсомолка, коммунизмла ӗҫ ударникӗ, сӑнӗ — фабрикӑн Хисеп хӑми ҫинче.

Помоги переводом

Маюк // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 45–55 с.

Хамӑрӑн чӑваш правительствин наградине — Хисеп грамоти — Каканаров искусствовед илсе пырать.

Помоги переводом

Ҫул юлташӗ // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 3–18 с.

Александр Магарин, Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн секретариачӗн ертӳҫи, юбиляра Хисеп хучӗ парса чысларӗ, салам сӑмахӗсем каларӗ: «Ирхине ирех чӑваш радиона ҫутсан Ольга Туркай ҫепӗҫ сассипе пуҫланакан «Паянхи кун» кӑларӑма илтме пулать.

Помоги переводом

Ольга Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртрӗ // Чӑваш Республикин наци библиотеки. http://www.nbchr.ru/chuv/index.php/2023/ ... h-ka-irtr/

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней