Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫсе (тĕпĕ: хирӗҫ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хирӗҫсе кайрӑмӑр эпир унпа.

Помоги переводом

XII // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ҫул пуҫламӑшӗ: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 96 с. — 3–84 с.

- Хирӗҫсе пурӑнакансем нихӑҫан та вӑхӑта ҫитсе вилмеҫҫӗ.

Помоги переводом

Иккӗмӗш арӑм - чун валли // Роза ВЛАСОВА. «Хыпар», 2015, 38-39 (26690-26691)№, 11 с.

Икӗ тӗрлӗ шухӑшлакансем пулчӗҫ, тавлашса, хирӗҫсе кайрӗҫ.

Столкнулись две совершенно противоположные точки зрения.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Юлташсем, хирӗҫсе ҫитӗ, тавлашнипе ӗҫ тухас ҫук пирӗн, итлӗр мана.

Помоги переводом

Хӳри вӗҫне туй килсен // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 42–45 с.

Александр атте хӑйне либералла тыткалама хӑтланни ахаль иртмерӗ, часах унӑн лӑпкӑ та ырӑ пурнӑҫне кӗтмен инкек пӑлхатса ячӗ: ывӑлӗ семинаринчен вӗренсе тухсан ылтӑнланӑ риза тӑхӑнасшӑн пулмарӗ, ашшӗ ирӗкне пӑхӑнмасӑр, унпа ӗмӗрлӗхех хирӗҫсе, чӑваш шкулне вӗрентме кайрӗ…

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Халӗ ҫеҫ пасартан килнӗ Мухаров, арӑмӗпе хирӗҫсе хӑшкӑлнӑскер, Каюров килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ.

Помоги переводом

XV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.

Тен, Кӗркури Тимафи пиччесем патӗнчен тухсан, унпа ҫул ҫинче курса калаҫнӑ пуль, тем пирки хирӗҫсе кайса тытӑҫса ӳкнӗ…

Помоги переводом

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Ҫӗрӗпех ҫывӑраймасӑр шухӑшлани Николай Ивановича чӑркӑшлантарса ячӗ, оборудованисем паракан склад заведующипе чипер ҫӗртенех хирӗҫсе кайрӗ.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 78–94 с.

Эпӗ ӑна хам Оксанӑпа хирӗҫсе кайни ҫинчен каласа патӑм.

Помоги переводом

IV // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Хирӗҫсе ӑна вилӗмле тӑшман тӑвас килмерӗ.

Помоги переводом

«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.

Апатланнӑ хыҫҫӑн Микула нумаях та кӗтмерӗ, урамӑн тепӗр енче Касмуххасем килнине асӑрхарӗ, Ку таранччен вӑл, хирӗҫсе кайнӑ Ӗнелпе Пиш хушшинче нимле туслӑх та пулма пултарайман пек сунса, уполномоченнӑйӗсем те пӗр-пӗрин ҫине тӑшманла пӑхасса, уйрӑм ҫӳрессе кӗтнӗччӗ.

Помоги переводом

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Ял ҫыннисемпе хирӗҫсе пурӑнни килӗшӳллӗ пулӗ-ши?

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тем пулсан та хирӗҫсе кайма парас мар шутпа упӑшкине куҫран пӑхса илчӗ те Микула енне ҫаврӑнчӗ.

Помоги переводом

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Аттепе анне юлашки вӑхӑтра шутсӑр хирӗҫсе кайрӗҫ.

Помоги переводом

Хрестука вӑрланӑ // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хӗрарӑм чӗтресе илчӗ, анчах хирӗҫсе тӑмарӗ.

Помоги переводом

Улахра // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пӗр-пӗр хӗршӗн хирӗҫсе кайман пулӗ те?

Помоги переводом

Ҫырӑнатӑп // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Вырӑссемпе ҫав тери хирӗҫсе пурӑнакан этем, халӑха пӗр вӑрҫӑран тепӗр вӑрҫа хӑвалакан, пахча картине кӗртнӗ утӑ капанӗсене хуҫинчен ыйтмасӑр тиеттерсе яракан мӑрса ырӑ ҫын мар-тӑр-ха вӑл.

Помоги переводом

8. Мӗн ҫинчен юрлатӑн, Какшан? // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хирӗҫсе кайрӑр-им вара? — пӗлесшӗн пулчӗ Эпселем.

Помоги переводом

17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пӗлет-ха, кӗтмелле мар, пӗтмелле илеҫҫӗ ҫӑткӑн баскаксем, анчах вӗсемпе те хирӗҫсе пурӑнма юрамасть-ҫке.

Помоги переводом

5. Мӑян ҫулӗ // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Манӑн хирӗҫсе тӑма тивӗҫӗм ҫук, аслӑ хан.

Помоги переводом

7. Поэтпа хан // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней