Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хирӗҫлерӗ (тĕпĕ: хирӗҫле) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ҫук, — хирӗҫлерӗ король.

— Нет, не пора, — возразил король.

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Ман планета ҫинче тигрсем пурӑнмаҫҫӗ, — ҫийӗнчех хирӗҫлерӗ ӑна Пӗчӗк принц.

— На моей планете тигры не водятся, — возразил Маленький принц.

VIII // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Оля хирӗҫлерӗ, ура ҫине тӑчӗ те аллисемпе шинеле аяккалла сирсе ячӗ, хӑй пӗрмай: «Ҫук, ҫук, эсӗ ху шӑнса пӑсӑлатӑн!» — терӗ, анчах кайран лӑпланчӗ, аллисене усрӗ, вара Володя, шинельне ун ҫине витсе ярса, хӑй ҫуллахи гимнастеркӑпа ҫеҫ тӑрса юлчӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Интимлӑ пурнӑҫа партком хутшӑнни усӑсӑр, — хирӗҫлерӗ Витя.

Помоги переводом

XIX сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Тӑватпӑр та пӑсатпӑр, тӑватпӑр та пӑсатпӑр, — хирӗҫлерӗ агроном.

Помоги переводом

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

«Тӗрмене хупӗҫ», — хирӗҫлерӗ ӑна тепри.

Помоги переводом

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

— Ун чух пурччӗ пӗртак, — хирӗҫлерӗ шакла пуҫ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Каларӑм-ҫке, эп ачасем патне ҫӳретӗп! — хирӗҫлерӗ Поросенков.

Помоги переводом

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 22–33 с.

— Ҫын хӑйне хӑй ӗҫкӗрен хӳтӗлеймесен, ӑна футбол-хоккей хӳтӗлеес ҫук, — Турунова хирӗҫлерӗ Лашмаков.

Помоги переводом

XXIV // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Туса пӗтереймест, Тарас Поликарпович, туса пӗтереймест, — лӑпкӑн хирӗҫлерӗ ӑна Григориу.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Ман шутпа, хушма плана пурне те пӗр пек пайласа параҫҫӗ… — иккӗленсе хирӗҫлерӗ Кудряшов.

Помоги переводом

XIII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

— Черетсӗр кӗртес мар начальствӑна! — хирӗҫлерӗ хулӑн туталлӑ, кӗске мӑйлӑ тапчам арҫын.

Помоги переводом

X // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Каласа пӗтертӗр! — хирӗҫлерӗ ӑна тепри.

Помоги переводом

VII // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Маша нумайччен хирӗҫлерӗ.

Маша долго отнекивалась.

Дискотека // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/641

Ҫок, – хирӗҫлерӗ Настя.

Нет, — возразила Настя.

Мул // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/621

— Ямаш Ваҫҫине «плагиат» теме иртерех-ха, Нарспи Гавриловна сӑмахӗ ҫавна ӗнентерекен документ мар, — хирӗҫлерӗ Таранов.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Упӑшкине вӗлернӗ вӑл, урӑх никама та мар! — хӗрӳллӗн хирӗҫлерӗ Сулагаев.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Тӗрлӗ сӑлтава пула ялта лайӑххи пӗтсе пыни, усалли ҫӗнтерни ҫинчен ҫырнӑччӗ, анчах издательство повеҫе хирӗҫлерӗ, ӑна планран кӑларса пӑрахассипе хӑратрӗ, тӳрлетсе ҫӗнетме сӗнчӗ.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Ҫӗр кисретсех тиркешме пӑртак тӑхтӑр-ха, малтан редакци таврашӗнчи лару-тӑрӑва ӑнланма тӑрӑшӑр, — лайӑхмарланса йӑвашшӑн хирӗҫлерӗ Таранов.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

— Турра хушша кӗртес мар кунта, — хирӗҫлерӗ Таранов.

Помоги переводом

7 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней