Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хирне (тĕпĕ: хир) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хаяр вӑрҫӑ пуҫлансан вӑйпитти арҫынсем ҫапӑҫу хирне тухса кайнӑ, тылри пӗтӗм йывӑрлӑх хӗрарӑмсем, ача-пӑча ҫине тиеннӗ.

Помоги переводом

Ватлӑха хакламалла // Павел ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2023/08/18/%d0%b2%d0%b ... %bb%d0%b0/

Укахвисемпе кӳршӗллӗ Ольгӑсен тӗлне ик-виҫ хӗрарӑм, виҫ-тӑват хӗр тата виҫӗмкун ҫартан таврӑннӑ Михал, хӑрах ура лаппине вӑрҫӑ хирне хӑварнӑскер, пухӑнса ларнӑ.

Помоги переводом

7 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Халь те куҫ умӗнчен каймасть-ха: хӑла лаша утланнӑ Мӗкӗте, ун чухнех колхоз хирне хураллама тытӑннӑ Уй Мӗкӗти, трактор умне сиктерсе пычӗ те: «Элпуҫ уйӗнче арӑму ача ҫуратнӑ», тесе хӑварчӗ.

Помоги переводом

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 357–367 с.

Упӑшкуна вӑрҫӑ хирне ӑсатса ятӑн та ҫӗре кӗрсе выртрӑн.

Помоги переводом

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Чӑваш Енрен вӑрҫӑ хирне кайнисене валли ҫырнӑ ҫырусенчен калӑпланӑ Ҫӗнӗ Шупашкарсен стенчӗ ҫине, республика Пуҫлӑхӗ ятарлӑ ҫар операцийӗсене хутшӑнакансене хисеплесе, ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ ҫӗнтерӳпе каялла часах таврӑнма чӗнсе каланӑ.

Помоги переводом

«2020 ҫултанпа эпир управлени тытӑмне улӑштартӑмӑр – ҫынсемпе тата та тачӑрах ӗҫлеме пуҫларӑмӑр», – тесе палӑртнӑ Олег Николаев // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/04/2020 ... shtartamar

Вӑл ҫар почти ҫӳретнӗ ҫырусене салтаксем патне вӑрҫӑ хирне илсе ҫитернӗ.

Помоги переводом

Ветерана ҫывхарса килекен Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе чысларӗҫ // Артемий Мясников. http://kanashen.ru/2023/05/05/%d0%b2%d0% ... %ba%d1%83/

Михаила та вӑрҫӑ хирне ӑсатаҫҫӗ.

Помоги переводом

Ҫӗршыв ирӗклӗхӗшӗн кӗрешнӗ // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/04/28/ce%d1%80%d1 ... 88%d0%bde/

Аслӑ хӗрне Эпрахиле ҫынсем Валтиел патне пытарнӑ, теприне тепӗр ял хирне, виҫҫӗмӗшне тата урӑх ҫӗре.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӑшӗ ыратнине пӑхмасӑрах Карлай юмӑҫ панӑ япаласене пуҫтарчӗ те Валтиел хирне тухса утрӗ.

Помоги переводом

Эпрахиль юпи // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ӗҫчен чӑваш тухнӑ ирех хӑй хирне, Пупле-пупле авать шурти ҫеремне:

Помоги переводом

VII. Сухатӳ // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Ҫав кунтан пуҫласа юлташӑмсем, пур енӗпе те хӑйсемпе «тӑп тан» танлаштармарӗҫ пулин те, мана вӑйӑ-кулӑсенче «умалла иртме» те, «ҫул пуҫӗ» пулма та ирӗк паратчӗҫ, хӑш-пӗр вӑйа «катаччилентерес» е «юнлӑ вӑрҫӑ хирне» ҫавӑрас мелсене шӗкӗлченӗ чух ман сӗнӳсене те шута илетчӗҫ, вӗсене йышӑну никӗсне те хыватчӗҫ.

Помоги переводом

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Халиччен тулӑх пурнӑҫпа, чипер килӗштерсе пурӑннӑ кил-йышпа унӑн пысӑк хуҫалӑхӗ кӗҫӗр ;кунӗпе хаяр ҫапӑҫусем пынӑ хыҫҫӑн шӑпланнӑ вӑрҫӑ хирне аса илтерчӗ.

Помоги переводом

Килте // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Саровски пуш хирне патша хӑй пынӑ.

Помоги переводом

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

— Курманни нумай пулать, Аттеней, мана вӑрҫӑ хирне пӑрахса хӑварнӑ ырӑ тарҫӑм, — йӗкӗлтесе сӑмах хушрӗ хуҫа лешӗ алӑк урати урлӑ каҫсанах.

Помоги переводом

3. Ҫынсене мӗн вӑрҫтарать // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Тукайпа пӗрле мана та ил Арск хирне, ахаль аскер пек ҫапӑҫса пуҫа хурам пӗрех хут ҫакнашкал мӑшкӑла тӳссе лариччен…

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сотник Тукай, — терӗ вӑл ун еннелле ҫаврӑнса, — хӑвӑр енчен килнӗ ҫарсене пӗтӗмпех Арск хирне илсе каяс пулать.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Халӗ хӑвӑн утлӑ ҫарупа Арск хирне кай, княже.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑйсен ҫеҫен хирне кайччӑр, пире ан кансӗрлеччӗр.

Помоги переводом

5. Пӗчӗк Гирей // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Украина ҫеҫен хирне тухать те каялла таврӑнать, Дон патне ҫитет те каялла таврӑнать.

Помоги переводом

1. Тыткӑна лекнӗ уйӑх // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Вӑрҫӑпа килсе кӗрсессӗн Фашистсем ҫӗршыв ҫине, Килӳнтен ӑсаннӑ эсӗ Ҫапӑҫма вӑрҫӑ хирне.

Помоги переводом

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней