Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

хапхи (тĕпĕ: хапха) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Уй хапхи патнелле хиртен тусан мӑкӑрланса ҫывхара пуҫларӗ.

К околице со стороны поля приближалось пыльное облако — ребята гнали табун.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ультуҫ инке пӳрчӗ айккинчи уй хапхи патӗнче ҫынсем лараҫҫӗ.

Возле дома тетушки Ульдусь, что стоит у самой околицы, сидят люди.

Чӳк // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ҫил хапхи те питӗрнипех, йӗрсем те курӑнмаҫҫӗ, выльӑхсем — ҫук!

И ворота заперты, и следов не видать, а животные исчезли.

Мулкач Терушӗ, Някуҫ тата ыттисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

— Улатимӗр хапхи самаях шӑйӑрать пулмалла ҫурӑма.

— Жизнь, кажется, подкинула ему немало испытаний.

Юлташсем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Ак ял хапхи.

Помоги переводом

VII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӗлле вӑл каҫсенче юратнӑ Ларма халап хапхи ҫинче: Ача-пӑча ыр чӗринче Хастарлӑх туйӑмне вӑратнӑ.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ҫук, нихӑҫан та уй хапхи Шалт! хупӑнман иртен-ҫӳреншӗн — Ҫын кӳренет канма кӗменшӗн.

Помоги переводом

I // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

— Кабир старик килӗшессе кӗтмесӗрех хӑйӗн хапхи еннелле утрӗ.

Помоги переводом

XXVI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укӑлча хапхи тӗлӗнче ӑна юланутпа Левентей хӑваласа ҫитрӗ, пӗрремӗш бригадӑна вара вӗсем иккӗн кайрӗҫ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ял хапхи патӗнче ачасем хурӑн хуппине виҫ кӗтеслӗ каснӑ та пылак шыв ӗҫес тесе куркасем вырнаҫтараҫҫӗ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Вӗсем Маринене иккӗн икӗ енчен ярса тытрӗҫ те урам варрипе укӑлча хапхи патнелле утрӗҫ.

Помоги переводом

XI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укӑлча хапхи патне ҫитсен, хӗр Турикас еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, — Липа патне кайса килсен ытлашши пулмастчӗ ӗнтӗ, анчах, хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл паян килӗнче лармалла мар, ытти ялсене каясшӑнччӗ.

Помоги переводом

IV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ялти ҫынсене ӑсатнӑ ҫӗртен нихҫан юлман Назиб та укӑлча хапхи патӗнче халӑх кӗпӗрленсе тӑнине аякран ҫеҫ асӑрхарӗ.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укӑлча хапхи патне икӗ пар лаша кӳлсе тӑратнӑ: пӗри — Кабире района леҫме, тепри — Ятмана жнейкӑпа тырӑ вырма.

Помоги переводом

XXIX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Тӗттӗм урампа такӑнкаласа хӑйсен хапхи умне ҫитрӗ те — унта, кӗрхи сивве пӑхмасӑр, хӗрпе каччӑ тӑраҫҫӗ.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Укӑлча хапхи патне ҫывхарса пынӑҫемӗн Ятманӑн чӗри хӑвӑртрах та хӑвӑртрах тапрӗ.

Помоги переводом

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кӑтра Михалан варҫӑ умӗн ҫеҫ тунӑ ҫӗнӗ хапхи мӗн ҫӗрле пуличченех чӗриклетсе уҫӑлса хупӑнма чарӑнмарӗ.

Помоги переводом

II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ирхине хӑюланса тухса пӑхрӗҫ — Нухай хапхи патӗнче пӗр ҫын та ҫук ӗнтӗ.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫапла калаҫрӗҫ хула хапхи умӗнче мӗн пулса иртнине карта хушшинчен пӑхса тӑракан туссем.

Помоги переводом

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хусанӑн хапхи нумай, кирек хӑшӗн патне кайӑр.

Помоги переводом

13. Мӗн тусан лайӑхрах? // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней