Поиск
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн ҫав шанчӑксене тӳрре кӑларма хамӑртан мӗн килнине йӑлтах тумалла.Мы должны приложить все усилия, чтобы эти надежды осуществились.
Михаил Игнатьев Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун ячӗпе саламлани (2017) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2017/06/01/news-3583272
Республикӑн хаклӑ ҫыннисем, эсир хастарлӑн хутшӑннипе тата пӗтӗм халӑх пулӑшнипе эпир тӑван чӗлхемӗр ирӗклӗн янӑратӑр, вӑл Чӑваш ҫӗрӗн аваллӑхӗпе хальхи пурнӑҫне тата пуласлӑхне ҫыхӑнтаракан, пире тӗнчен хуть хӑш кӗтесӗнче те пӗр-пӗринпе йӗркеллӗн хутшӑнма пулӑшакан чӗлхе пулса тӑтӑр тесе хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тӑвӑпӑр.
Олег Николаев Чӑваш чӗлхи кунӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://cap.ru/news/2022/04/24/glava-chu ... aet-s-dnem
Анчах та, — хамӑртан хамӑр намӑсланакан чӗре именӗвӗпе ыйтатпӑр эпир, — чӑннипех вилнӗ ҫыннӑн ҫапла майпа чӗрӗлсе тӑма май пур-и, вӑл чӑнласах чӗрӗлсе тӑраять-и?
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Анчах пирӗнтен хамӑртан, урӑхла каласан — этемрен, ҫынсенчен, вӑрттӑнраххи те тӗлӗнмеллереххи тӗнчере ҫук тесе пӗтӗмлетсе, эпир хамӑр, — ӗненӳсӗрлӗхре те, ҫӑмӑл ӗненӳлӗхре те, — кирек мӗнле пӑхсан та пӗрешкелех ӑнланайми, пӗлсе ҫитерейми тесе шухӑшласа эпӗ хаклӑ вулаканӑмсене тӗлӗнмеллипех тӗлӗнтерекен пӗр ӗҫ ҫинчен каласа пама хӑюлӑх ҫитересшӗн; ӗненсемӗр: кунашкалли пирӗн планета ҫинче урӑх пулманах.
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Унӑн ҫак тилӗ ҫури пулман пулсан, тӑшмансем пирӗн лашасене вӑрлама ӗлкӗрнӗ пулӗччӗҫ, пирӗнтен хамӑртан та кама та пулин вӗлернӗ пулӗччӗҫ.
Икӗ Синопа // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Джеймс Ш. Пӗчӗк индеец Синопа: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 109 с.
Анчах пирӗн тӑватӑ штабӗ те вара нимӗнле агитаци те тумаҫҫӗ, ҫакна пула иккӗленсе тӑракан массӑсене хамӑртан уйӑрса илме Краснова ирӗк параҫҫӗ.
4 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Ҫапах та вӑл мана хамӑртан пӗр виҫӗ мильре пурӑнакан ту айккинчи йӑтӑнса аннӑ ҫурт ҫине пӑхмашкӑн ыйтрӗ.Он только попросил обратить внимание на развалины, видневшиеся на склоне горы, в трех милях от нас.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Хӗрарӑмсем валли мӗнпур ӗҫ-хӗл сферинчех хӑйсен пултарулӑхне туллин уҫса памалли майсем туса парас, ачасен хальхи телейлӗ пурнӑҫне тата ырӑ малашлӑхне тивӗҫтерес тесе эпир хамӑртан мӗн килнине пӗтӗмпех тума тӑрӑшатпӑр.
Михаил Игнатьев Анне кунӗ ячӗпе саламлани (2018) // Михаил Игнатьев. https://cap.ru/news/2018/11/24/news-3979813
Вӗсене хамӑртан пӑрса ярас тесе, поезда эпир Ровно хулинчен хӗвеланӑҫ енче, Ковель — Ровно хушшинчи чугун ҫул ҫинче сиктерме шут турӑмӑр.
Шерепе // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Сасартӑк, хамӑртан пӗр виҫӗ километрта, эпир хура тӗтӗм мӑкӑрланса ҫӗкленнине курах кайрӑмӑр.Вдруг километра за три от себя мы увидели клубы черного дыма.
Хӑвӑрт тавӑрни // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Теприсене тата, нимӗҫсем пире тапӑнма хӑтӗрленнипе хатӗрленменнине асӑрхаса пыма, хамӑртан ик еннелле яраттӑмӑр.Другие посылались в стороны, чтобы следить, не готовят ли немцы на нас нападение.
Ҫул ҫинче // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Хамӑртан туртса илнӗ япаласене вӗсенех хӑварма юрать вӗт, чӑн мар-и?
XXXII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Вара эпир вӗсене хамӑртан ирттерсе ятӑмӑр.
XXV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Сирӗн пурнӑҫӑр пахалӑхне лайӑхлатас, хастарлӑ та хӑтлӑ вӑрӑм ӗмӗрлӗхе тивӗҫтерес тесе эпир хамӑртан килнине пурне те тума тӑрӑшатпӑр.
Олег Николаев Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ячӗпе саламлани (2021) // Олег Николаев. http://glava.cap.ru/news/2021/10/01/glav ... et-s-mezhd
— Ӑна выҫӑхтарса вӗлересси пирӗнтен хамӑртан килет.
III сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Кун хыҫҫӑн пиртен мал енче, хамӑртан чӗрӗк мильре Британи ялавӗ йӑлкӑшса кайрӗ.И потом впереди над лесом, в четверти мили от нас, взвился британский флаг.
XV сыпӑк // Никита Волков. Стиветсон, Р.Л. Мул утравӗ: роман / вырӑсларан Н.Волков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 168 с.
— Каларӑм вӗт эпӗ сана, — хутшӑнчӗ Лёша, ӑна хамӑртан хӑптаймастӑн тесе.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Гавриил Байдеряков. Тайц Я.М. Тупни: повесть. Вырӑсларан Г. Байдеряков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 88 с.
Ма хамӑртан хамӑр именсе тӑрас — тытас та кӗрлеттерес шепрен те шеп туй!
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Атя, ут, ҫитет хамӑртан култарса, — Хвеччиса хулӗнчен шарт! ярса тытрӗ Куля.
10 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Хисеп тӗлӗшпе хамӑртан пилӗк хут ытларах пулнӑ тӑшмана хирӗҫ ҫапӑҫнӑ чух эпир маларах туяннӑ пӗлӳпе ӑнӑҫлӑн усӑ куртӑмӑр.
15. Улттӑн вӑтӑра хирӗҫ // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Кожедуб, И. Н. Тӑван ҫӗршывшӑн: летчик каласа пани. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 192 с.