Поиск
Шырав ĕçĕ:
7. Ҫавӑнпа Саваоф Ҫӳлхуҫа ҫапла калать: акӑ Эпӗ вӗсене шӑратсах тӗрӗслӗп; халӑхӑмӑн хӗрӗпе Манӑн тата мӗн тӑвас-ха?
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Халӑхӑмӑн хӗрне мӗншӗн-ха сыватаймаҫҫӗ?
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
19. Акӑ инҫетри ҫӗршывран халӑхӑмӑн хӗрӗ йӗрсе йӑлӑннине илтетӗп: «Сион ҫинче Ҫӳлхуҫа ҫук-им вара? унта Патша ҫук-им вара?» Мӗншӗн-ха вӗсем хӑйсен йӗрӗхӗсемпе — ют ҫӗр йӗрӗхӗсемпе, ниме тӑманскерсемпе — Мана ҫиллентерчӗҫ?
Иер 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӗсем кӗҫӗннинчен пуҫласа асли таранах мулшӑн ҫунаҫҫӗ, пророкран пуҫласа священник таранах пурте ултавлӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ; 14. Ман халӑхӑмӑн суранӗсене ячӗшӗн ҫеҫ сиплеҫҫӗ, «тӑнӑҫлӑх, тӑнӑҫлӑх!» теҫҫӗ те — тӑнӑҫлӑхӗ ҫук та.
Иер 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Ҫавӑн чухне ҫак халӑха тата Иерусалима ҫапла калани пулӗ: Манӑн халӑхӑмӑн хӗрне пушхирти тусем ҫинчен вӗри ҫил пырса ҫапӗ, ҫав ҫилпе тырӑ сӑвӑраймӑн, ӑна хывӑхран тасатаймӑн — 12. ытлах та вӑйлӑ ҫил вӑл! вӑл Ман ирӗкӗмпе ҫитӗ те — Эпӗ вӗсене сут тӑвӑп.
Иер 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Ҫурт-йӗре урӑх ҫынна пурӑнтарма лартмӗҫ, иҫӗме урӑххи ҫитӗрччӗ тесе лартса ҫитӗнтермӗҫ: Ман халӑхӑмӑн кунӗсем йывӑҫ ӗмӗрӗ пек пулӗҫ, Эпӗ суйласа илнийӗсем хӑйсен алли ӗҫӗпе чылайччен усӑ курӗҫ.
Ис 65 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Калӗҫ ун чухне: тикӗслетӗр, тикӗслетӗр, ҫул-йӗре тикӗс тӑвӑр, Ман халӑхӑмӑн ҫулӗ ҫинчи чӑрмавсене илсе пӑрахӑр.14. И сказал: поднимайте, поднимайте, ровняйте путь, убирайте преграду с пути народа Моего.
Ис 57 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ӑна мӑшкӑл кӑтартнӑ, тӳрӗ сут туман; Унӑн шӑпи ҫинчен кам шухӑшлать? Ӑна чӗррисен ҫӗрӗнчен уйӑрнӑ; Ӑна Ман халӑхӑмӑн ҫылӑхӗсемшӗн вӗлернӗ.
Ис 53 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Ман халӑхӑмӑн ҫӗрӗ ҫинче йӗплӗ курӑк та ҫумкурӑкӗ ӳсӗ, хавас шавлӑ хулари савӑнӑҫлӑ ҫуртсенче те ҫапла пулӗ, 14-15. мӗншӗн тесессӗн керменсене пӑрахса хӑварӗҫ; шавлӑ хуларан тухса кайӗҫ; вара пирӗн ҫине тӳперен Сывлӑш аниччен, пушхир сат пулса тӑриччен, сат пахчине вӑрман тесех шутлама пуҫличчен Офел сӑрчӗпе пашне хир ашакӗсемпе кӗтӳсемшӗн ту хушӑкӗ вырӑнне пулӗҫ, вӗсем ҫавӑнта хӳтлӗх тупӗҫ.
Ис 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Ҫавӑнпа калатӑп ӗнтӗ: пӑрахса хӑварӑр мана, эпӗ вӗри куҫҫульпех макӑрӑп; халӑхӑмӑн хӗрне ҫаратса хӑварнӑ чухне йӑпатма ан тӑрӑшӑр мана: 5. Турӑ кӑтартни курӑннӑ айлӑма ҫитнӗ сехӗрленӳ кунӗ, мӑшкӑлпа шуйхану кунӗ — Ҫӳлхуҫаран, Саваоф Турӑран, вӑл.
Ис 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Ӗнтӗ хам та пӗлместӗп — халӑхӑмӑн чаплӑ ҫыннисен кӳмисем еннелле мӗншӗн ӑнтӑлчӗ-ши ман чунӑм?12. Не знаю, как душа моя влекла меня к колесницам знатных народа моего.
Юрӑ 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Туррӑмӑр каланӑччӗ: 5«Хамӑн халӑхӑма Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ кунранпа Эпӗ Израилӗн нихӑш йӑхӗнче те Хамӑн ятӑмпа Ҫурт лартмашкӑн хула суйламан, Хамӑн Израиль халӑхӑмӑн патшине лартмашкӑн ҫын суйламан, 6. анчах Иерусалима Хамӑн ятӑм ҫавӑнта пултӑр тесе суйласа илтӗм тата Хамӑн Израиль халӑхӑма тытса тӑмашкӑн Давида суйласа илтӗм» тенӗччӗ.
2 Ҫулс 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
2. Ӗнер те, виҫӗмкун та — Саул патша пулнӑ чухне — эсӗ Израиле ертсе тухаттӑн, ертсе кӗреттӗн, Ҫӳлхуҫа Турру сана ҫапла каланӑ: «эсӗ Ман халӑхӑмӑн, Израилӗн, кӗтӳҫи пулӑн, эсӗ Манӑн халӑхӑн, Израилӗн, ҫулпуҫӗ пулӑн» тенӗ.
1 Ҫулс 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Исаия хуларан та тухма ӗлкӗреймен-ха, ӑна Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 5. Езекия патне, Ман халӑхӑмӑн патши патне, каялла таврӑн та кала: Ҫӳлхуҫа, Давид аҫун Турри, ҫапла калать, те: Эпӗ санӑн кӗллӳне илтрӗм, санӑн куҫҫульне куртӑм.
4 Пат 20 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Вааса ҫинчен Иуя, Ананий ывӑлне, Ҫӳлхуҫаран сӑмах пулнӑ: 2. Эпӗ сана, тӑпра-тусан ӑшӗнчен ҫӗклесе, Израиль халӑхӑмӑн ҫулпуҫӗ туса лартрӑм, эсӗ пур — Иеровоам ҫулӗпе кайрӑн, Израиль халӑхӑм Мана хӑйӗн ҫылӑхӗсемпе ҫиллентерсе тӑтӑр тесе, ӑна ҫылӑха кӗртрӗн, 3. ҫавӑнпа Эпӗ Вааса килне, ун йӑхӗн килне те пӑрахӑҫа кӑларатӑп; Нават ывӑлӗн Иеровоамӑн килне мӗн кӑтартнӑ, санӑн килне те ҫавнах кӑтартӑп; 4. Вааса кил-йышӗнчен хулара вилнисене йытӑсем ҫисе ярӗҫ; хирте вилнисене вӗҫен кайӑксем сӑха-сӑха пӗтерӗҫ, тенӗ.
3 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. [Саул] каланӑ: эпӗ ҫылӑха кӗтӗм, анчах эсӗ халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче тата Израиль умӗнче мана чыс тусамччӗ, манпа пӗрле пырсамччӗ, эпӗ вара санӑн Ҫӳлхуҫа Турруна пуҫҫапӑп, тенӗ.
1 Пат 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Вара [Вооз] хӑйӗн хурӑнташне каланӑ: хайхи Моав ҫӗрӗнчен таврӑннӑ Ноеминь хӑй упӑшкин — пирӗн Елимелех тӑванӑмӑрӑн — анине сутать; 4. эпӗ ҫак хыпара сан хӑлхуна кӗртес терӗм, сана калас терӗм: ҫакӑнта ларакансем умӗнче, халӑхӑмӑн аслӑ ҫыннисем умӗнче ил эсӗ ҫав анана; тӳлесе илессӳ килсессӗн — тӳлесе ил; тӳлесе илессӳ килмесессӗн — мана кала, эпӗ пӗлсе тӑрам; сансӑр пуҫне илме тивӗҫлӗ ҫын ҫук, сан хыҫҫӑнхи вара — эпӗ, тенӗ.
Руфь 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1
- 2