Поиск
Шырав ĕçĕ:
Вунултӑ ҫулхи арҫын ача ҫирӗм ҫичӗ ҫулхи адъютанта епле хисеплеме пултарать, эпӗ те Дубкова ҫапла хисеплетӗп; ҫитӗннӗ ҫынсем пурте ҫав адьютант ҫинчен ҫав тери йӗркеллӗ ҫамрӑк ҫын, питӗ лайӑх ташлать, французла калаҫать, теҫҫӗ, хӑй вара вӑл чунӗпе эпӗ ҫамрӑккинчен йӗрӗнет, анчах ҫакна пытарма тӑрӑшать пулас.
XIV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Каҫхи уроксем хыҫҫӑн эпӗ яланхи пекех Володя пӳлӗмне кӗтӗм, вӑл, диван ҫине тӑсӑлса выртса, чавси ҫине таяннӑ та темле французла роман вулать.
XXVI сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Юлашки сыпӑкне вӑйлатса, accent circonflex-па, ҫунатланса французла каланӑ ун сӑмахӗсем мана ҫав тери йӑлӑхтарса ҫитернӗччӗ.
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Атте мана ӳкӗтлеме пуҫлӗ, анчах эпӗ алла сулӑп та калӑп: «Ҫук, ырӑ ҫыннӑм, эпир пӗрле пурӑнма пултараймастпӑр, ярах мана», — вара эпӗ ӑна ыталаса илӗп те тем пирки-ҫке французла калӑп: «Oh mon père, oh mon bienfaiteur, donne moi pour la dernière fois ta bénédiction et que la volonté de Dieu soit faite» Ҫапла шухӑшласа илсен, эпӗ, тӗттӗм чӑланта арча ҫинче лараканскер, уласах йӗрсе яратӑп.
XV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ҫырӑвӑн тепӗр пайне урӑх хут татӑкӗ ҫине французла, ҫыпӑҫуллӑ, анчах тикӗс мар саспаллисемпе ҫырнӑ.
XXV сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Herr Frost нимӗҫ, анчах пирӗн ырӑ Карл Иваныч йышши нимӗҫ мар: вӑл вырӑсла тӗрӗс калаҫать, французла та перкелешет, пӗтӗмӗшпе илсен, уйрӑмах вӑл хӗрарӑмсем хушшинче нумай вӗреннӗ ҫын шутланать; вӑл хӗрлӗ мӑйӑхне ӳстерсе янӑ, хӑй ҫине йӑлтӑртатса тӑракан ҫутӑ кӑвак тӗслӗ, штрипкӑллӑ шӑлавар тӑхӑнса ҫӳрет, вӗҫӗсене шӑлавар ҫакки айне чикнӗ хура атлас шарфӗ ҫинче рубинлӑ пысӑк булавка йӑлкӑшать, вӑл ҫамрӑк, ҫи-пуҫӗ хӑйне хӑй кӑмӑлламалла хитре, мускуллӑ урисем тӳрӗ те тӗлӗнмелле илемлӗ.
XIX сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
XVIII ӗмӗрте философи ыйтӑвӗсемпе тата хитре калаҫасси тӗлӗшпе Францире ҫырса кӑларнӑ лайӑх япаласене пурне те вуласа тухнӑ вӑл, француз литературин мӗнпур лайӑх произведенийӗсене тӗплен пӗлсе ҫитнӗ, ҫавӑнпа час-часах Расин, Корнель, Боало, Мольер, Монтень, Фенелон ҫырнисенчен цитатӑсем илсе калама пултарнӑ, ҫакна тума юратнӑ та; вӑл мифологие питӗ лайӑх пӗлнӗ, эпосла поэзин французла куҫарнӑ авалхи палӑкӗсене вӗренни уншӑн усӑллӑ пулнӑ, историпе Сегюр ҫырнисенчен ҫителӗклӗ пӗлӳ илнӗ; анчах математикӑна та (арифметикӑна кӑна кӑштах чухлакаланӑ вӑл); физикӑна та, хальхи литературӑна та пачах пӗлмен: калаҫура вӑл сӑпайлӑн шарламасӑр юлма е Гете, Шиллер тата Байрон ҫинчен темиҫе пӗтӗмӗшле сӑмахсем калама пултарать, анчах хӑй нихҫан та вуламан вӗсене.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиня сӑвва вӗҫне ҫитиех итлесен тата ӑна ҫыраканнине темиҫе хут мухтасан, кукамай кӑмӑлӗ ҫемҫелчӗ, унпа французла калаҫма пуҫларӗ, ӑна эсир, савнӑ чунӑм, тесе калама пӑрахрӗ тата ачисемпе пӗрле каҫпа пирӗн пата килме сӗнчӗ, ҫакӑнпа княгиня килӗшрӗ.
XVIII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Княгиня кукамай аллине чуптуса илчӗ тата ӑна пӗрехмай ma bonne tante тесе чӗнет пулин те, эпӗ кукамай унпа кӑмӑлсӑр пулнине асӑрхарӑм: вӑл Михайло князь кукамая саламлама хӑй ҫав тери килесшӗнччӗ пулсан та килейменни ҫинчен каласа панӑ чухне кукамай куҫхаршисене темле урӑхла ҫӗклекелерӗ; тата, княгиня французла калаҫнине хирӗҫ вырӑсла ответлесе, тӑсӑмлӑ сӑмахсемпе ҫапла каларӗ:
XVII сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Ху пӗлетӗн, унашкаллисене эпӗ юратсах каймастӑп, — тӑсрӗ вӑл сӑмахне французла, — ку мана уйрӑмах килӗшмест, тата вӑл…
V сыпӑк // Иван Тенюшев. Толстой Л.Н. Ача чухнехи тата ҫамрӑклӑхпа яш ӗмӗр: повеҫсем; И. Тенюшев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.
Софья Николаевна нимӗҫле пӗлет, Галина Николаевна — французла калаҫать.Софья Михайловна знает немецкий, Галина Константиновна — французский.
32 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Вӑл ҫынсем вырӑсла чарусӑр, французла чӑкӑртӑш пулнӑ; вӗсем ют ҫӗршыв ҫыннисемпе кӑна кӑмӑллӑн калаҫнӑ; вырӑссемпе вӗсем хӑш чух ачаш пулнӑ, хӑш чух вӗсене хӗрхеннӗ, анчах полковник чинне ҫитейменнисене пурне те «эсӗ» тенӗ.
Малалла ҫырас вырӑнне каласа пани // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӗсем французла ҫырусене вырӑслисенчен тӗрӗсрех ҫырнӑ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Вӑл яланах вӑхӑта, ку япала мӗне пӗлтернине, ҫын миҫе ҫултине, арҫын е хӗрарӑм пулнине шута илмесӗр калаҫма пултарнӑ, ҫавӑнпа та унӑн ученикӗсем малтан французла калаҫнине итлеме, унтан калаҫма пит лайӑх вӗреннӗ.
IV // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 30–98 с.
Эпӗ хамӑн искусствӑна пӗр вӗҫӗм вӗренсе пытӑм, хамӑн ӑшӑмра тупнӑ вӑйлах мар пултарулӑха ӳстерме тӑрӑшрӑм та пӗр йывӑрлӑх хыҫҫӑн тепӗр йывӑрлӑх пӗтсе пынине курса савӑнтӑм, Помещикӗ пирӗн ырӑ кӑмӑллӑ, сӑпайлӑ, тӳрӗ ҫынччӗ; вӑл мана хисеплетчӗ, манӑн талантсене тивӗҫлипе хаклатчӗ, мана французла вӗренме укҫа пачӗ, хӑйӗнпе пӗрле Италие, Парижа илсе кайрӗ, эпӗ Тальмапа Марса куртӑм, эпӗ ҫур ҫул Парижра пурӑнтӑм, унтан вара — мӗн тӑвас тетӗн! — эпӗ ун чух питӗ ҫамрӑк пулнӑ-ха, ҫул енчен мар пулсан та, опыт енчен ҫамрӑк пулнӑ, ҫавӑнпа та провинцири пӗчӗк театра таврӑнтӑм; мана хама вӗрентсе ӳстернӗ ҫынпа уйрӑм тивӗҫсем ҫыхӑнтарса тӑнӑ пек туйӑннӑ.
Вӑрӑ чакак // Леонид Агаков. Герцен А. И. Вӑрӑ чакак: повеҫсем; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 104 с. — 3–29 с.
— Сывӑ-и, Ленин юлташ! — ҫывӑхах хирӗнсе кӗрсе, хыттӑн сывлӑх сунать Ильича пӗр кӑтра пуҫлӑ этем французла.— Здравствуйте, товарищ Ленин! — протискавшись ближе, громко говорил по-французски кудрявый человек.
Маяк // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
Чӑн сӑмах, «ура ҫинче тӑрса» тени кӑшт кӑнттамраххӑн илтӗнет вӑл, кил хуҫи куна французла калать: а-ля-фуршет, тет, каялла куҫарсан, ҫавах, ура ҫинче тӑниех, пулса тухать-ха ӗнтӗ — юрӗ.
14 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Эппин, сӗтел хушшинче паян французла ҫеҫ калаҫмалла.
Ҫуллахи кун // Александр Галкин. Прилежаева М. П. Ленин пурнӑҫӗ: повесть; Александр Галкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 255 с.
— Французла ку ак ҫапла янӑрать: перметтэ — муа, силь ву пле, ля сэль, — тӑвар суланчи шутарса лартать вӑл ман еннелле.— По-французски это звучит так: перметтэ-муа, силь ву пле, ля сэль, — и пододвигала мне соль.
6 // Петр Львов, Георгий Ефимов. Шуртаков С.И. Ҫаврӑннӑ юрату. Повеҫпе калавсем. Вырӑсларан куҫарнӑ — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1977. — 190 с. — 3–180 с.
Вӑл паллӑ учӗнӑйӑн пӗртен-пӗр хӗрӗ, ашшӗне пур енчен те пӑхӑнса тӑракан ҫемьере ҫуралса ӳснӗ, лайӑх воспитани илнӗ, музыкӑна вӗреннӗ, юрлама ӑста вӗреннӗ, ачаранах тӑван чӗлхепе калаҫнӑ пек украинла та, вырӑсла та, французла та, нимӗҫле те калаҫнӑ.
Эпир — совет ҫыннисем // Георгий Ефимов. Полевой Б.Н. Эпир — совет ҫыннисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 338 с. — 127–144 с.