Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

фараон сăмах пирĕн базăра пур.
фараон (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2. Фараон хӑй таврашӗнчи икӗ ҫыннине — эрех паракансен пуҫлӑхӗпе ҫӑкӑр паракансен пуҫлӑхне — ҫилленсе ҫитнӗ, 3. вӗсене патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗн ҫуртне, тӗрмене, Иосифа хупса лартнӑ ҫӗре, хупса хунӑ.

2. И прогневался фараон на двух царедворцев своих, на главного виночерпия и на главного хлебодара, 3. и отдал их под стражу в дом начальника телохранителей, в темницу, в место, где заключен был Иосиф.

Пулт 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

1. Иосифа Египета илсе ҫитернӗ, унта илсе пынӑ Измаил ҫыннисен аллинчен ӑна Египет ҫынни Потифар — фараон таврашӗнчи ҫын, патша сыхлавҫисен пуҫлӑхӗ — сутӑн илнӗ.

1. Иосиф же отведен был в Египет, и купил его из рук Измаильтян, приведших его туда, Египтянин Потифар, царедворец фараонов, начальник телохранителей.

Пулт 39 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

20. Фараон хӑй ҫыннисене хушнӑ та, вӗсем вара Аврама хӑйне те, унӑн арӑмне те, унӑн мӗн пуррине пурне те, [унпа пӗрле Лота та] кӑларса янӑ.

20. И дал о нем фараон повеление людям, и проводили его, и жену его, и все, что у него было, [и Лота с ним].

Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

18. Вара фараон Аврама чӗнтерсе илнӗ те каланӑ: эсӗ мана мӗн турӑн капла? вӑл санӑн арӑму иккенне мана мӗншӗн каламарӑн? 19. мӗншӗн эсӗ: «вӑл манӑн йӑмӑк» терӗн? эпӗ ӑна хам валли арӑм тума илсеттӗм.

18. И призвал фараон Аврама и сказал: что ты это сделал со мною? для чего не сказал мне, что она жена твоя? 19. для чего ты сказал: она сестра моя? и я взял было ее себе в жену.

Пулт 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Паян эс, Ахиссар, караван йӗркелетӗн те майра-патшана Иаффӑри гаване ҫити ӑсататӑн, лерен вара — Египета, Суссаким фараон патне, — хушнӑ вал.

Сегодня, Ахиссар, ты снарядишь караван и проводишь царицу до гавани в Иаффе, а оттуда в Египет, к фараону Суссакиму.

XII сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней