Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уҫӑм сăмах пирĕн базăра пур.
уҫӑм (тĕпĕ: уҫӑм) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Октябрьте ку пусӑ ҫине пӑхма питӗ кӑмӑллӑ пулӗ ӗнтӗ: ӑна талкӑшпех кӗрхи тулӑ уҫӑмӗ хупласа илӗ, ирпе ӳкнӗ тӑм ӑна кӗмӗл тӗслӗ туса хурӗ, кӑнтӑрла вара, тӗксӗм кӑвак тӳпере аялтанах шӑвакан хӗвел хӗртме пуҫласан — уҫӑм чӗреслетсе ҫумӑр ҫунӑ хыҫҫӑнхи пек ҫитмӗл те ҫичӗ тӗрлӗ тӗспе ҫиҫме пуҫлӗ, кашни тумламрах вара кӗрхи сивӗ тӳпе те, кӑпӑк пек шурӑ пӗлӗт таткисем те, тӗксӗмленме пуҫланӑ хӗвел те курӑнӗ…

А интересно будет в октябре взглянуть на этот массив: наверное, сплошь покроют его кустистые зеленя озимой пшеницы, утренние заморозки посеребрят их инеем, а в полдень, когда пригреет низко плывущее в бледной синеве солнце, — будто после проливного дождя, заискрятся озими всеми цветами радуги, и каждая капелька будет отражать в себе и холодное осеннее небо, и кипенно-белые перистые облачка, и тускнеющее солнце…

IX сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Кӑшт вӑхӑт иртсен апат илсе уҫӑм ҫине тухнӑ.

Помоги переводом

Акатуй — ӗҫпе кану уявӗ // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22

Ыраш пуссисенче ҫумӑрсем хыҫҫӑн ем-ешӗл уҫӑм кӑшӑлтатса ӳсет.

Помоги переводом

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗтӗм уҫӑм пӗр енчен пӑхсан-хӗрхӗлтӗм тӗслӗ, тепӗр енчен пӑхсан — ҫутӑрах симӗс курӑнать.

Помоги переводом

10 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Вара тулать кар янкӑр уҫӑм Шупка-шупка сенкер тӗспе.

Помоги переводом

XXXVI // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм, Хӗм сапатчӗ ҫупкӑмри палан; Хумханса, шыв пек юхатчӗ уҫӑм, Хырӑсем сип-симӗсчӗ ялан.

Помоги переводом

«Ах, епле хитреччӗ ирхи шуҫӑм…» // Елизавета Илюшкина. «Сувар», 2010.01.15, 3№(837), 10 стр.

Йӗри-тавра, ешӗл уҫӑм ҫинче, мина ҫурӑлнӑ вырӑнсем ҫӑлтӑр евӗр хуралса выртаҫҫӗ.

Вокруг, на зеленой озими, лежали черные звездообразные цветы минных разрывов.

VIII // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.

Кайсан-кайсан, вӑл калча (уҫӑм) ҫинче ҫисе, вылякаласа ҫӳрекен икӗ мулкача тӗл пулчӗ.

По дороге он, на зеленях, встретил двух зайцев; они кормились и играли.

Мулкачӑ // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Страницы:
  • 1

Сайт:

 

Статистика

...подробней