Поиск
Шырав ĕçĕ:
Кӑҫал январь вӗҫӗнче РФ Президенчӗн «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе ҫӗкленнӗ Шуршу ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.
Халӑх пуҫаруллӑ пулнӑран ӗҫ кал-кал пырать // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/05/23/%d1%85%d0%b ... %82%d1%8c/
Кӑҫал вӗсем алӑксене уҫрӗҫ.
«Чӑваш бройлерӗ» ӗҫлеме пуҫларӗ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/60645
Тӗплӗ юсав ӗҫӗсем хыҫҫӑн пӗтӗмӗшле врач практикин уйрӑмне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.
Ял ҫыннисен пысӑк савӑнӑҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/12492-ya ... -k-sav-n-c
Арҫынпа хӗрарӑм, ҫенӗке упаленсе тенӗ пек кӗнӗскерсем, пӳрт алӑкне аран-аран уҫрӗҫ.
5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
— Унӑн ҫырӑвӗсем пирӗн куҫа та уҫрӗҫ темелле: Санаровӑна эпир вӑйлӑн кӑна ятлӑпӑр, выговор парӑпӑр.
4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.
Икӗ салтак юнашарти ҫуртран тем пысӑкӑш ҫӳпҫе сӗтӗрсе тухрӗҫ те хуппине хӗҫсемпе хайӑрса уҫрӗҫ.
Шывӑн турачӗ пур-и? // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.
Кирукпа Санюк хупӑ машина алӑкне, пломба лартса питӗрнӗскерне, хирсе уҫрӗҫ те вӗсен умне тем тӗрлӗ ҫимӗҫ тухса тӑчӗ: пакечӗ-пакечӗпе сухари, кӗрпе, рис, банкӑсемпе ҫӑра сӗт, какай…
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.
Уҫрӗҫ хыпаланса.
Кирлӗ ҫынсем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 33–36 с.
Нумаях пулмасть ҫак ялта медпункт та уҫрӗҫ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Енри Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗсене Комсомольски культура ҫуртӗнче февралӗн 17-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.
Педагогсемпе ачасене телейлӗ ҫулталӑк кӗттӗр // Л.ШУРЯШКИНА. http://kasalen.ru/2023/02/22/%d0%bf%d0%b ... %b0%d0%bb/
Иртнӗ эрнекун Елчӗкри культурӑпа кану центрӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура Раҫҫейри Педагогпа наставник, Чӑваш Республикинчи Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкне уҫрӗҫ, мероприятие чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев 175 ҫул тултарассипе ҫыхӑннӑ пулӑмпа та ҫыхӑнтарчӗҫ.
Вӗрентекен — пӗлӳ хуҫи, телей тӗнчин чӑн-чӑн уҫҫи… // Е.ПЕТРОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b2e%d1% ... 3cc%d0%b8/
Шартлатса тӑракан кӑрлач сивви, пуҫа кайнӑ эрех ун кӑмӑлне уҫрӗҫ, ҫӗклерӗҫ.
XIV // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 132–188 с.
Хӗрсем тимӗр кӑмака ҫинче ҫатмапа пулӑ, кӑлпасси ӑшаларӗҫ, арҫынсем банкӑсене, бутылкӑсене уҫрӗҫ те, чӑн-чӑн савӑнӑҫлӑ уяв пуҫланчӗ.
Йывӑр ҫулсем // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 3–57 с.
Ӑна юлашки ҫула ӑсатнӑ май митинг уҫрӗҫ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Кӗҫех ҫӑрине уҫрӗҫ те алӑка тӗксе пӑхрӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Анука амбар умне йӑтса пычӗҫ, алӑкне уҫрӗҫ.
XIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Пичӗке ҫӑварне уҫрӗҫ те, ҫавӑнтах хуҫине пӑсӑрлантарма пуҫларӗҫ.
Пушар // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Тӗкӗрҫсем хӑйсемех хапха уҫрӗҫ, хӑйсемех хупрӗҫ ӑна.
17. Чун кӳтсе ҫитсен... // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Музее чаплӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ.
Патриот - Тӑван ҫӗр-аннемӗре юратакан, мирлӗ пурнӑҫшӑн пур вӑйран тӑрӑшакан // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11433-pa ... t-r-shakan
Ашшӗсене чи пӗрремӗш саламласа уяв марафонне мӗнпур шкул вӗренекенӗсем уҫрӗҫ.
Ачасем ашшӗсене саламлаҫҫӗ // Ирина ЯКОВЛЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11512-ac ... -salamlacc