Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

учительница (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Леш ялти учительница Надя, Натюк ҫинчен каларӗ ӗнтӗ вӑл.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

— Авланасси… авлансах ҫитмен те, виҫҫӗмӗш курсран каникула кайсан ялта Надя ятлӑ пӗр учительница килӗшнӗччӗ мана, унпа пӗрле ҫывӑхри вӑрмана мӑйӑр татма ҫӳрекеленӗччӗ.

Помоги переводом

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

«Леш хӗрачине пӗтӗм класс намӑслантарчӗ, вӑл Ольӑран каҫару ыйтасшӑн. Оля хӑй те каҫартӑр ӗнтӗ ӑна, урӑх апла калаҫмӗ вӑл», — терӗ учительница.

Помоги переводом

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Учительница хам ӗҫленӗ ҫӗре, ача садне, пырса каласа пачӗ.

Помоги переводом

XVI // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 94–253 с.

Учительница ҫавӑншӑн кулянатчӗ: «Кашни ҫынах хӑйне шутсӑр ӑслӑ тесе шутлать, ҫав суккӑрлатать ӑна», — тетчӗ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Вӗсене Раиса Михайловна учительница тимленипе лартса ҫитӗнтерчӗҫ.

Помоги переводом

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Учительница пире, хамӑр ҫитӗнтернӗ ҫимӗҫсемпе, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнче йӗркеленӗ выставкӑна илсе кайрӗ.

Помоги переводом

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Аня ашшӗ пӗр заводра директорта ӗҫлетчӗ, амӑшӗ — учительница, вӗсем иккӗшӗ те ҫамрӑках марччӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

«Хурама та хурӑнра» ҫамрӑк учительница Ирина Юрова ялти интеллигенци хушшинче хӑш чух тӗл пулакан кивӗлле шухӑшлӑ, лапӑрчӑк чунлӑ, путсӗр ҫынсемпе кӗрешсе, вӗсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларать, лешсем ӑна темӗн тӗрлӗ варалама тӑрӑшнӑ пулин те, чӑнлӑх ҫиеле тухать.

Помоги переводом

Поэт-салтак // Тӑван Атӑл. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 42-44 с.

— Эсир шкула мӗншӗн пыма килӗшменнине пӑртак чухлатӑп, — мӗскӗннӗн кулчӗ хӗр учительница.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Мухтав ӗҫе! — сывлӑх сунчӗ хӗр учительница.

Помоги переводом

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Халь эп учительница! — хӑй ҫитӗннӗ ҫын иккенне пӗлтерме васкарӗ вӑл.

Помоги переводом

8 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

«Автанкассинчи Юрмейкейкинсем — чӑн-чӑн совет патриочӗсем», — ҫапларах каланӑччӗ ун чух ҫамрӑк учительница.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Паянхи пек астӑвать Герасим Федотович: вӑл вӗренекен класра пӗр ҫулхине Александр Мамарланов ятлӑ пӗр ача хутшӑннӑччӗ, ӑна учительница Караҫӑмпа юнашар лартрӗ.

Помоги переводом

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Пӗр пысӑк пӳлӗмӗнче учительница пурӑнать иккен.

Помоги переводом

Маруся // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Вара учительница аппа мана хӑй патне илсе кайнӑ.

Помоги переводом

Аппасем // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Учительница татах тем каласшӑнччӗ, ҫак вӑхӑтра пирӗн пӳлӗм алӑкне ҫемҫен шаккани илтӗнчӗ, унтан, пашка-пашка, хыпӑнса, пӳлӗме хӑйӗн паян ҫырнӑ экзамен ӗҫне ик сехет каяллах парса хӑварнӑ, ҫан-ҫурӑмне ҫӑт-ҫӑт тытакан шурӑ блузка, кӑвак юбка тӑхӑннӑ тӑпӑл-тӑпӑл хӗрача — Милосердина Людмила — кӗрсе тӑчӗ, вӑл, сывлӑш тӑруках ҫавӑрса яраймасӑр, пӗр авӑк инкек «пӑрӗ ларнӑ» куҫӗсемпе пире курса-курмасӑр сӑмахне тӳрех пуҫлаймарӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

— Мӗн тӑвӑн, тытман вӑрӑ вӑрӑ мар теҫҫӗ, — килӗшрӗ манпа учительница.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

Учительница каччӑран «мӗн пулма пултарнӑ вара унта?» — тесе ыйтасшӑнччӗ, анчах Магаев сасартӑках лӑпчӑнса, «тӑм муклашкиленсе», унран куҫне тарӑнах ӳкернине кура, класра чӑрмавлӑ пӑшӑл-пӑшӑл та шӑтӑр-шӑтӑр ҫӗкленесрен шикленсе, калаҫӑва татрӗ те аяккалла пӑрӑнса утрӗ.

Помоги переводом

Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.

(Ула Тимӗрӗн амӑшӗ вилни ҫинчен вара класра учительница кӑна пӗлчӗ).

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней