Поиск
Шырав ĕçĕ:
2. Пушӑ шартлатни, кусакан кустӑрмасем тӑнкӑртатни илтӗнет, утсем кӗҫенни, ыткӑнса пыракан ҫар ураписем кӗмсӗртетни илтӗнсе тӑрать.2. Слышны хлопанье бича и стук крутящихся колес, ржание коня и грохот скачущей колесницы.
Наум 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Эй Лахис хӗрӗ-арӑмӗ, урапуна хӑвӑрт чупакан утсем кӳлсе тӑрат; эсӗ — Сион хӗрӗ тунӑ ҫылӑхӑн пуҫламӑшӗ, Израилӗн усал ӗҫӗсем санра курӑна пуҫларӗҫ.
Мих 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
12. Чул ту тӑрӑх утсем чупаҫҫӗ-и? ӑна вӑкӑрпа сухалама пулать-и? Ҫав хушӑра эсир сут ӗҫне наркӑмӑша, тӳрӗлӗх ҫимӗҫне йӳҫҫе кӑларатӑр; 13. эсир, ниме тӑман япаласене мухтакансем, ҫапла калатӑр: «хамӑр хӑватӑмӑра хамӑр вӑйпа илмен-и эпир?» теетӗр.
Ам 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Фогарма килӗнчен сан таварушӑн лашасем, ҫар ӗҫне юрӑхлӑ утсем тата ашакла лашасем илсе килетчӗҫ.14. Из дома Фогарма за товары твои доставляли тебе лошадей и строевых коней и лошаков.
Иез 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
15. Анчах лешӗ унран уйрӑлчӗ, хӑйне утсем тата йышлӑ ҫын пама ыйтса, хӑйӗн элчисене Египета ячӗ.15. Но тот отложился от него, послав послов своих в Египет, чтобы дали ему коней и много людей.
Иез 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Патвар утсем шавлӑн тапӑртатнӑран, ҫар ураписем шалтӑртатнӑран, кустӑрмисем шав кӑларнӑран алли усӑннипе ашшӗсем ачисем ҫине те ҫаврӑнса пӑхаймӗҫ, 4. филистимсене пӗтерес кун, Тирпа Сидон хулисене пулӑшакансемсӗр хӑварас кун ҫапла пулӗ; Ҫӳлхуҫа филистимсене те, Кафтор утравӗн юлашки йышне те тӗппипе пӗтерӗ.
Иер 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Вилнӗ ҫынна эсӗ вилӗмрен чӗртсе тӑратнӑ, Ҫӳлти Турӑ сӑмахӗпе ӑна тамӑкран кӑларнӑ; 6. эсӗ патшасене вилӗм кӳнӗ, чаплӑ ҫынсене выртакан вырӑнӗ ҫинчех пӗтернӗ; 7. Синай тӑвӗ ҫинче эсӗ вӗсене питленине, Хорив тӑвӗ ҫинче тавӑру сучӗ ҫитессине илтнӗ; 8. вӗсене тавӑрмашкӑн эсӗ ҫу сӗрсе патшасем лартнӑ, хӑвӑн вырӑнна юлма пророксем суйланӑ; 9. вут-ҫулӑмлӑ ҫавраҫил сана вутлӑ утсем кӳлнӗ урапапа тӳпене ҫӗклесе илсе кайнӑ; 10. сан ҫинчен Турӑ ҫырӑвӗнче ҫырнӑ: хӑй вӑхӑтӗнче эсӗ Турӑ ҫилли тулса ҫитиччен ӑна пусарма хатӗр пулӑн, ашшӗ кӑмӑлне ывӑлӗ енне ҫавӑрӑн, Иаков йӑхне ҫӗнӗрен ура ҫине тӑратӑн, тенӗ.
Сир 48 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Ҫӳлхуҫа, Сана — хӑйсене Хӑтаракана — мухтаса, вӗсем улӑхра ҫӳрекен утсем пек хӗпӗртенӗ, путексем пек вылянӑ: 10. ӗнтӗ вӗсем хӑйсем лере мӗн курнине — кулленхи чӗрчунсем вырӑнне ҫӗр шӑна-ӳпре ӗрчетнине, юханшывра пулӑ вырӑнне шутсӑр-сумсӑр шапа кӗшӗлтетнине — асрах тытнӑ.
Ӑсл 19 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.