Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

усса (тĕпĕ: ус) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Хӗр ман ҫине пуҫне усса куҫ айӗн шӑтарасла пӑхать.

Помоги переводом

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Ҫапла вара Арсентьев сессире тухса калаҫнипе хаҫатри статья чиперех усса килчӗҫ пулмалла.

Помоги переводом

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Малти ретре Тамара пуҫне усса ларать.

Помоги переводом

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Лишайкинсен ушкӑнӗ алӑ усса ларман, ҫав Арсентьевсемпе Безбородовсем анне пулӑпӑр-и вара тесех шӑлӗсене шакканӑ пулас.

Помоги переводом

31 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Мӗн тӑвӑн, ҫамрӑк ҫыннӑм, аслаҫу вилнӗ пулсан, апла аҫуна кала, — аллисене ҫӗрелле усса ларчӗ Яльчиков.

Помоги переводом

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Миша пӗр хушӑ аптраса ларчӗ, аллинчи хаҫата пӗтӗрчӗ-пӗтӗрчӗ те аран-аран: — Асатте ҫук ҫав ӗнтӗ пирӗн, — терӗ пуҫне усса.

Помоги переводом

22 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑрманпромхоз директорӗ Тарина вӑрман тӑрӑх илсе ҫӳрени рабочисемшӗн усса килчӗ.

Помоги переводом

13 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫне усса, сывпуллашмасӑрах, хӑех пӑта ҫине ҫакса хӑварнӑ карттусне те манса хӑварса тухрӗ вӑл.

Помоги переводом

Тӑварлӑ каҫ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ҫапах та сӑрӑ чӗрчунсем пуҫне усса вӑрах лармарӗҫ.

Помоги переводом

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Шурсухал тимӗрҫӗ лаҫҫинчен пуҫне усса шухӑша путса утрӗ.

Помоги переводом

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пурте вӗҫсе каяс пек хавасланаҫҫӗ, пӗртен-пӗр Эсекел ҫеҫ пуҫне усса тӑрать, кунти пурнӑҫ ӑна темшӗн пӗрре те килӗшмест, хавхалантармасть.

Помоги переводом

4 // Геннадий Эсекел. Эсекел-Никифоров, Геннадий Леонтьевич. Вӗҫекен пан улмисем: халапсем, юмахсем, калавсем: [вӑтам ҫулхи шкул ачисем валли]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2019. — 60 с. — 14–35 с.

Тивӗҫлӗ канӑва тухрӗ пулин те алӑ усса лармасть хисеплӗ вӗрентекенӗм, тӑван ялӗнчи библиотекӑпа тачӑ ҫыхӑну тытать, тӗрлӗ тӗл пулусене, уявсене, конференцисене хутшӑнать, район хаҫатне заметкӑсемпе статьясем ҫырать.

Помоги переводом

Тавтапуҫ сана, Вӗрентекенӗм! // Светлана Петрушкина. http://kasalen.ru/2023/12/01/%d1%82%d0%b ... %97%d0%bc/

Ӗҫчен ҫемье алӑ усса ларма юратманни тӳрех куҫа курӑнать.

Помоги переводом

73 ҫул иртсен… // А.КАРПОВА. http://nashazhizn21.ru/obshchestvo/1484- ... -ul-irtsen

Инҫетрен пӗчӗкҫеҫ принц кӗлетки курӑнса кайрӗ: вӑл урисене усса хӳме тӑрринче ларать.

И еще издали увидел, что Маленький принц сидит на краю стены, свесив ноги.

XXVI // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Вӗҫен кайӑксем те лӑпланса, ҫуначӗсене усса, ҫӑварӗсене карса лараҫҫӗ.

Даже птицы замерли и сидят с распущенными крыльями и раскрытыми клювами.

Ҫулталӑк вӑхӑчӗсенче ҫанталӑк епле улшӑнса пырать // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

Старик хӑйӗн вӑрӑм, юн тымарӗсем палӑрса тӑракан аллисене усса ним хускалмасӑр ларчӗ.

Помоги переводом

20. «Ан ӗненӗр ӑна, ан ӗненӗр!..» // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Пуҫне аллисем ҫине усса, вӑл пӗтӗмпех ҫак ӗҫ мӗнле пулса иртнине ҫӗнӗрен аса илме, чи вак-тӗвек япаласене те хӑйсен вырӑнне лартма тӑрӑшать.

Помоги переводом

4. Ҫӑра курӑк тата ҫӑлтӑрсем // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Ҫӑвар карса, пуҫ усса лармалла мар».

Помоги переводом

XXV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эрне варринче сирӗншӗн усса каякан улшӑнусем пулма пултарӗҫ.

В середине недели возможны перемены, которые пойдут вам на пользу.

37-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ

Пуриншӗн те усса пычӗ вӑл.

Помоги переводом

Тулӑх тапхӑр // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней