Поиск
Шырав ĕçĕ:
Ҫакна пӗлнӗ пекех, анне каллех пӗлтӗрхи сурӑхсене усрани ҫинчен аса илтерчӗ.
Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.
Вӑл киревсӗр, путсӗр шухӑш пытарса усрани сисӗнет-сисӗнетех.
XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.
Йытӑ-кушак усрани вара пирӗншӗн ахаль те ҫиме ҫитмен татӑка татах пайлани пулӗччӗ.
I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.
— Амӑшӗ патӗнче усрани пӑрахса хӑварнине пӗлтермест.
3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.
Полина та ачалӑхӗнчи харсӑр, пуҫтах «принца» ӗмӗтӗнчех, чӗри ҫывӑхӗнчех тытса усрани куҫкӗретех.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Оккупантсене нимӗнле законра та ҫырман тискер ӗҫсем тӑвас ӗҫре халӑха вӗрентсе ҫутта кӑларни мар, тӗттӗмре пӑчлантарса усрани кирлӗ.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.
Ятарласа пуяна тухни, вӑйлисем умӗнче ятарласа йӑпӑлтатни, ятарласа хӑйӗн вӑрттӑнлӑхне тӑшмансенчен те, халӑхран та пытарса усрани — темӗн, рабочи класӑн революцилле парти ҫыннисене мар, народниксен каяшӗсене аса илтермест-ши?
«Ӗмер сакки сарлака» роман пирки // Михаил Сироткин. «Тӑван Атӑл». — 1962, 2(95)№ — 89-97 с.
Вырӑс элчине шӑтӑк пӳртре усрани аван мар.
6. Юсуф князь // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Настаҫ кинеми ӑна мӗнле тутлӑ ҫитернипе епле ачаш усрани ҫинчен каласа та пӗтерес ҫук.
Твикка // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 61–64 с.
4) хӑйӗн усал ӗҫ тума ҫырнӑ хучӗсене пытарса усрани тенӗ;Четвертый грех Григорьева заключался в тайном хранении бумаг, подстрекавших крестьян к волнению.
Пӑлхав тапранни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Ик уйӑха яхӑн ҫӑнӑх шывӗпе усрани те, сиплӗ курӑксемпе эмеллени те — нимӗн те ҫӑлаймарӗ ман телее.
Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анчах хула Совечӗ ӑна итлесшӗн пулман: чӑвашсем валли уйрӑм шкул тытса усрани — вӗсене Яковлев вырӑссенчен уйӑрма тӑрӑшнине пӗлтерет, тенӗ.
2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.
Чул вӑрттӑнлӑх пытарса усрани Гента иккӗлентермест, ӑна уҫмашкӑн унӑн паллӑ марлӑха сапалас хушуллӑ кӑмӑлӗ туртать, — этеме тивӗҫлӗ хӑрушӑ ӑнтӑлу.
V. Мул тӑвӗ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.
— Выльӑх-чӗрлӗхе пӗрле пӑхса усрани вӑл кӗтӳ кӗтнине ҫеҫ пӗлтермест, — ӑна ӑнлантарма пикенчӗ Никифоров.
2 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Тӗрӗссипе каласан, ик патшалӑх хушшинче суту-илӳ вӑйлӑ пыни, кӳршӗри патшалӑхран хӑваласа янӑ ҫынсене Лилипути те, Блефуску та йышӑнса хӑналаса усрани, унтан тата чаплӑ ҫамрӑк ҫынсене тӗнчене курса ҫӳреме, ҫынсен пурнӑҫӗпе, йӑлисемпе паллашма ярас йӑла пурри вӗсене ют чӗлхесене вӗренме пулӑшать, ҫавӑнпа кунта икӗ чӗлхе пӗлмен ҫынна вӗреннӗ улпутсем, тинӗс хӗрринчи хуласенчи моряксемпе хуҫасем хушшинче сайра ҫеҫ тӗл пулма пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.
Теплерен эпӗ Гаврилычран ҫак зонта вӑл мӗншӗн каланча ҫинче усрани ҫинчен ыйтсаттӑм.Как-то я спросил Гаврилыча, зачем он держит на каланче этот зонт.
Репетици // Уйӑп Мишши. Медведев Д.Н. Ровно патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 246 с.
Ку ҫеҫ те мар-ха, ҫавӑн пек кӗнекесене килте усрани е вулани те пысӑк айӑп вырӑнне шутланнӑ.Мало того, считалось преступлением хранить такие книги у себя и читать их.
Галилео Галилей тата унӑн тӗлӗнмелле ӗҫӗсем // Лина Агеносова. Волков А.Л. Ҫӗрпе пӗлӗт: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1961. — 188 с.
Ленька ӑна гранатӑсене вӑрманта мӗнле пытарса усрани тата кайран яла мӗнле илсе килни ҫинчен пӗтӗмпех каласа кӑтартрӗ.Ленька рассказал, как зарыли они гранаты в лесу, а потом принесли в деревню.
XIV сыпӑк // Михаил Юрьев. Корольков Ю.М. Леня Голиков партизан: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 340 с.
Тепӗр чухне начар пӑхса усрани, час-часах выҫӑ ларни тата вӑйлӑ та ҫамрӑк ҫыннӑн мӗнпур енӗсем вӗсене харсӑр ҫынсем туса хунӑ, ку харсӑрлӑх вара кайран пӗтӗм Запорожьене сарӑлнӑ.
II // Куҫма Турхан. Гоголь Н.В. Тарас Бульба: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948. — 126 с.
Анчах ун пичӗ тӑрӑх вӑл мӗн те пулин пытарса усрани сисӗнчӗ.
XV // Геннадий Пласкин. Чжоу Ли-бо. Ҫил-тӑвӑл: роман; Г. Пласкин куҫарнӑ; В. Рудманӑн умсӑмахӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 429 с. — 13–429 с.