Поиск
Шырав ĕçĕ:
13. Пурне те чӗрӗ тӑвакан Турӑ умӗнче, Хӑйӗн ырӑ тӗнне Понтий Пилат умӗнче каласа кӑтартнӑ Христос Иисус умӗнче сана хушса калатӑп: 14. хамӑра мӗн хушнине Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑр киличченех таса та тӗп-тӗрӗс усра.
1 Тим 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн хастарна усӑсӑр ан усра — ӑна эсӗ хӑвӑн ҫинчен пророкла каланӑ сӑмах урлӑ, пресвитерсем алӑ хунӑ чухне илнӗ.
1 Тим 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
25. Эй ырӑ кӑмӑлтан тӑрантараканӗ, ывӑлусене ҫитер, шанчӑклӑ вырӑнта усра вӗсене.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Тӑлӑх арӑм прависене хӳтӗле, чухӑн ҫынна сут тунӑ чухне тӳрӗ пул, мӗскӗне пулӑш, тӑлӑха хунтӑла, ҫарамассине тумлантар, 21. хавшанишӗн, халсӑрришӗн тӑрӑш, уксахран ан кул, чӑлаха хӳтӗле, суккӑра Манӑн ҫуттӑма кӑтарт, 22. ватӑпа пӗчӗк ачана хӑвӑн килӳнте усра, 23. виле выртнине курсассӑн ӑна тупӑклӑха пытарса пичет пусса хӑвар — вара вилнисене чӗртсе тӑратнӑ чухне Эпӗ сана хисеплӗ вырӑн парӑп.
3 Езд 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Хӑвӑн халӑхна, Хӑвӑн сурӑхусене, Кармил ҫинчи вӑрманта улаххӑн пурӑнакансене Хӑвӑн туюпа пӑхса усра; авалхи кунсенчи пек, вӗсем Васанпа Галаадра кӗтӳре ҫӳреччӗр!
Мих 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Эсӗ вара, Даниил, ҫакӑ сӑмахсене юлашки вӑхӑт ҫитиччен пытарса усра, ҫакӑ кӗнекене пичет пусса хур; ӑна нумайӑшӗ вулӗ, пӗлӳ ӳсӗ, терӗ вӑл мана.
Дан 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Вӑл манпа калаҫнӑ чухне эпӗ ҫӗр ҫинче ним туймасӑр ӳпне выртаттӑм; вӑл мана сӗртӗнсе ура ҫине тӑратрӗ те 19. каларӗ: «акӑ эпӗ сана ҫилӗ кунӗсен вӗҫӗнче, палӑртса хунӑ вӑхӑт вӗҫӗнче, мӗн пуласса уҫса парӑп. 20. Эсӗ курнӑ икӗ мӑйракаллӑ сурӑх таки вӑл — Миди тата Перси патшисем. 21. Ҫӑмламас качака таки вара — Греци патши, унӑн куҫӗсем хушшинчи пысӑк мӑйрака — грексен пӗрремӗш патшийӗ; 22. мӑйраки хуҫӑлчӗ, ун вырӑнне тӑватӑ урӑх мӑйрака тухрӗ: ку вӑл ҫакӑ халӑхран тӑватӑ патшалӑх пулса каясса пӗлтерет, анчах вӗсем пӗрремӗш патша пекех вӑйлӑ пулаймӗҫ. 23. Вӗсен патшалӑхӗн вӗҫӗнче, вӗсен усал ӗҫӗсен виҫи тулса ҫитсессӗн, сӗмсӗр те каварлашас тӗлӗшӗпе ӑста патша килӗ; 24. вӑл вӑйлӑ пулӗ, анчах пӗрремӗш патша пекех мар. Вӑл хӑрушла ҫӗмӗрсе-ҫаратса тухӗ, хӑйӗн ӗҫне ӑнӑҫлӑ тӑвӗ, вӑйлисене те, сӑваплисен халӑхне те аркатӗ; 25. чеескер, вӑл тем тӗрлӗ кавар та тӑвӗ — вара чӗри мӑнаҫланса кайӗ, нумайӑшне вӑл пӗр кӗтмен ҫӗртен ҫӗмӗрсе тӑкӗ, вара патшасен Патшине те хирӗҫ ҫӗкленӗ. Ӑна аркатса тӑкӗҫ, анчах этем аллипе мар. 26. Каҫсемпе ирсем ҫинчен мӗн курӑнни, вӗсем ҫинчен мӗн калани — чӑн; эсӗ ҫак курӑнӑва пытарса усра: вӑл аякри кунсем ҫинчен».
Дан 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Вӑл ӑстӑнран тайӑлас пулсассӑн та, ӑна ан кӳрентер, ху вӑйпитти пулнӑ чухне пӑхса усра ӑна: 14. ашшӗне ырӑ туни манӑҫмасть; ҫавӑн пек пулни ҫылӑхусене пӑрахӑҫа кӑларӗ.
Сир 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Выльӑх-чӗрлӗхне лайӑх пӑх, кӗтӗвӳсене аван усра: 24. пуянлӑх вӑл — ӗмӗрлӗхе мар, пурлӑх та йӑхран йӑха куҫать-им?
Ытар 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Эй Турӑ, Хӑвӑн халӑхна ҫӑл, Хӑвӑн еткерлӗхне пиллӗх пар; пӑхса усра вӗсене, ӗмӗрех ҫӗклентер вӗсене!9. Спаси народ Твой и благослови наследие Твое; паси их и возвышай их во веки!
Пс 27 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.