Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

ури (тĕпĕ: ура) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Старик сылтӑм сывӑ урине тӗпленӗ кӑҫатӑ тӑхӑнчӗ, чӗркуҫҫирен ҫӳлерех татнӑ сулахай ури ҫумне «йывӑҫ урине» ҫыхрӗ.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Ҫанӑ вӗҫӗнчен хур ури пек хӗрелнӗ алли курӑнать.

Помоги переводом

Хура пӳрт // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 84–89 с.

Хура курак ушкӑнӗ вӗҫсе иртрӗ, улӑм ури ҫине пырса ларчӗ: аслисем чӗпписене апат тупма, вӑрӑм ҫула тухма хӑнӑхтараҫҫӗ ӗнтӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

«Ура!» — кӑшкӑрса ячӗ Вӗҫелис, савӑннипе хӑй сисмесӗр хӑрах ури ҫинче ҫерҫилле сиккелеме тытӑнчӗ.

Помоги переводом

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Ури вӗҫерӗнсе кайнӑ та, сӑнчӑртан ҫакӑнса тӑрать.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Ку хутӗнче вӑл мана асӑрхаттарма-ятлама пултарайманнишӗн савӑнса Ирина Алексеевна патне чупсах васкарӑм, — ура сӑнчӑртан ҫакланчӗ, — ун умне, ури патне, хӗвелре ӗнтӗркенӗ ӑман пек, тӑсӑлса выртрӑм.

Помоги переводом

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Колхоз председателӗ те, ун кабинетне кӗрсен, ури ҫине тӑрсах, атте ятне асӑнсах, алӑ тытсах сывлӑх сунчӗ, ҫемҫе диван ҫине ларма сӗнчӗ.

Помоги переводом

Макҫӑм мучи тивлечӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 30–31 с.

Темиҫе кун иртсен троллейбусра пӗр ҫамрӑк пике ури ҫине пуснӑ пек туйӑнчӗ мана.

Помоги переводом

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

— Акӑ, халь эсир таптарӑр ӗнтӗ ман урана, — тетӗп эпӗ, сулахай урана кӳршӗ ури айӗнчен аран-аран кӑларса.

Помоги переводом

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

— Ара, эпӗ ун ури ҫине юри пусман вӗт! — парӑнмарӑм эп ҫаплах.

Помоги переводом

Хӑй ирӗкӗпе чӗлхесӗрленнӗ этем // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 26–27 с.

Ярса илесшӗн ҫакна Хӗлимун — аллине ҫӗклеме ҫук, тӑрса тапса сирпӗтесшӗн — ури те тапранмасть.

Помоги переводом

55 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫын ури йывӑҫ мар, — тарӑхса мӑкӑртатрӗ Кашкин.

Помоги переводом

49 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Сасартӑк сылтӑм ури шуса кайрӗ.

Помоги переводом

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӗсен ури айӗнче Хӗлимун мечӗк пек кускалать.

Помоги переводом

38 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Усалӑн ури улттӑ тесе ахальтен каламан ҫав…

Помоги переводом

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ун ури сассипе шыври кӑвакалсем тавралла шӑпӑр шӑпӑр нартлатса саланчӗҫ.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

«Ай!» — терӗ те Анюта ури хырӑмӗнчен кӑткӑ ҫыртнипе тапӑртатса илчӗ.

Помоги переводом

25 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫӗр ҫинче таканланӑ лаша ури йӗрри палӑрать.

Помоги переводом

20 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Аптранӑ енне ури айне лекнӗ ҫавра ывӑс пек пӗрене пуҫне тапса сирпӗнтерчӗ.

Помоги переводом

17 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Пуҫ пӑтраннипе мар-и! — ури ҫине ҫӗкленчӗ Стасик.

Помоги переводом

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней