Поиск
Шырав ĕçĕ:
упра сăмах пирĕн базăра пур.
5. Вара Ангел ӑна каланӑ: пулла касса ҫур та, чӗрине, пӗверне, ватне кӑларса илсе, вӗсене упра, тенӗ.5. И сказал ему Ангел: разрежь рыбу, возьми сердце, печень и желчь, и сбереги их.
Тов 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Хӑвӑн тӑванун ҫӗтсе кайнӑ вӑкӑрне е сурӑхне курсассӑн, вӗсене пӑрахса ан хӑвар, вӗсене тӑванна ҫитерсе пар; 2. тӑвану хӑв патӑнтан ҫывӑхра мар пулсассӑн е эсӗ ӑна пӗлместӗн пулсассӑн, ҫав выльӑха хӑвӑн килне хӑваласа кай, сан патӑнта вӑл тӑвану шырама тухичченех пурӑнтӑр, вара ӑна хуҫине тавӑрса пар; 3. унӑн ашакне те ҫаплах усра, унӑн тумтирне те ҫаплах пуҫтарса хур, тӑвану ҫухатса ху тупнӑ кирек мӗнле япалана та ҫаплах упра; урӑхла тума юрамасть санӑн.
Аст 22 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
9. Анчах сыхлан, чунна тимлӗн упра, ху куҫупа курнӑ ӗҫсене манса ан кай, мӗн ӗмӗрӳ тӑршшӗпех вӗсем сан чӗрӳнтен ан тухчӑр; вӗсем ҫинчен эсӗ хӑвӑн ывӑлусене, ывӑлун ывӑлӗсене каласа пар, 10. ху Хорив тӑвӗ патӗнче [пуху кунӗнче] Ҫӳлхуҫа, хӑвӑн Турру, умӗнче тӑни ҫинчен каласа кӑтарт; ҫавӑн чухне Ҫӳлхуҫа мана каларӗ: Ман патӑма халӑха пух, Эпӗ вӗсене Хамӑн сӑмахӑмсене пӗлтерӗп; ҫав сӑмахсене итлесе вӗсем хӑйсем ҫӗр ҫинче пурӑннӑ чухне ӗмӗрӗ тӑршшӗпех Манран хӑраса тӑма вӗренӗҫ, ачисене те вӗрентӗҫ, терӗ.
Аст 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.