Поиск
Шырав ĕçĕ:
Малтанхи хуҫисемпе килӗштерсех ҫитереймен пулас вӑл, унчченхи йӑлапа Янтул еннелле те шӑмарса пӑхса илчӗ.
Янтул кам вӑл? // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унчченхи тарҫипе ман аккана атте уйӑрса кӑларасшӑн.
Выртмара // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Анчах унчченхи хӗрӳлӗх сисӗнмерӗ ун сассинче.
Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Янтул унчченхи хваттер хуҫи арӑмӗн сӑмахӗсене аса илчӗ.Яндулу вспомнились слова квартирной хозяйки, у которой он жил до Элендея.
Аптранӑ кӑвакал // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.
Унчченхи ҫулсенчи статистика яр уҫҫӑн кӑтартать: сивӗсем хуҫаланма тытӑнсан, шел те, инкексен хисепӗ хӑвӑрт ӳсет.
Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/
Унчченхи ҫулсенче панӑ машинӑсем коронавирус пандемийӗ вӑхӑтӗнче хӑйсен уссине кӑтартма ӗлкӗрчӗҫ ӗнтӗ.
Ҫӗнӗ машинӑсем панӑ // Н.КАЛАШНИКОВА. http://kasalen.ru/2022/09/30/ce%d0%bde-% ... b0%d0%bda/
Унчченхи пек уҫҫӑнах хирӗҫ калаҫиччен, ан тив, чӗнмесӗр пытӑр.
Канӑҫсӑр чун // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Часах машинӑсем килеҫ, унчченхи пек ҫеҫ машинсем мар, ҫӗнӗ те кӑткӑс машинӑсем.
XXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Хӑҫан вӑл унпа унчченхи пек ҫемҫен те йӑвашшӑн калаҫакан пулӗ?
XIV // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Сывлӑх тӗлӗшпе тимлӗ пулма пӑрахатӑр, кахал пуснине туятӑр, унчченхи пек ӗҫсене тӗрӗслейместӗр.
45-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Халӗ ӗнтӗ вӑл Сехре чӗлӗм туртнӑ хушӑра та унчченхи пек тунката ҫинче канса лармасть, пуртӑпа туратсене иртме васкать.
ХIХ // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Калаҫасса хӑй унчченхи евӗрлех лӑпкӑн калаҫать, ӗлӗкхинчен те лӑпкӑнрах пулӗ.
VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Пирӗннисем те хаярланчӗҫ, унчченхи пек чакмаҫҫӗ.
III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӑл ытла вӑрҫмарӗ, хӑй мӗн курни ҫинчен каласа кӑтартнӑ май унӑн вӑрҫма вӑхӑчӗ те пулмарӗ темелле, анчах ҫынсем унтан унчченхи пек кулӑшла сӑмахсем те илтеймерӗҫ.
II // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.
Вӗсем унчченхи пекех черет тӑрса тухтӑр патне кӗресшӗн.
Тухтӑр патне вӑхӑтпа ҫырӑнмалла // А.Мариян. http://kasalen.ru/2022/11/03/%d1%82%d1%8 ... %bb%d0%b0/
хӑйне депутата суйланӑ, ӑна депутатӑн йышӑнман мандатне панӑ е вӑл хӑйӗн полномочийӗсене яланхи йӗркепе пурнӑҫлама пӑрахнӑ ҫул умӗнхи ҫулталӑк хушшинче мӗнпур ҫӑл куҫсенчен (ӗҫ укҫине, укҫан тӳленине, унчченхи ӗҫ вырӑнӗнчи е суйлавлӑ должноҫа йышӑннӑ вырӑнти тупӑшсене, пенсие, пособисене, ытти тӳлеве кӗртсе) илнӗ хӑйӗн тупӑшӗсем ҫинчен калакан сведенисене, хӑйне депутата суйланӑ, ӑна депутатӑн йышӑнман мандатне панӑ е вӑл хӑйӗн полномочийӗсене яланхи йӗркепе пурнӑҫлама пӑрахнӑ уйӑх умӗнхи уйӑхӑн 1-мӗшӗ тӗлне харпӑрлӑх правипе тытса тӑракан хӑйӗн пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене;
Чӑваш Республикин «Муниципалитет должноҫне, вырӑнти администраци пуҫлӑхӗн должноҫне контрактпа йышӑнма шутлакан граждансем тата ҫав должноҫсене йышӑнакан ҫынсем хӑйсен тупӑшӗсем, тӑкакӗсем, пурлӑхӗ тата пурлӑх евӗр обязательствисем ҫинчен калакан сведенисене тӑратасси тата ҫав сведенисем чӑн тата тулли пулнине тӗрӗслесси ҫинчен» Саккунне улшӑнусем кӗртесси ҫинчен // Михаил Игнатьев. Закон № 80 от 19.11.2019
Унчченхи Шӑхасан районне (1935-1956) хальхи Вӑрнар районӗн ялӗсем кӗнӗ.
Астӑвӑм ӑруран ӑрӑва пытӑр // Владимир Шакров. http://kanashen.ru/2022/02/07/%d0%b0%d1% ... 82a%d1%80/
Эсир унчченхи ӑрӑвӑн ырӑ йӑлисене упраса хӑварса ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртессе, пулӑшу ӗҫӗсене лайӑхлатса тата ӗҫ условийӗсене ҫӗнетсе пырасса шанса тӑратӑп.
Олег Николаев Нефтьпе газ промышленность ӗҫченӗсен кунӗ ячӗпе саламлани (2022) // Олег Николаев. https://glava.cap.ru/news/2022/09/04/gla ... aet-s-dnem
Унчченхи ҫитӗнӳсем татах ҫитӗнӳсем тума хавхалантарӗҫ.Ваши предыдущие достижение могут подстегивать вас к новым свершениям.
33-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ
Анчах унчченхи йӑнӑшсене шута илӗр, унсӑрӑн тӗллеве пурнӑҫлама ҫӑмӑл пулмӗ.Однако следует опасаться ошибок прошлого периода, иначе добиться намеченных целей будет непросто.
26-мӗш эрнери гороскоп // Софья Савнеш. Чӑваш халӑх сайчӗ