Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

университетне (тĕпĕ: университет) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
2-мӗш курсран тухса, хӑйӗн поместьине кайнӑ, опекун хирӗҫнине ҫӗнтерсе, хуҫалӑхне урӑхла йӗркелесе янӑ, ҫавӑншӑн ӑна пиччӗшӗсем ылханса пӗтернӗ, аппӑш-йӑмӑкӗсен упӑшкисем вӗсене унпа калаҫма чарнӑ; унтан вӑл тӗрлӗ майпа Россия тӑрӑх ҫапкаланса ҫӳренӗ: тип ҫӗрпе те, шывпа та, унпа та, кунпа та, ахаль чухнехи пек те, урӑхла та ҫӳренӗ, — сӑмахран, ҫурран та, паруслӑ суднӑпа та, шӑтӑк кимӗсемпе те, — ҫул ҫинче унӑн хӑйне пула тӗрлӗ ӗҫсем нумай пулнӑ; калас пулать, вӑл икӗ ҫынна — Хусан университетне, пилӗк ҫынна Мускав университетне вӗренме леҫсе янӑ, — вӗсем унӑн стипендиачӗсем пулнӑ; хӑй вӑл Петербургра пурӑнасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа унта никама та илсе пыман, ҫавна пула унӑн тупӑшӗ 400 мар, 3000 тенкӗ пулнине пирӗнтен никам та пӗлмен.

Вышел из второго курса, поехал в поместье, распорядился, победив сопротивление опекуна, заслужив анафему от братьев и достигнув того, что мужья запретили его сестрам произносить его имя; потом скитался по России разными манерами: и сухим путем, и водою, и тем и другою по-обыкновенному и по-необыкновенному, — например, и пешком, и на расшивах, и на косных лодках, имел много приключений, которые все сам устраивал себе; между прочим, отвез двух человек в Казанский, пятерых — в Московский университет, — это были его стипендиаты, а в Петербург, где сам хотел жить, не привез никого, и потому никто из нас не знал, что у него не четыреста, а три тысячи рублей дохода.

XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.

Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетне пӗтерсе таврӑнсанах вӑл шкулта педагог-организатор пулса ӗҫе пуҫӑннӑ.

Помоги переводом

Воспитани центрӗн ертӳҫи // Сувар. «Сувар», 26(704)№, 2007.06.29

Любовь Федоровна Яргунина И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне пӗтернӗ хыҫҫӑн Элкел районӗнчи Чӑваш Пӑрнай вӑтам шкулӗнче ачасене пӗлӳ пама пуҫларӗ.

Помоги переводом

Тӑван чӗлхе — тӗнче уҫҫи // Сувар. «Сувар», 23(701)№, 2007.06.08

Пичче ҫав ҫулах Ӗпхӳри нефть университетне вӗренме кӗчӗ, эпӗ вара хулари 30№ шкулӑн улттӑмӗш класне кайрӑм.

Брат в этом же году поступил в Уфимский нефтяной университет, а я пошла в шестой класс городской школы №30.

Мал ӗмӗтлӗ Карина // Юрий МИХАЙЛОВ. «Урал сасси», 2016.06.22

Тепӗр тантӑшӑмпа Хусан университетне ыйту кайса патӑмӑр.

С другой подругой подали заявление в Казанский университет.

«Йывӑрлӑх та кирлӗ - пурнӑҫ тутине туйма» // Рита АРТИ. «Чӑваш хӗрарӑмӗ», 2016.06.18, 23(945)№

Чӑваш патшалӑх университетне тин кӑна вӗренме кӗнӗ хӗр «Алло, эпир талантсем шыратпӑр» конкурсра сӑвӑ илемлӗ вуланине историпе филологи факультетӗнче иккӗмӗш курсра ӑс пухакан Гена, «Вутчуль» драмкружока ертсе пыраканскер, киленсе итленӗ.

Помоги переводом

Арҫын - тӗрев, мӑшӑрӗ - управҫӑ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016.04.22, 61-62№

— Ҫӗршыври паллӑ вуза — Мускав патшалӑх университетне — вӗренме каймашкӑн сире ахальтен суйламанах — ахӑртнех, хӑвӑр та чи тӑрӑшуллӑ студент пулнӑ.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ун хыҫҫӑн И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетне вӗренме кӗтӗм.

Помоги переводом

Валерий КОМИССАРОВ: «Пичетленме черет кӗтекен статьясене тӗлӗкре те кураттӑм» // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№

Ҫав вӑхӑтрах ӑс-тӑна пуянлатас тӗллевпе куҫӑмсӑр майпа Чӑваш патшалӑх педагогика университетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗрет.

Помоги переводом

Ачасемпе ҫыхӑннӑ пурнӑҫ // Юрий КОРНИЛОВ. «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ», 2016, пуш, 11

2011 ҫулта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелти вӑтам шкула пӗтерсенех вӑл И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне ҫул тытнӑ.

Помоги переводом

Ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртнӗ // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, пуш, 11

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней