Корпус чувашского языка

Поиск

Шырав ĕçĕ:

уйӑрчӗҫ (тĕпĕ: уйӑр) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Богданов сӑмахӗсем куракансене тӗлӗнтерчӗҫ, вӗсен шухӑшӗсене те иккӗлле уйӑрчӗҫ, икӗ майлӑ шав ҫӗкленчӗ:

Помоги переводом

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Тахӑшӗ, ӳкме пуҫласа, Володьӑна ҫурӑмӗнчен питӗ хытӑ тӗртрӗ, Володя Оля аллине вӗҫертсе ячӗ, вара сасартӑк вӗсене уйӑрчӗҫ, кӗпӗрленсе пыракан ҫынсенчен пулса тӑнӑ хӳме пӗр-пӗринчен картласа лартрӗ.

Помоги переводом

2. Вӑхӑт, каялла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Унтан паллакан-палламан ҫынсем уйӑрчӗҫ пире.

Помоги переводом

Юлашки тӗлпулусем // Влас Паймен. «Тӑван Атӑл». — 1974, 2№ — 50–65 с.

Ҫитсенех бригадӑн-бригадӑн уйӑрчӗҫ.

Помоги переводом

3 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Пирӗн халӑхӑн мӗнпур философийӗ ҫӗрпе ҫыхӑннӑ вӗт, ӑна вара сасартӑк ҫӗртен уйӑрчӗҫ.

Помоги переводом

10 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ӑна тума республика хыснинчен укҫа чылай уйӑрчӗҫ.

Помоги переводом

Хырай Ӗнелсем ҫӗнӗ клуб тутарасшӑн // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2015, 40–41 (26692-26693)№, 13 с.

Хӗрпе каччӑ, хӑйсене вӗресех тӑкӑнма парас мар тесе, вӗри, пылак чуппа ҫилӗмӗпе ҫилӗмленсе ҫыпӑҫнӑ тутисене чап! уйӑрчӗҫ те вӑрӑммӑн сывласа ячӗҫ.

Помоги переводом

Мӑнтӑрккапа Вӑрӑмкка (е Турӑ пӳрни) // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 8–35 с.

Унтан хурав кӗтсе илмесӗрех каччӑсене пӗр-пӗринчен уйӑрчӗҫ те хӑйсенчен килӗшӳ ыйтмасӑрах вӗсене икӗ тӗле ҫавӑтса кайса тӑратрӗҫ.

Помоги переводом

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫак каҫах пӗчӗк Федораш Доруцӑна стенасем ҫумне лозунгсем ҫыракансен бригадине ертсе пыма уйӑрчӗҫ.

В эту ночь маленькому Федорашу Доруце было поручено руководить бригадой, писавшей на стенах лозунги.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Кайран ҫулсем мана ялтан чылайлӑхах уйӑрчӗҫ.

Помоги переводом

Мучи // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 105–108 с.

Профилактика мероприятине пурнӑҫлама республика бюджетӗнчен укҫа-тенкӗ уйӑрчӗҫ, – терӗ Упнер ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Геннадий Арбузов.

Помоги переводом

Пултӑранпа кӗрешеҫҫӗ // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/10759-pu ... -k-reshecc

Кӗҫех вара вӑл илсе килнӗ таварсене йышӑнма виҫӗ активиста уйӑрчӗҫ.

Помоги переводом

Сахар ҫухалать // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Пупа ҫавӑнтах ыттисенчен уйӑрчӗҫ, айккинерех илсе кайса тӑратрӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ку полксемпе отрядсене ертсе пыма тӗп воеводӑсемсӗр пуҫне ытти воеводӑсене те нумай уйӑрчӗҫ.

Помоги переводом

14. Ҫӳллӗ иккен Хусан хӳмисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Пирӗн йыша икӗ пая уйӑрчӗҫ: аллӑшӗ — колхоза, аллӑшӗ — юнашар совхоза.

Помоги переводом

VII // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Ун валли виҫӗ кун уйӑрчӗҫ.

Помоги переводом

«Эпӗ ӑсталанӑ ал ӗҫӗсем ректор пӳлӗмӗнче те пурччӗ» // А.МИХАЙЛОВ. http://putpobedy.ru/publikatsii/11573-ep ... te-purchch

Форумра ҫамрӑк ӑрура патриотлӑх туйӑмӗсене вӑйлатассине пысӑк тимлӗх уйӑрчӗҫ.

Помоги переводом

Ҫемье тата шкул: ыррипе лайӑххи // Елена ПОРФИРЬЕВА. http://putpobedy.ru/publikatsii/11840-ce ... -laj-khkhi

Бригадир пулма пурпӗрех Алимпине уйӑрчӗҫ, мӗншӗн тесен техниксем вӑл ыттисенчен хӑюллӑрах иккенне асӑрхарӗҫ.

Помоги переводом

Алимпи // Александра Лазарева. Лазарева А. Чипер Анна. Калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 116 с. — 33–50 с.

Кам ӑҫта каясшӑн, кам ӑҫта юласшӑн иккенне никамран та ыйтса тӑмарӗҫ, юлнӑ пек салтаксене темиҫе ушкӑна уйӑрчӗҫ те — эсӗр ҫавӑнта, кусем унта, юлашкисем ҫак хулана каятӑр, аслисем сирӗн ҫавӑ, ҫавӑ, ҫавӑ пулать терӗҫ кӑна.

Кто куда, с кем хочет пойти, никого не спрашивали, разделили солдат на несколько групп и скомандовали: вы сюда, эти туда, остальные в город, начальники над вами те-то и те-то…

V // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫынсем ӑна пӗлсе уйӑрчӗҫ: Иван халь хире пӗр чӗрес тӑварланӑ панулми йӑтса килет.

Помоги переводом

XIII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Страницы:

Сайт:

 

Статистика

...подробней